Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

В Новочурашевском сельском поселении прошел конкурс «Пучинке пики - 2022»

В Новочурашевском сельском поселении прошел конкурс «Пучинке пики - 2022»

Ака уйăхĕн 29 - мӗшӗнче Пучинкери культура ҫуртӗнче «Пучинке пики - 2022» конкурс иртрӗ.
Чӑваш пикисем хӑйсен ӑсталахне 4 ӑмӑртура кӑтартрӗҫ: хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, спортпа тата пултарулӑхпа туслӑ пулнине палӑртрӗҫ.

Конкурсантсене жюри членĕсем хаклӑрӗҫ - Пучинкери культура ҫуртӗнче ӗҫлекен клуб заведующийӗ, ЧНКан Пучинкери уйрăмĕн пайташĕ – Ю. Арсентьев, Пучинкери культура ҫурчĕ çумĕнчи театр кружокӗн пайташӗ тата ял поселенийĕн деутачĕ – Л. Петров тата Пучинкери культура çуртĕнче спорт тата культура енĕпе ĕçлекен, ЧНКан Йӗпреҫ районӗн вырӑнти уйрăмӗн ҫамрӑксен ертӳҫи – Д. Трякова.

Конкурссем хушшинче куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе Пучинкери культура ҫурчĕ çумĕнчи «Изюминка» ташă ушкăнĕ тата Дарина Трякова савӑнтарчӗҫ.

Пикесем пӗринчен тепри чипер те пултаруллӑ пулчĕç. Анчах, ӑмӑртура яланах маттуртан та маттуртараххине палӑртма тивет.

«Пучинке пики - 2022» титула Анастасия Пашкова ҫӗнсе илчӗ.
«Вице Пучинке пики» - Краснова Александра пулса тӑчӗ.
«Ҫепӗҫ пике» номинацире - Арсентьева Анна палăрчĕ.
«Хӳхӗм пике» номинацине - Федорова Екатерина тивĕç пулчĕ.
«Ӑслӑ пике» номинацине - Крылова Анастасия тивĕçрĕ. 

«Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацине те Александра Краснова ҫӗнсе илме пултарчӗ.

Пикесене пурне те диплом тата парнесем парса чысларӗҫ.
Конкурса йӗркелесе тата ертсе пыраканĕ Пучинкери культура ҫуртӗнче ӗҫлекен художество ертӳçи Ирина Клементьева пулчӗ.

  



01 мая 2022
14:54
Поделиться
;