Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Шăхасан салинче Чăваш наци конгресě уçă алăксен Кунне ирттерчě

Шăхасан салинче Чăваш наци конгресě уçă алăксен Кунне ирттерчě
Нумай пулмасть Канаш районěнчи Шăхасан салинче Чăваш наци конгресě уçă алăксен Кунне ирттернě. Уява Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев ертсе пынипе Шупашкартан тата республикăн тěрлě районĕсенчи ЧНК  вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисем хутшăнчěç. Уява пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ: Клементьева Людмила – ЧНК вырăнти ертÿçи, Арсеньев Юрий - ЧНК пайташĕ, Захарова Виктория – Пучинке вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ.

Хăнасем чи малтан Çеçпĕл ялĕнчи Ҫеçпěл Мишшин палăкě умěнче митингра пулчĕç, чечек çыххисем хучĕç, ун хыççăн Канаш районěн тěп библиотекинче ěҫлě тěлпулăва хутшăнчěç. Канаш районěн культура ҫуртěнче Чăваш наци конгресě 30 çул тултарнине халалласа «çавра сěтел» йěркелерěç. ЧНК Канаш районĕн вырăнти ертÿçи Ирина Андреева вырăнти уйрăмсен ертÿçисене хăйěн ěç опычěпе паллаштарчě. Валерий Клементьев конгресăн юбилей уявěн мероприятийěсем çинчен каласа пěлтерчě. Çавăн пекех Чăваш Республикинче «Семейный лес – память потомкам» ятлă  акци пуçарса яни çинчен пĕлтерчĕ, вырăнти уйрăм ертÿçисене çак ĕçе хутшăнма чĕнчĕ. Акцие пуçарса яраканĕ – Сергей Голицын, Донецкри çапăçусен паттăрĕ, пирĕн ентеш.

Малалла Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет пайташĕн, Чăваш Республикин халăх поэчěн Светлана Васильевна Асаматăн 70 ҫулхи юбилейне халалланă «Асамат эрешěсем» музыкăпа поэзи уявĕ иртрě. Светлана Асамат чăваш халăхĕн юратнă сăвăçи, юрăçи, композиторĕ. Уява килнĕ хăнасем, Канаш районĕнчи фольклор ушкăнĕсем  унăн  юрри-сăввине янăратрĕç. Виктория Захарова поэтессăн «Кала мана. кам эсĕ – çын…» сăввине вуласа куракансен чунĕсене тыткăнларĕ. Канаш районĕнчи уçă алăксен Кунĕ тухăçлă иртрĕ. 

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района



28 сентября 2022
11:24
Поделиться