Экологи лагерĕнчи хастар
Евгения Ильина Çамрăксен экологи дружинипе 2005 çултанпах çыхăну тытать. Вăл ачасен “Шанчăк” экологи лагерĕнчи чи хастар вожатăйсенчен пĕри. Хĕр пĕрремĕш курсрах дружинăри юлташĕсемпе пĕрле вожатăйра ĕçлеме тĕв тунă. Ун чухне тусĕсем ăна çамрăк тесе пĕрле илмен. Тепĕр çул пикен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Евгения ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçланă вăл. Ахальтен мар ăна 2006 çулта экологи вĕрентĕвĕн пайне ертсе пыма шаннă. Хĕр шкулта уроксем ирттерме пуçланă, çут çанталăкăн çывăх тусĕ пулса тăнă.
Палаткăри пурнăç ăна çав тери килĕшет. “Шанчăк” лагерь кашни çулах çĕнĕлĕхсемпе илĕртет. Малтанах унта дружинăри çамрăксем нумаях çÿремен пулсан халĕ йыш хушăннă. Кăçал ятарласа йĕркеленĕ лапамсенче пулас туристсемпе экологсем валли тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.
Кану лагерĕсенчи лару-тăру чылайăшне çывăх. Уçă сывлăшра палаткăсенче иртекенни пирки Евгенийăна тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм. “Кунта апат хыççăн кану легерĕнчи пек выртса çывăрмалли сехетсем çук. Канас вырăнне эпир шыва кĕме çÿретпĕр. Кашни хăйĕн кăсăкланăвĕпе аппаланать. Пĕри çут çанталăка сыхлама хистекен плакатсем ÿкерет, тепри турист вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлчет. Каç пулсан вара пурте кăвайт умне пухăнаççĕ. Отрядпа иртнĕ кунăн пĕтĕмлетĕвне тăватпăр. Маттуррисене ятарлă хăю çыхса чыслатпăр. Хăйăвăн кашни тĕсĕ тĕрлĕ тытăмри çитĕнĕве пĕлтерет”.
Евгения тăваттăмĕш çул ĕнтĕ утă уйăхне экологи лагерĕнче ирттерет. Унта çÿрекен ачасем ăна сăнран паллаççĕ, çыхăнăва çухатас мар тесе телефон номерне ыйтаççĕ. Ырă кăмăллă çын патне шăпăрлан туртăнни çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ.
Пикене ачасем экологи десанчĕсене хастар хутшăнни савăнтарать. Вĕсем çут çанталăка пулăшу кирлине ăнланаççĕ, тăрăшулăх харама кайманнине чухлаççĕ.
Экологи лагерĕ пирки ачасем ăçтан пĕлнипе кăсăклантăм. “Информаципе Интернетри сайтра паллашма пулать. Экологи дружини йĕркелекен конкурссенче мала тухнă ачасем тÿлевсĕр путевкăсене тивĕçеççĕ. Кăçал экологи пĕлĕвне тарăнлатас текенсем чылаййăн. Çитес çул та ешĕлле шухăшлакан çамрăксен йышĕ ÿсессе шанатăп”, - терĕ Евгения.