Колхоз «Красный партизан» тулă вырма тухрĕ
Ял хуçалăх отраслĕ хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Çĕр ĕçченĕ çуркуннерен пуçласа мĕн юр лариччен тăрăшать, тухăçлă уй-хир культурисем çитĕнтерес тесе вăй хурать.
Паян ирех колхоз «Красный партизан» тулă вырма тухрĕ. Чи малтанах колхоз председателĕ Николай Иванов комбайнерсене саламласа, тухăçлă тыр-пул пуçтарса илме вăй – хăват сунчĕ. Малалла Пучинкери культура Çурчĕнчи ансамбль ушкăнĕ саламламаса юрăсем парнелерĕç.
Лайӑх ҫанталӑкпа усӑ курса комбайнерсем тыр-пул культурисене кӗске вӑхӑтра тата кашни сехетре тӑкаксӑр пуҫтарма тӑрӑшӗҫ. Вӗсене хӗрӳ вӑхӑтра тыр-пул пухса илес ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатпӑр.