Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Чăваш ачи чăвашах» фестивале хутшăнтăмăр

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче, Чăваш Республикин Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 6-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Калайкасси шкулĕ йĕркеленĕ.

Фестиваль ăмăртăвĕсене Йĕпреç районĕн Пучинке вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, Пысăк Упакасси тĕп шкулăн вĕрентекенĕ Раиса Евграфова та хутшăнчĕç. «Вĕрентекенсен пултарулăх лаççи» - секцин ăмăртăвне акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Ольга Федорова тата вырăс чĕлхи верентекенĕ Раиса Евграфова хутшăнчĕç.

Ăмăртура 5-11классенче чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем чăвашла уçă уроксем ирттерчĕç. «Сарă каччăпа сарă хĕр» секци ăмăртăвне 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Захаровапа Артём Пашков хутшăнса 3-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. «Тăвалла пулсан та малалла» секци ĕçне шкул директорĕ Дмитрий Ильин хутшăнчĕ, «Чăвашлăха упрар» проекта хÿтĕлесе , 2-мĕш вырăна тухрĕ.

Пурне те саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр. 



25 апреля 2022
16:42
Поделиться
;