Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Ҫирӗклӗ тӗрленчӗкӗсем» кӗнекен Мария Иванова (Евдокимова) авторӗпе тӗлпулу иртнӗ

Мария Иванова (Евдокимова) Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑрах ӑрури ҫынсем ӑна ҫамрӑк чухне ялти вулавӑшра ӗҫленине ӑс тӑваҫҫӗ. Каярах вара вӗсем тӑван килне сутса хулана тухса кайнӑ. Халӗ ҫак ҫуртра Иван Николаевич Павлов ҫемьи пурӑнать.

Ҫуралнӑ ял, тӑван кӗтес яланлӑхах чӗрене кӗрсе вырнаҫать пулӗ ҫав. Мария Ильинична телейне Шупашкар хулинче тупнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайичченех Чӑваш наци библиотекинче ӗҫленӗ. Анчах та тӑван яла чӗринчех упранӑ. «Ҫирӗклӗ тӗрленчӗкӗсем» унӑн тӑван яла халалланӑ иккӗмӗш кӗнеки.
Ял халӑхӗ ҫак кӗнекӗне питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗ, кӗске вӑхӑтрӑх кашни икшер-виҫшер экземпляр туянса пӗтерчӗҫ. Вулакансем авторпа тӗл пулма кӑмӑл турӗҫ.

Ҫак тӗл пулу Федотова Ираида Васильевна тӑрӑшнипе пурнӑҫланчӗ. Яла вара кӗнеке авторӗ хӑй ҫеҫ мар, аппӑшӗпе Зинаида Ильинична Акчуринапа (Евдокимова), ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле килсе ҫитрӗ. Унсӑр пуҫне унпа тӗл пулма аякри тӑванӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ, ӑна пӗлнӗ, юратнӑ ҫынсем тӗл пулӑва ҫитме васканӑ. Кӗлӗмкасси ялӗнче пурӑнакан 85 ҫул тултарнӑ Мария Николаевна Иванова, нумай ҫул хушши пучинкери больницӑра ӗҫленӗ Маруҫ аппа, ҫурран утса ҫитнӗ пӗрле выляса ӳснӗ тусне тата тӑванне курассишӗн!

Хӑнасем чи малтан ялти масар сине ҫитрӗҫ, ӑшшӗ-ӑмӑшӗ вил тӑприсене пуҫ тайма шутларӗҫ. Масара таса та тирпейлӗ тытнӑшӑн хӑнасем Ҫирӗклӗ ҫыннисене чунран Тав рӗҫ.

Каялла килнӗ чухне вара А.М. Иванов ӑсталанӑ беседкӑра ларса канчӗҫ, мӗн тери паха ӑсталама пултарнинчен чунтан тӗлӗнчӗҫ.

Ялти клуба пухӑниччен хӑнасем Ираида Васильевна Федотова патӗнче тӑван-пӗлӗшӗсемпе пӗрле тулли сӗтел хушшине ларса хӑналанчӗҫ. Тахҫанах курман тӑванӗсемпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса савӑнчӗҫ.

Клуб умне ҫитсен чи малтан Аслӑ вӑрҫӑра пуҫ хунисене халалласа лартнӑ палӑк умне ҫеҫкесем хучӗҫ. Кунта каллех А.М. Иванов А.М. ӑсталанӑ стелӑна пӑхса тӗлӗнчӗҫ.

Тӗл пулу ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Клуба халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Мария Ильиничнӑна чунран тухакан ӑшӑ сӑмахсемпе Тав турӗҫ, чечек ҫыххисем парнелерӗҫ. Светлана Ефремова хӑй Ҫирӗклӗ ялне халалласа хывнӑ юррине аппӑшӗпе Ольга Кирилловапа пӗрле шӑрантарса пачӗҫ. Ҫак юрӑ та ытти чылай яла халалланӑ сӑвӑсемпе пӗрле кӗнекене кӗнӗ. Хӑнасем хӑйсем те парӑмра юлмарӗҫ, «Сас паракан пулмарӗ» халӑх юррине чуна пырса тивмелле юрларӗҫ.

Тӗл пулӑва ял администрацийӗ те ҫитсе чыс турӗ. Валерий Иванов ҫыравҫӑна Хисеп хучӗ парса савӑнтарчӗ.

Лару-тӑру юрӑ-ташӑпа, вӑйӑ картипе вӗҫленчӗ. Юлашкинчен вара пурте Питрав шӳрпипе хӑналанчӗҫ.

Ялта Мария Ильинична кӗнекине 31 350 (вӑтар пӗр пин те виҫ ҫӗр аллӑ) тенкӗлӗх сутнӑ. Ҫак укҫӑна ҫыракан пӗр пусне те илмен, Ҫирӗклӗ валли усӑллӑ ӗҫ тунӑ ҫере яма тесе ялах парса хӑварнӑ.

Сыв пулашас умӗн хӑнасем (вӗсем хушшинче пирӗн ялта халиччен пулса курман ҫынсем те пулнӑ) Ҫирӗклӗ ялне, унта пурӑнакан ҫынсене тав тата мухтав сӑмахӗсем каласа савӑнтарчӗҫ.

Ялти клуб ӗҫченӗсене, ял администрацине , ҫак тӗл пулӑва йӗркелеме тата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерсе яма май туса панӑшӑн питӗ пысӑк Тав!

Сумлӑ ҫулсене пӑхмасӑр (Мария Ильинична 89 урлӑ каҫнӑ, Зинаида Ильинична 93-мӗш ҫул ҫинче пырать) аякри ҫул ҫине тухма хӑрамасӑр тӑван яла вулакансемпе тӗл пулма ҫитнӗшӗн, пуринпе тан юрлама, ташлама, савӑнма пултарнӑшӑн ҫере ҫити пуҫ таяс килет хаклӑ хӑнасене! Тата нумай ҫул пурӑнма турӑ сывлӑх патӑр сире!



Сириклинский СДК, структурное подразделение МБУ «Центр развития культуры» Ибресинского муниципального округа
17 июля 2023
15:36
Поделиться
;