Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен «Чĕлхене упрани – халăх пуласлăхӗн никӗсӗ» регионсем шайěнчи конференцийӗ

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен «Чĕлхене упрани – халăх пуласлăхӗн никӗсӗ» регионсем шайěнчи конференцийӗ

Ака уйăхӗн 16-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Раççей Федерацийĕн регионсем  шайěнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен конференцийĕ пулчӗ. Чӑваш енри шкулсенче тата регионсенче тӑван чăваш чӗлхине вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ кунта, чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫрӗҫ. ЧНК Президенчӗ Валерий Клементьев хамӑрӑн илемлӗ чӗлхемӗре упраса пурӑнассишӗн пурин те тӑрӑшмалли ҫинчен каларӗ. Конференцире Регионти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен ассоциацине йӗркелерӗҫ. Ун ертӳҫи пулма Геронтий Никифорова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне ҫирӗплетрӗҫ. Конференцие пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ: Л.Н.Клементьева – районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ассоциацийĕн пĕрлешĕвĕн ертÿçи, ЧНК Йĕпреç район вырăнти уйрăмĕн ертÿçи, А.А.Игнатьева – Йĕпреç район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ, ЧНК вырăнти пайташĕ, А.А.Семенова – Йĕпреçри 1-мĕш шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, ЧНК вырăнти пайташĕ, А.А.Ядрицова – Йĕпреçри 2-мĕш шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.



18 апреля 2022
11:44
Поделиться
;