«Уçă урок» 8 фестиваль иртрĕ
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Тимешри вăтам шкулта тăван (чăваш) чĕлхипе литературине вĕрентекенсен район шайĕнчи «Уçă урок» 8-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Чаваш Республикин Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Фестивале йĕркелекенсем - Йĕпреç район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, Йĕпреç районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕ, Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç район уйрăмĕ.
Фестивалĕн теллевĕ – педагогикăри тата методикăри çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси.
Мероприятие вĕрентекенсем активлă хутшăнчĕç: чĕлхепе, литературăпа уçă уроксем ирттерчĕç. Евдокимова Н.А. тата Ягодова класс тулашĕнчи ĕç – «?» литературăпа музыка композицийĕ йĕркеленĕ. Конкурса хутшăнакансем урокра педагогикăри тата методикăри çĕнĕ технологисемпе тата мелсемпе тухăçлă усă курчĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем А.А.Ядрицова вĕрентекенпе чавашсен мухтавлă ывалĕпе, чăвашсен чи малтанхи словарьне çыраканăн Н.И.Ашмаринăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем Е.М. Михайловăпа чăваш сурпанĕн илемĕпе пĕлтерĕшне тишкерчĕç. Чăвашсен салтака ăсанакан ывăлĕсене сурпан парса ярасси – авалтан юлнă чăваш йăли. Авалхи тĕрĕсемпе тĕрленĕ амăшĕн сурпанĕсем - телей сурпанĕсем вĕсем. Амăшĕн пехилĕпе парса яракан сурпан ывăлне тĕрĕс-тĕкелех килне çитерет тенĕ. Халăх историне пĕлни, упраса хăварни, йăх-тымара тĕпчени вăл – патриотизм пулнине палăртрĕç вĕренекенсем.
Фестиваль тухăçлă иртрĕ, пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
А.А.Ядрицова (Йĕпреç 2-мĕш вăтам шкулĕ), Е.М.Михайлова (Пучинке вăтам шкулĕ), Р.А. Евдокимова, О.В. Ягодова (Чăваш Тимеш вăтам шкулĕ) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Фестивале хутшăннисене пурне те саламлатпăр, малалла та тăрашса ĕçлеме вăй-хал сунатпар!