Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

«Тантăш» хаçат – 90 çул» викторина çĕнтерÿçисем

  Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче «Тантăш» хаçатпа Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ йĕркеленипе республика шайĕчи «Тантăш» («Пионер сасси») хаçат – 90 çул» викторина иртрĕ.  Ăмăртăва Чăваш, Тутар Республикисенчен, Чĕмпĕр хулинчен пĕтĕмпе 139 ача хутшăннă.Вĕсенчен 28-шĕ çĕнтерÿçĕ, призер пулса тăнă.

  Вăйă-ăмăртăва  пирĕн район вĕренекенĕсем те хастар хутшăнчĕç, малти вырăнсене тухма пултарчĕç.  Пучинке шкулĕн  вĕренекенĕсем Игатьева Ксения (7 кл) тата Сильвестрова Ольга (8кл.) -  çĕнтерÿçĕсем, Эйпеç шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Мельцова Мария, Çăкалăх шкулĕнчи 8-мĕш класри Алина Тимофеева тата 6-мĕш класри Ирина Кошелева призерсем  пулса тăчĕç. Вĕсене саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!



19 февраля 2021
15:37
Поделиться