Тарифсем ытлашши ÿсмĕç
ЧР конкурент политикин тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова журналистсемпе тĕл пулчĕ, ыйтусене хуравларĕ.
- Cлужба коммуналлă пулăшăвăн хăш енĕсен тарифĕсене çирĕплетет?
- Cивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерес, çуртран таса мар шыва юхтарса кăларас, вĕри шыв парса ăна ăшăтас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç, электроэнерги тата газ тÿлевĕсене.
- Тарифсене мĕнле тăкаксене кĕртеççĕ?
- Материалсемпе энерги /газ, мазут, çĕр кăмрăкĕ, электроэнерги т.ыт.те/ тăкакĕсене, ĕç укçи тата социаллă ыйтусене татса пама куçаракан тÿлевсене, тĕп хăватсене юсама яракан инвестицисене, тĕп хăватсемпе материал шутланман активсен амортизацийĕн тăкакĕсене т.ыт.те /налуксемпе пуçтарусем, арендăпа лизинг тÿлевĕ/.
- Хаксене çулталăкра миçе хутчен ÿстереççĕ?
- Вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн сивĕ тата вĕри шыв, çурта хутса ăшăтма вĕри шыв парса тăрас, унтан таса мар шыва юхтарса кăларас, электроэнерги тата газ тĕлĕшпе тÿлевсене пĕрре çирĕплетекен çулталăкран сахал мар вăйра тăратаççĕ, федераци саккунĕпе тата РФ Правительствин йышăнăвĕпе вĕсене çулталăкра темиçе пая уйăрма пултараççĕ.
- Тарифсене 2011 çул валли мĕне тĕпе хурса йĕркелерĕр?
- РФ Правительствин Председателĕн 2010 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчи 42-мĕш хушăвне /унта коммуналлă пулăшушăн хывакан тÿлев 2011 çулта пĕлтĕрхинчен 15 процентран ытла ÿсмелле мар тенĕ/ шута илсе çирплетнĕ. Кăçал хаксен ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ 2010 çулхинчен 10 процент пĕчĕкреххине палăртас килет.
РФ Правительствин ыйтнине пурнăçласа, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пире пĕлтернине тĕпе хурса 296 муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи ертсе пыракан компанисем кÿрекен пулăшушăн çынсем мĕнлерех тÿленине кашни уйăхра тишкернĕ. Тарифсене 15 процентран ытла хăпартнă тĕслĕх тупса палăртман. Республикăра ирттернĕ тишкерĕве уйăхсерен РФ Тарифсен патшалăх службине çитернĕ. Регионсене вăл тарифсен индексĕн чи пысăк чиккине палăртса парать. Чăваш Енре 2011 çулта пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтнăшăн илекен пулăшу хакне иртнĕ çулхинчен - 115, ăна вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн, таса мар шыва çуртран кăларнăшăн, пурăнакан çĕрте пухăнакан хура шыва тасатнăшăн 118,6 процентран ытла ÿстерме юрамасть.
Служба тарифсене хăйĕн йышăнăвĕпе Мускавран илнĕ кăтартăва тĕпе хурса çирĕплетет. Мĕн пур йышăнăва республика Прокуратурипе, РФ Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕпе килĕштеретпĕр тата унта регистрацилеттеретпĕр.
Республикăра пурăнакансен кăçалхи тÿлевĕсем пĕлтĕрхинчен пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтнăшăн вăтамран - 14,7, вĕри тата сивĕ шыв парса тăнăшăн, таса мар шыва çуртран кăларнăшăн - 16,7, йăлари хытă каяш пухса турттарнăшăн - 12, электроэнергишĕн - 9,7, çут çанталăк газĕшĕн 15 процент ÿснĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи 15 регионран Чăваш Енре газ хакĕ чи йÿннисенчен пĕри, электроэнерги тÿлевĕ енĕпе эпир - 3-мĕш, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтерес, таса мар шыва çуртран кăларас ĕç тарифĕ тĕлĕшпе - 4-мĕш, пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтнăшăн хывакан тÿлевпе 6-мĕш вырăнта.
- Республика çыннисене 2012 çулта мĕн кĕтет?
- Раççей Федерацийĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2012 çулта тата 2013-2014 çулсенче аталантармалли планпа /ăна РФ Правительстви кăçалхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче йышăннă/ килĕшÿллĕн тарифсем килес çул çапла улшăнĕç: 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен - хаксем 2011 çулхи шайрах юлĕç, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра пурăнакансемшĕн электроэнерги тÿлевĕ 6 процент ÿсĕ /çулталăкра вăл кăçалхинчен 3 процентран ытла хакланмĕ/, çут çанталăк газĕ - 15, ытти пулăшу икĕ тапхăрпа - утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тата авăнăн 1-мĕшĕнчен - 6-шар процент хакланĕ. Килес çулхи пĕтĕм ÿсĕме пурне те шута илсен тарифсем кăçалхинчен 12 процентран ытла ÿсмĕç.
- Электроэнерги хакне уйрăм çынсем валли мĕншĕн тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен палăртаççĕ?
-Талăкри зонăсене /сехетсене/ шута илсе электроэнерги тарифĕсене тĕрлĕрен тăваççĕ. Вăхăт интервалĕсене кашни уйăх валли РФ Тариф служби туса парать. Кăçалхи кăрлачра Вăтам Атăлçире 8-11, 16-19 сехетсенче электроэнерги чи нумай пĕтернĕ, унпа 7-8, 11-16, 19-23 сехетсенче ирхи-каçхи кÿлĕмринчен 50 процент сахалрах усă курнă, 23-7 сехетсенче ăна пушшех сахалрах пĕтернĕ. Утă уйăхĕнче энерги пĕтерес йĕрке улшăннă: чи нумай усă курасси - 8-11, вăтам кăтарту - 7-8 тата 11-23, чи сахал пĕтересси 23-7 сехетсене куçнă. Чи хаклă тариф пуринчен те нумайрах тăкаклакан зонăсемпе, чи хаклинчен йÿнĕрех тÿлев энергин çуррипе çеç усă куракан сехетсемпе, чи йÿнни çĕрлехи вăхăтпа тÿр килет.
- Пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтмалли çут çанталăк газĕн ваккăн сутакан хакĕ мĕнрен пуçтарăнать?
- Газăн курттăммăн туяннă хакĕ Ç ăна сутакантан туянса çуртсене хутса ăшăтмалли кăмакасем патне çитермелли тариф Ç тивĕçтерÿ-вырнаçтару пулăшăвĕн тÿлевĕ. Хак пайĕсене РФ Тариф служби çирĕплетет. Паллах, ваккăн сутакан газ хакĕ республикăна курттăммăн сутаканнинчен нумай килет.
- Коммуналлă хуçалăхсен тĕп капиталне инвестици хывнине тĕрĕслесе тăма май килет-и?
- Тарифсен тытăмĕнчи тăкаксене, энергоресурссем /вĕсен калăпăшĕ ÿснине федераци шайĕнче те палăртаççĕ/ хушăннăран пулакан тăкаксемсĕр пуçне, инженери инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркеллĕ тытса тăрас тĕллевпе вĕсене çуллен тата тĕпрен юсаса пĕтерекен укçана та кĕртеççĕ. Кăçал коммуналлă хуçалăхсем пăхса тăракан комплекса инвестици - 1,8 миллиард, çав шутра тĕп хăватсене юсама - 946, тариф- сен çумне хушнипе пĕрле программăсене пурнăçлама 808 миллион тенкĕ хывнă. Тарифсем çинчен кăларнă йышăнусене çак тăкаксем те кĕнĕ.
Организацисем пурте сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтерес, çуртран хура шыв кăларас, хытă каяш турттарас енĕпе хăйсен юсав тăкакĕсене тÿрре кăларас тĕллевпе производство программисем тăратрĕç. 33-шĕ /мĕн пур организацин 12,4 проценчĕ/ инвестици хывать. Служба унпа мĕнлерех усă курнине палăртассишĕн кашни кварталта тĕрĕслев йĕркелет, чăннипе мĕн чухлĕ хывнине тишкерет. Пĕтĕмлетĕве РФ Тариф службине çитеретпĕр. Туллин е пачах усă курман тĕслĕх тăрă шыв çине тухсан çав укçа каярахри тарифсенчен тухса ÿкет. Сăмахран, пĕлтĕр электроэнергетика енĕпе инвестици программине пурнăçламанран тăватă организацин кăçалхи тупăшне 28,9 миллион тенкĕлĕх пĕчĕклетме тиврĕ.
- Вĕри шыв хакне мĕнле тăваççĕ?
- Вĕри шыв тарифне пĕр кубла метр сивĕ шыв хакĕ тата ăна ăшăтса пулакан, норматив-право акчĕсенче пăхнă температурăна çитерме май паракан тăкак кĕреççĕ.
- Муниципалитетсен территорийĕсенче тарифсем мĕншĕн пĕр пек мар?
- Вĕсен тĕрлĕлĕхĕ коммуналлă пулăшу калăпăшĕ пĕр районта нумайрах, тепринче сахалрах пулнинчен, оборудовани энерги пĕтерес тĕлĕшпе пĕри тепринчен уйрăлса тăнинчен, тĕп хăватсен тата тĕрлĕ çыхăну хатĕрĕн чăтăмлăхĕ пĕрешкел марринчен нумай килет. Çак лару-тăру тăкак калăпăшне тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Хаксен расналăхне технологи уйрăмлăхĕпе, вăл е ку организацин пулăшу памалли ресурссем хăш-пĕр енĕпе тĕрлĕрен пулнипе те ăнлантармалла.
- Шыва, газа, электроэнергие шута илсе пыракан прибор хваттерте уйрăм тата çуртра пĕрлехине вырнаçтарни мĕн парать?
- Республикăра энергоресурссем /пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтма паракан вĕри шыв, вĕри тата сивĕ шыв, электроэнерги/ перекетлес енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Паянхи кун тĕлне мĕн пур организаци энерги перекетлемелли программа хатĕрленĕ. Кашнинчех энергоаудит ирттерме тĕллев лартнă. Çакă вăл е ку пулăшăва кÿнĕ чухне пулакан тăкаксене пĕчĕклетес тĕллевпе чи малтанах мĕнле ĕçе пурнăçа кĕртмешкĕн укçа уйăрмаллине пĕлме май парать. Кунсăр пуçне палăртнă программăсенче тĕрлĕ енĕпе тăкак сахалрах тÿсессишĕн ĕç тума, пурăнмалли çуртра шутлав приборĕсем вырнаçтарма, ытти тĕллев пурнăçлама пăхнă.
Кашни çурт валли пĕрлехи тата хваттерте уйрăм приборсем вырнаçтарсан малтанхинчен палăрмалла сахалрах тÿлĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсен 70 процентĕнче пĕрлехине вырнаçтарнă. Çав шутра электроэнерги шутлаканни - 97, хваттерсене хутса ăшăтма парса тăракан вĕри шывăн - 53, хваттерте усă курмалли вĕри шывăн - 63, сиввин 42 проценчĕн пур.
- Пулăшу тарифĕсем çинчен ăçта пĕлме пулать?
- Пирĕн службăра, унăн официаллă сайтĕнче, «Вести Чувашии» хаçатра, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, ертсе пыракан компанисенче тата вĕсен сайчĕсенче. Служба килĕшÿ çирĕплетнĕ коммуналлă комплекс организацийĕсен, çуртсене хутса ăшăтакан, вĕри шывпа тивĕçтерекен предприятисен пулăшу тĕсĕсемпе, тарифсемпе, хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарма май туса памалла. Кăсăкланакансене мĕнле йĕркепе информаципе тивĕçтермеллине РФ Правительстви çирĕплетнĕ.
- Ертсе пыракан компанисем саккун ыйтакан информацие еплерех пĕлтернине хăш тытăм тĕрĕслет?
- Кăçалхи утă уйăхĕнчен пуçласа - пирĕн служба. Вăхăтра пĕлтермен, информацие пачах уçман пирки 39 организацие асăрхаттартăмăр, вĕсен ертÿçисенчен çитменлĕхе пĕтерме ыйтрăмăр. Йĕркесĕрлĕхе пĕтермесен айăплисене административлă майпа явап тыттарасси çинчен аса илтертĕмĕр.
- Тарифа кĕртнĕ тăкаксем çинчен ăçта вуласа пĕлеççĕ?
- РФ Правительствин 2009 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи 1140-мĕш йышăнăвĕпе коммуналлă комплекс организацийĕсен тата ăшă энергийĕ парса тăракан субъектсен информацийĕсене уçмалли йĕрке çирĕплетнĕ. Пулăшу илекенсене вăл ертсе пыракан компанисен ĕç-хĕлĕ çинчен тулли информаци ирĕккĕн илме май парать.
- Ертсе пыракан компанисем хаксене мĕне тĕпе хурса тунине тĕрĕслесси хăш орган тивĕçĕ?
- Пулăшу хакĕсене патшалăх енчен ЧР Конкурент политикин тата тарифсен патшалăх служби тĕрĕслет. Тарифсем, хаксем, хушма тата ÿстернĕ хаксем çирĕплетнипе пĕрлех вăл тарифсемпе ĕçре мĕнлерех усă курнине, нумай ыйтăва тишкерет. Кăçалхи 9 уйăхра 20 тĕрĕслев ирттертĕмĕр.