Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ЙĔПРЕÇСЕМ МĔНПЕ ТĔЛĔНТЕРĔÇ?

Пурте чăтăмсăррăн кĕтекен Республика кунĕ кăçал тĕп хуласăр пуçне Йĕпреç тата Муркаш районĕсенче иртĕ

Йĕпреç тăрăхĕ мăнаçлă вăрманпа, çут çанталăк илемĕпе, таса та уçă сывлăшпа, пуян историйĕпе, нумай нациллĕ культурăпа, авалтан тымарланса килекен йăла-йĕркепе, ĕçчен те кăмăллă, тараватлă та пултаруллă çынсемпе палăрса тăрать. Лăсăллă таса вăрман - акă Йĕпреç районĕн чăн ахах-мерченĕ. Ăна “Чăваш Республикин чĕрипе ÿпки” тенипе те килĕшмелле. Çирĕп утăмсемпе аталанакан, тĕллев патне талпăнакан, ытти районсемпе тупăшма пултаракан Йĕпреç тăрăхĕ хăйне шанса панă тивĕçе тÿрре кăларма пултарасси иккĕленÿ çуратмасть. Уява еплерех хатĕрленет-ха район?

Ятарлă плана республика шайĕнче ырласа йышăннă. Ăна пурнăçа кĕртме ял тăрăхĕсем пуçăннă та ĕнтĕ.

Уяв умĕнхи тапхăрта Йĕпреç районĕнче пĕтĕмĕшле илсен 240 миллион тенкĕлĕх ĕçсем туса ирттермелле, вĕсен ытларах пайĕ çĕнĕ çулсем тума, кивелнĕ çулсене юсама, “Ушкăнлă водовод” пилотлă проекта пурнăçа кĕртме кайĕ. Сăмах май, çак проект Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш шутланать. Çавна май çур район тап-таса, паха шыв ĕçме пултарĕ. Ку чăннипех те Шыв уявĕ пулĕ. Республика кунне епле хатĕрленнипе район пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Эмилия Ефремова паллаштарчĕ.

- Йĕпреç районĕ туризм аталанăвĕпе республикăра малта пырать. Ахальтен мар “Туриндустри лидерĕ” конкурсра вăл “Чи илĕртÿллĕ район” ята тивĕçнĕ. Чăннипех те, пирĕн çут çанталăк ресурсĕсем пуян та тĕрлĕ енлĕ. Çакă кăсăклантарать те пулĕ хăнасене. Уява хатĕрленнĕ май этнографипе, экологипе, культурăпа çыхăннă мероприятисене тимлĕх ытларах уйăрасшăн, - палăртрĕ Эмилия Николаевна.

Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисен программи питĕ пуян. Вăл виçĕ пайран тăрать: районта тата ял тăрăхĕсенче йывăç лартасси, тирпей-илем кĕртесси* строительство çĕнĕ объекчĕсем тăвасси, çуртсен умĕсене /фасачĕсене/ çĕнетесси* культурăпа спорт пайĕ.

Республика кунĕ тĕлне Çиçĕмкасси, Алшик, Туçа, Кăшмас Туçа, Кушакпуç, Энтриел ялĕсене асфальт сарнă çулпа çыхăнтарĕç. Канашпа Вăрнар районĕсем енчи республика пĕлтерĕшлĕ çулсене 13 çухрăм тăршшĕ тĕпренех юсаççĕ. Спорт комплексĕ умĕнчи лапам та çĕнĕ сăнпа савăнтарĕ: кунта автобуссем валли 2 пин тăваткал метр чухлĕ ятарлă вырăн тăвĕç, фонтан та тапса тăма пуçлĕ. Çавăн пекех Хурашыв урлă хывнă кĕпере те чылай анлăлатма тата тĕреклетме планланă.

Йĕпреç поселокĕнче паллă уяв тĕлне Асăнупа Мухтав скверĕнче Афган тата Чечен вăрçине хутшăннă салтаксене халалласа мемориал уçма палăртнă. Çавăн пекех поселокри чукун çул станцийĕ те килекен хăнасене çĕнĕ “тумпа” кĕтсе илĕ. Вокзал хăй кăна мар, унăн таврашĕ пĕтĕмпех çĕнĕлле улшăнĕ. “Раççей чукун çулĕсем” АУО çак тĕллевпе 28 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă.

Кашни çурт тавра, урамра, ялта, ял тăрăхĕнче тирпей, тасалăх кĕртесси - пысăк калăпăшлă ĕç. Тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă пур мероприятие те районти дизайн енĕпе ĕçлекен канаш туса хатĕрленĕ.

Тирпей-илем кÿрессипе çыхăннă тĕп ĕçсене район вăйĕпе кăна мар, республикăран куçарса паракан укçапа та пурнăçлаççĕ.

Йĕпреç районĕ хăйне евĕрлĕ халăх пултарулăхĕпе уйрăлса тăрать. Пучинке ялĕ çывăхĕнче, “Красный партизан” колхоз çĕрĕ çинче, “Камай уйĕ” тесе ят панă вырăнта кăçалхипе 11-мĕш хут “Камай уйĕн урхамахĕсем” хресчен лашисен турнирĕ иртĕ. Ку мероприяти йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ, унăн программине юлан утсемпе ăмăртса чупассипе пĕрлех йывăрăша инçерех куçарассипе çыхăннă тупăшусене те кĕртме палăртнă. Ут ĕçне юратакансем хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслĕç, лашана хăвăрт тата тĕрĕс кÿлессипе ăмăртĕç, суха пуç тытса курĕç. Кăмăл пулсан урхамах туянма та май пулĕ.

Республикăри ял тăрăхĕсен командисен спартакиади кăтартуллă иртес енĕпе те иккĕленÿ çук. Ăмăртусен программинче спортăн йăлана кĕнĕ тата йăлана кĕмен енĕсем: хапха урлă кире пуканне ывăтасси, пĕрене çинче михĕсемпе çапăçасси, хăйăр миххине çĕклесси, тулли лава вырăнтан куçарасси, тулли витресем çакнă кĕвентепе чупасси /хĕрарăмсем/, шыври пĕрене çинче ишесси, “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕ, лапта тата ыт. те.

Уяв хăнисене “Пăлхар çĕрĕн историйĕ” ятпа ирттерекен наци тĕрĕ-эрешĕпе пир-авăр куравĕ те кăмăла кайĕ. “Камай уйĕнче” ятарласа ăстасен урамне йĕркелĕç. Вăл Йĕпреç тăрăхĕнчи хĕрарăмсен пултарулăхне, ăсталăхне пур енлĕн кăтартĕ. Кунта авалтан упранса юлнă юрă-ташă та, тумтир те, наци тĕрри-эрешĕ те, пир-авăрĕ те куçа йăмăхтарĕ. Япаласене курма та, туянма та май пулĕ. Савăнăçлă кĕтменлĕх нумай пулĕ, килсе курăр.

Çавăн пекех Республика кунĕнче çăмăл авиаци хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерĕ, “Улăп вăййисем” те, Чăваш Республикинчи ирĕклĕ тупăшун пĕрремĕш спорт мастерĕн парнисене çĕнсе илессипе ирттерекен турнир та, чăваш патшалăх тытăмне халалланă документлă курав та, фотовернисаж та уява пуянлатĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче чылай мероприяти район центрĕнче, ял тăрăхĕсенче иртĕ. Культура тата спорт программисемпе çыхăннă мероприятисене культурăпа кану паркĕнче, уçă тÿпе айĕнче, музейра, тĕп стадионта тата Спорт керменĕнче ирттерме палăртнă.

Йĕпреç тăрăхĕ нумай-нумай хăнана, çав шутра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килекенсене те йышăнĕ. Анчах хăнасене çĕнĕлĕхсемпе савăнтариччен малтан çанă тавăрса ĕçлемелле. Паллах, яваплăхĕ пысăк. Кашни çын хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласан Республика кунĕ Йĕпреçсен асĕнче нумайлăха юлĕ.



31 марта 2008
00:00
Поделиться