Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурс фестивалĕ иртрě

«Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурс фестивалĕ иртрě

Ака уйăхӗн 16-мӗшӗнчех «Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурс фестивалĕ иртрě. Фестивале тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем: Питěр, Чĕмпĕр, Пенза хулисенчен, Самар облаçĕнчен, Тутарстанпа Пушкăрт тăрăхěсенчен тата Чăваш Республикин тĕрлĕ ял-хулинчен пурĕ 19 çамрăк, пултарулăх ушкăнěсем хутшăнчĕç.

Фестивале пирĕн районтан Хурамал ял тăрăхĕн икĕ çамрăкĕ хутшăнчĕ: София Александрова - Хурамал вăтам шкулĕнче 11 класра вĕренекенĕ тата Лев Плотников – Çĕнĕ Выçли каччи. 

«Кĕмĕл сасă» юрăçсен ăмăртăвне пĕтĕмлетме Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Леонидович Клементьев тата жюри председателě - ЧНК вице-президенчě, «Ыр кӑмӑллӑх» фончӗн ертӳҫи Павел Николаевич Вязов сцена çине тухрěç. София Александрова «Кěмěл сасă-2022» фестиваль-конкурсăн дипломанчě ятне тивěçрě, Лев Плотников вара 2-мӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫрӗ. Вěсем «Кĕмĕл сасă» эстрада юррисен фестивалě чăвашла юрлакан çамрăк юрăçсене ÿнер тĕнчинче малашнехи пысăк утăмсем тума пулăшнине палăртрěç тата саламласа та тав туса конкурсра мала тухнисене Дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларěç.

Уява хутшăннă юрăçсене чĕререн тав тăватпăр! Малашлăхра ăнăçу тата пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.  



18 апреля 2022
15:51
Поделиться
;