Пĕлÿ кунĕ малашлăх алăкне уçать
Вăхăт ытла хăвăрт шăвать. Каникул та тин кăна пуçланнă пекчĕ. Кану, лагерь сменисем, ирĕклĕ самантсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Каллех шкула, училище-техникума, аслă шкула каймалла. Паянтан вĕренекенсемшĕн ĕçлев тапхăрĕ пуçланать. Сăмах май, Чăваш Енре кăнтăрлахи 500 шкул, 401 ача сачĕ, 38 ача сачĕ-пуçламăш шкул, 17 професси училищи, 27 вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденийĕ, 26 аслă шкул, 61 хушма вĕренÿ учрежденийĕ, 11 каçхи шкул ĕçлеççĕ. Ял тата хула шкулĕсенче кăçал 127, 5 пин, пĕрремĕш классенче 12, 6 пин ача вĕренме пуçлать.
Хăш-пĕр ялта йыш енĕпе ÿсĕм пуррине те палăртмалла. Республикăри педагогсен çурлари канашлăвне килнĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинке вăтам шкулĕн учительници Елизавета Михайлова кăçал пĕрремĕш классем иккĕ пулнишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Шупашкар районĕнчи Кÿкеç лицейĕн директорĕ Наталья Вершинина кăштах канăçсăрланать те: ултă пĕрремĕш класа вырнаçтарса программăпа килĕшÿллĕн пĕлÿ пама çăмăлах пулмĕ. «Тепĕр енчен, ашшĕ-амăшĕ пирĕн лицее суйласа илни педагогсен коллективне, вĕрентÿ пахалăхне пысăка хурса хаклани мар-и-ха? Апла тăк шанăçа тÿрре кăларма хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр», - тет вăл. Ытти тăрăхра та вĕренекенсен йышĕ майĕпен те пулин ÿссе пырасси пирки ĕмĕтленеççĕ. Шкул ача-пăча сассипе пуян, классем çителĕклĕ, тулли пулсан аталану эстафетине куçарса пыма та меллĕрех. Тата укçа-тенкĕпе те ача шутне кура тивĕçтереççĕ. Ку спонсорсем тупма йывăртарах ял шкулĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Паян - Пĕлÿ кунĕ, пин-пин çыншăн - ача-и, çамрăк-и, ашшĕ-амăшĕ-и, педагог-и, халĕ вĕренÿпе нихăш енĕпе çыхăнман çын-и - пысăкран та пысăк уяв. Эпир кашниех шкулта вĕреннĕ, çав вăхăт пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхе юлнă. Мĕнле аса илÿсемпе - халĕ пĕлтерĕшлĕ мар, мĕншĕн тесен ачалăхри пĕлÿ пурнăçра ырă витĕм кÿнĕ самантсем пулнах. Манăн шухăшпа, Пĕлÿ кунĕ малашлăх алăкне уçнине никам та хирĕçлемĕ.
Пурнăçри çĕнĕ пулăмсем ырă, пархатарлă улшăнусемпе палăрса тăнине те асăнма кăмăллă. Çак çул вĕренÿ тытăмĕнче уйрăмах пуян пулчĕ. Пĕлÿ кунĕ умĕн çĕнĕлĕхсенчен кашнинех аса илсен те ытлашши пулмĕ. Чи малтанах педагогсен, çав шутра садикри воспитательсен, ĕçне хаклас енĕпе çĕнĕ йышăнусем тунине ырламалла. Шкулти учительсен шалăвне çулталăк вĕçленнĕ тĕле 30 процент ÿстереççĕ. Паллах, пурин те пĕр пек пулмĕ, кунта вĕрентĕве кам мĕнле тÿпе хывнине шута илĕç. Çапах та экономикăри вăтам ĕç укçипе танлаштармалла тени хавхалану çуратать. Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - çак йышăну шкула паха кадрсемпе, çамрăк специалистсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ырă витĕм кÿме кирлĕ. Çак тĕллев пурнăçлансан тем пекехчĕ.
Тепĕр çĕнĕлĕх - кăçалтан пĕрремĕш классене патшалăхăн çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн вĕрентме пуçлани. Ашшĕ-амăшĕнчен хăшĕ-пĕри вăл пирĕн ачасене мĕн парать тесе калаçнине те илтме тÿр килчĕ. Кĕскен ăнлантарас тăк, стандарт - вĕрентĕвĕн тĕп программине ĕçе кĕртнĕ чухне обязательнăй йĕркепе пурнăçламалли ыйтусен пуххи. Пирĕн республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем çак çĕнĕлĕхе пур енчен те хатĕрленсе çитнине пĕлтереççĕ. Пĕрремĕш классенче автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсем вырнаçтарма кăна федераци бюджетĕнчен 42 миллион тенкĕ уйăрнă. Информаци технологийĕсем хăвăрт аталанса пынă саманара кĕçĕн классенчен пуçласах вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелени ачасен пĕлÿ пахалăхне ырă витĕм кÿме тивĕçлĕ.
Ачасен сывлăхне упрас, çирĕплетес ыйтусемпе тата тимлĕрех ĕçлеме пуçлани те шанăç çуратать. Михаил Игнатьев Президент педагогсен канашлăвĕнче тÿрремĕнех çапла каларĕ: «Шкул ачисене 100 проценчĕпех вĕри апатланупа тивĕçтермелле!» Паллах, ку ыйтăва куçран вĕçертмессине те палăртрĕ. Анчах, тепĕр чухне, шкулта столовăй лайăх ĕçлесен те унта çÿремен вĕренекенсем пуррине куратпăр. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: пĕрисем типĕ апат çырткаласа илме хăнăхнă, теприсем валли çемье бюджетĕнче укçа çитмест... Çавна май ачин сывлăхĕ тĕп вырăнта пулмаллине асăрхаттарса ашшĕ-амăшне тимлĕрех пулма сĕнес килет. Шкулта та тÿлевсĕр апатланмалли ачасен списокне хатĕрленĕ чухне чăннипех йывăрлăха лекнисене манса хăварас марччĕ.
Пулас ăру сывлăхĕпе çыхăннă тепĕр çĕнĕлĕх - виççĕмĕш физкультура урокĕ. Кун пирки темиçе те çыртăмăр ĕнтĕ. Йышăнăвăн чăннипех пархатарлă витĕм пултăрччĕ. Малашне хушма физкультура урокĕсене тĕрлĕ ял шкулĕнче мĕнле йĕркелени çинчен «Вĕрентÿ» кăларăмра каласа кăтартăпăр.
Вĕренÿ тытăмĕнче ырă улшăнусем татах пулĕç-ха. Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунĕн çĕнĕ проектне çак тĕллевпе анлăн сÿтсе яваççĕ. Пурнăç, общество çĕнĕ шая çĕкленнĕ май халăхпа канашласа, сĕнÿсене шута илсе йышăннă саккун питĕ кирлĕ. Паян вара вĕренÿ ĕçĕ чуна çывăх мĕн пур çынна - уйрăмах ачасемпе учительсене, студентсемпе преподавательсене - Пĕлÿ кунĕпе саламласа ăнăçу кăна сунатпăр.