«Юхăм» фольклор ушкăн - «Асамат эрешĕсем» концерт-фестиваль çĕнтерÿçи
![«Юхăм» фольклор ушкăн - «Асамат эрешĕсем» концерт-фестиваль çĕнтерÿçи](https://fs01.cap.ru//www22-09/ibresi/news/2022/11/24/e1960a29-88ac-426e-ba02-7c4f7749c39f/6jgba6luyg_1_fy5mrg12.jpg?i=92)
Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Светлана Асамат ячĕллĕ «Асамат эрешĕсем» регионсенчи концерт-фестиваль иртрĕ. Фестивале Светлана Асамат çуралнăранпа 70-çул çитнине халалланă.Светлана Асамат - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ, Раççей Писательсен союзĕн, Чăваш Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Чăваш халăх поэчĕ, кĕскен каласан - чăваш халăхĕ лайăх пĕлекен сăвăç, юрăç, композитор.
Фестивале хĕрĕхе яхăн фольклор ушкăнĕ хутшăннă, вĕсем конкурса видеомаериалсем ярса панă. Вĕсенчен çурри 3-мĕш тура хутшăнма йыхрав илнĕ. Вĕсен хушшинче Пучинке культура çурчĕ çумĕнчи «Юхăм» ушкăн тата Пучинке шкулĕн 10 класс вĕренекенĕ Виктория Захарова. Пучинкесем фестиваль çĕнтерÿçисен «Гран-при» кубока тата ІІІ степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.