Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Элкер вулавӗсем-2023» конференци

«Элкер вулавӗсем-2023» конференци

Çу уйăхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреçри тӗп библиотекăра «Элкер вулавӗсем-2023» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ăна йӗркелекенӗсем – республикăри краеведсен тӗпчевçисем, Чăваш наци конгресӗн вӗрентӳ комитечӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ, Чăваш гуманитари институчӗ, районти чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен Ассоциацийӗ.

Вулава ачасен ăслăлăх пӗлӗвне çӳллӗ шая çӗклес, поэт пултарулăхне ачасен хушшинче сарас тата вӗсенче тӗпчев туртăмне аталантарас шухăшпа ирттереççӗ. Кăçалхипе ку конференци 7-мӗш хут иртрӗ.

Çемен Элкер – чăваш литературин классикӗ, чăваш халăхӗн чи юратнă аслă поэчӗсенчен пӗри. Унăн ӗçӗ-хӗлне, пурнăç çул-йӗрне тӗпчекенсем паян та нумайăн. Кашни çулах вӗрентекенсемпе шкул ачисем конференцие кăмăлтан хутшăнни савăнтарать. Мероприятие сумлă хăнасем килсе çитнӗ: Çемен Элкер пултарулăхӗпе нумай çул кăсăкланакан, унăн литературăри çитӗнӗвӗсене йӗрлесе пырса поэтăмăра хисеплесе хаклакан профессор, ученăй, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов; Чăваш Республикин композиторсен Ассоциаци Канашӗн членӗ, композитор, юрăç Николай Андреев; отставкăри милици подполковникӗ, поэт, куçаруçă Владимир Васильев (Мишшан); Чăваш Республикин хисеплӗ краевечӗсем Нина Ерилеева тата Раиса Евграфова хутшăннă.

Хăнасене салам сăмахӗ каласа Йӗпреç муниципаллă округӗн вӗрентӳ пайӗн методисчӗ А. Игнатьева, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенсен Ассоциацийӗн председателӗ Н. Евдокимова тата тӗп бибилотека ӗçченӗсем ырă кăмăл-туйăмпа кӗтсе илчӗç. Вӗсем çакăн пек тӗлпулусем пуриншӗн те хаклă та, çав вăхăтрах усăллă пулнине палăртрӗç. Çакна конференцие Семен Васильевичăн çывăх тăванӗ Виталий Бисяков хутшăнни те çирӗплетет. Вăл куккăшӗ çинчен çӗнӗ, килӗнче упранакан, халиччен никам та  илтмен архив хучӗсемпе паллаштарчӗ. Унăн материалӗсене тӗплӗнрех тӗпчемеллине палăртрӗç хăнасем.

Тӗпчев ӗçӗсене вӗренекенсем сумлă хăнасем умӗнче туллин уçса панă. Конференцие хутшăнакан вӗренекенсем хушшинче уйрăмах Эйпеç шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Кирилл Анисимов (руководителӗ - Л. Школьникова) палăрнă. Вăл «Автор сăвви» секцие хутшăнса республикăран килнӗ хăнасене тӗлӗнтернӗ. «Питӗ маттур чăваш ачи!» - тесе хакланă Кирила жюри. Ытти наукăпа практика ӗçӗсем те кăсăклă пулса тухнă, авторсем нумай çӗнӗлӗхсемпе пуянлатнă хăйсен материалӗсене. «Пурне те итлеме кăмăллă пулчӗ, татах та тӗл пуласчӗ. Маттур, йӗпреçсем! Элкер ятне çӳлтех тытăр», –  терӗç конференцие пӗтӗмлетнӗ май хăнасем. 



22 мая 2023
14:00
Поделиться