Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ПУЧИНКЕ САЛИ – 460 ÇУЛТА

ПУЧИНКЕ САЛИ – 460 ÇУЛТА

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă, ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пур пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл – пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса таврăнатăн. Ял – чи пархатарлă вырăн. Мĕн пур çыннăн ырă аса илĕвĕнче вăл. Ялта мĕн пур йывăç сана тÿлеккĕн пăшăлтатса ырă суннă пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать.

Ял кунĕ – чи кĕтнĕ уяв. Çавăннпа та иртнĕ вырсарни кун Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинке сали çыннисем ял уявне ирттерчĕç. Вĕсем ахаль уява мар, Пучинке салин 460 çулхи юбилейне палăртрĕç. 1563 ҫулхи пӗрремӗш асӑнуран пуҫласа тăван ялăн 5 ĕмĕре яхăн пурнăç историйĕн çул-йĕрне паллă турĕç.
Чи малтан уява пухăннă çынсем алла-аллăн тытăнса вăйă карти турĕç. Илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе ушкăн-ушкăнăн çаврăнчĕç, вăйă юррипе карталанса майĕпен утрĕç вĕсем. Хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Ял халӑхне саламлама Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семёнов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, регионсенчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, ассоциаци пайташĕ Нина Егорова, Пучинкере çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Чӑваш Республикин театр деятелӗсен Союзӗн ертӳҫи, Чӑваш драма театр артисчӗ Сергей Павлов, Йĕпреç ентешлĕхĕн ертÿçи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Антонина Краснова, Петр Краснов юрăçă тата ыттисем килсе ҫитрĕç.

Савӑнӑҫлӑ ял кунне Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семёнов уçрĕ, уявпа саламланӑ май маттур та хастар çынсене грамотăсемпе, тав хучĕсемпе чысларĕ. Ун хыççăн салам сăмахне Пучинке ял территорийĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов илчĕ. Вăл ял халăхне маттур пулнăшăн тав турĕ.
Ял халăхне чыслама парнесем те нумай хатĕрленĕ. Кашни парни тивĕçлĕ çынна тупрĕ, кăмăлĕсене хăпартрĕ. Валерий Георгиевич ялăн чи кĕçĕннисемпе чи ватă çынсене, чи çамрăк тата чи сумлă çемьесене парнесем парса чыс турĕ. Çавăн пекех «Красный партизан» колхоз председателĕ Николай Иванов, Йĕпреçсен ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Антонина Краснова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Владимир Клементьев, Чăваш Республикин театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи Сергей Павлов пучинкесене ял йĕркеленнĕренпе 460 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, мухтава тивĕçлисене, ял пурнăçĕнче палăрнисене Тав хучĕсемпе чысларĕç. Пучинке ялĕн историйĕпе педагогика ĕç ветеранĕ Владимир Иванович Ильин туллин паллаштарчĕ.

Уяв программи пуян та анлă пулчĕ. Пучинке культура керменĕ çумĕнчи «Юхăм» фольклор ушкăнĕ, хĕрарăмсен «Туслăх» ансамблĕ, Çириклĕ ял клубĕ çумĕнчи, Пучинке шкулĕнче вĕренекенсен, Энтриел культура керменĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕсем ял çыннисене юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелерĕç. Çавăн пекех ялăн ăстийĕсем хăйсен алă ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Çамрăксем лапамри футбол уйĕнче спортăн тĕрлĕ вăййинче тупăшрĕç. Юрă-ташă вĕçленсен волейбол, теннис вăййисем иртрĕç. Уява пуçтарăннă ял çыннисемпе хăнасем чăн чăваш апачĕпе, шÿрпепе сăйланчĕç, каçхине вара дискотекăра савăнчĕç. Уяв салют панипе вĕçленчĕ.

Уяв питĕ хаваслă та асра юлмалла иртрĕ. Ял çыннисемпе хăнасем кăмăллă юлчĕç. Пирӗн Пучинке сали халăха нумай ҫул хушши сыхлакан телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнине ӗненес килет! 



Новочурашевский территориальный отдел Администрации Ибресинского муниципального округа
15 июня 2023
09:39
Поделиться
;