Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина çĕнтерÿçисем

Раççей Федерацийĕнче халăхсен культура еткерлĕхĕн Çулталăкне тата Чăваш Республикинче мухтавлă  ентешсен Çулталăкне халалласа Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина йĕркелесе ирттерчĕ. Вăйă-ăмăртăва ирттерекенсен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин Наци библиотеки те пулчĕ. Конкурса Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр облаçĕнче вĕренекен 200 ытла шкул ачи, студент хастар хутшăннă. Çак конкурса Йĕпреç районĕнчи шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç, çитĕнÿсем турĕç. Пучинке вăтам шкулĕн  9-мĕш класĕнче вĕренекен  Виктория Захаровăпа Ольга Сильвестрова, Йĕпреçĕн 2-мĕш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Анастасия Асонова, Чăваш Тимеш шкулĕн 11- мĕш класĕнче вĕренекенĕ Галина Тимофеева çĕнтерÿçĕсем, Эйпеç вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Юлия Мухтеева призер   йышне кĕни савăнтарчĕ.

Вĕсене литература вăййине хутшăннăшăн тав тăватпăр, малашне те хастар пулма лайăх кăмăл, чăтăмлăх, ăнăçу сунатпăр.



21 апреля 2022
11:06
Поделиться
;