Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Çармăс тăрăхĕнчи уяв

Ирçе Çармăс ялĕнче иртнĕ эрнекун пулнă уява Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсен ĕмĕртен пыракан туслăхне уçăмлăн çирĕплетекен мероприяти вырăнне хурса хаклас килет. Çав кун кунта  Макар Евсевьевич евсевьев çуралнăранпа 140 çул  çитнине чысласа ирттернĕ наука-практика конференцийĕнче пирĕн мухтавлă ентеш хăйĕн кĕске те пархатарлă ĕмĕрĕнче тунă улăпла ĕçсем çинчен ученăй-ăсчахсем те, ăслăлăхра пĕрремĕш утăм тăвакансем те, Евсевьевăн çывăх тăванĕсемпе ял-йыш та хавхаланса каласа пачĕç. Юбилее палăртма Мордва Республикин тĕп хулинчен сумлă делегаци килни çак уявăн пĕлтерĕшне ÿстерчĕ кăна. «Чăн-чăн гени, хăй халăхĕн çутта туртавçи, унăн наци пуласлăхĕшĕн калама çук нумай ĕç тунă çын сирĕнни пек асамлă та илĕртÿллĕ кĕтесре çеç çуралма пултарать», - терĕ сăваплă çĕр çине ура ярса пуснă-пусманах Мордва патшалăх университечĕн кафедра пуçлăхĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ, Евсевьевăн еткерлĕхне тĕпчесе нумай-нумай статьяпа монографи çырнă Н. Ф. Мокшин. Николай Федорович ăсчахăн ентешĕсене Патриарха çуратса ÿстернĕшĕн чун-чĕререн тав турĕ.

Уяв мĕнлерех иртнине йĕркипе каласа парар-ха. Ялти вăтам шкулăн ларусен залне  Çармăс тăрăхĕнче пурăнакансем йышлăн килнĕ. Малтанах вĕсем хăйсен мухтавлă  ентешне халалласа шкулта уçнă алĕç япалисен тата мордва литературин куравĕсемпе, таврапĕлÿ музейне кĕрсе, М. Е. Евсевьевăн ку ялта çуралнă ытти паллă çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Савăнăçлă пухура (ăна наука-практика конференцийĕ вырăнне хурса йышăнмалла) пулнисем умĕнче чи малтан тухса калаçаканĕ пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев пулчĕ. Вăл  Йĕпреç тăрăхне пуçласа килекен хăнасене районпа кунта пурăнакансен ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ, Ирçе Çармăс тĕлĕнмелле ял пулнине, вăл Тăван çĕршыва чаплă çынсем сахал мар панине палăртрĕ.

Ун хыççăн сăмах илнĕ ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕн çумĕ М. Н. Краснов пĕр-пĕринпе ĕлĕк-авалтан туслăн, килĕштерсе пурăнакан халăхсен хушшинчи туслăх çирĕпленсе те чечекленсе пыни, çакă Раççейĕн ытти регионĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăни çинчен каларĕ. Унăн шухăшне Мордва Республикин тата ЧР Вĕрентÿ министрĕсен çумĕсем Ю. В. Базовпа С. Ф. Петрова малалла аталантарчĕç.

Тĕп доклад тăваканĕ - Чăваш Республикин ăслăлăхпа гуманитари институчĕн пай пуçлăхĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, пирĕн ентеш Г. Б. Матвеев пулчĕ. М. Е. Евсевьевăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне туллин тишкерсе тухнă май, вăл ирçесемпе мăкшăсен патриархĕ И. Я. Яковлевпа, Н. И. Ашмаринпа, Н. И. Ильинскипе тата Н. В. Никольскипе тачă çыхăнса ĕçленине, вĕсен прогрессивлă шухăшĕсене ăша хывнине палăртса хăварчĕ.  Евсевьев «Хыпар» никĕслевçипе - Н. В. Никольскипе уйрăмах çывăх пулнă иккен. Хăйĕнчен 14 çул кĕçĕнрех чăваш çынни Евсевьев вилнĕ хыççăн унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшне чи малтан хакланă.

Залра ларакансем Чăваш Республикин ăслăлăхпа гуманитари институтĕнче ĕçлекен В. П. Ивановпа («Чăваш çĕрĕ çинче ирçесем вырăн илни») В. Н. Клементьев («М. Е. Евсевьев тата вăл вак халăхсен историне тĕпчени») туса панă çум докладсенчен те кăсăккине, çĕннине нумай пĕлчĕç. Чăвашсен профессиллĕ писателĕсен союзĕн правлени членĕ С. В. Асамат ăсчах ентешĕсене çыравçăсен саламне çитерчĕ.

Уява килнĕ хăнасен хушшинче хăйсене пуринчен те телейлĕрех, савăкрах туяканĕсем вара Макар Евсевьевичăн çывăхран çывăх тăванĕсем -  унăн 77ри ывăлĕ - Анатолий Макарович, мăнукĕ - Николай Анатольевич тата унăн мăнукĕн ачи Евгения пулчĕç. Анатолий Макарович чылайранпа Саранск хулинче пурăнать. Ывăлĕ, Николай пирĕн республикăн тĕп хулинчи электроаппаратура заводĕнче ĕçлет. Акă мĕн каларĕ вăл кун пирки: «Манăн асатте чăвашсемпе килĕштерсе пурăннă, вĕсен чĕлхине лайăх пĕлнĕ. Атте мана асаттен  Тăван çĕршывне кайма пиллерĕ. Хĕрĕм, Женя, Чăвашсен И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче пĕлÿ пухнăшăн савăнмаллипех савăнатăп. Ара,  асаттепе Иван Яковлевич иккĕшĕ те тăван халăхĕсен пуласлăхĕшĕн çунса, хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă...».

Çармăс тăрăхĕнчи тепĕр паллă çын, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕ тата «Горнипов» фольклор ансамбльне йĕркеленĕ К. И. Родионов хăй М. Е. Евсевьевпа вăл тăван яла килсен тĕл пулни çинчен аса илсе каласа панине те хумханмасăр итлеме çук.

Саранскран килнĕ тепĕр хăнапа та паллашма тÿр килчĕ уявра. Лидия Алексеевна Феклина - çамрăк ăсчах. Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Хăй Мордва республикинчи патшалăх университечĕн Ковылкинăри филиалĕн директорĕнче ĕçлет. Доктор диссертацине хÿтĕлеме хатĕрленнĕ май, Лидия Алексеевна Евсевьев çуралнă çĕршыва çитсе, кунти çынсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе паллашма шутланă-мĕн. «Ырă кăмăл-туйăмпа каятăп сирĕн патăртан», - терĕ вăл, Ирçе Çармăспа сывпуллашнă чухне.

Çав кун Ирçе Çармăсри вăтам шкул вулавăшĕ, таврапĕлÿ музейĕ çĕнĕ кĕнекесемпе, экспонатсемпе, шкул музыка центрĕпе пуянланчĕ. Уява килнĕ хăнасен парнисене Евсевьев ентешĕсем тулли кăмăлтан йышăнчĕç.

М. Е. Евсевьевăн юбилейне хатĕрленсе, шкулти учительсен коллективĕ пысăк ĕç тунă. Вĕсенчен чи пуçаруллисемпе чи тăрăшуллисене район администрацийĕн, ЧР Вĕрентÿ министерствин, районти вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕç.

Уявăн иккĕмĕш пайĕнче М. Е. Евсевьев хăй вăхăтĕнче Атăл тăрăхĕнчи халăхсем хушшинче пухнă фольклор материалĕсенчен йĕркеленĕ концерт тĕп вырăн йышăнчĕ. Ял çыннисем  Ирçе Çармăсри, Пăрачкав  районĕнчи Напольное салинчи, Улатăр районĕнчи Атрат поселокĕнчи, хамăн районти Туçари халăх ансамблĕсенчи пултарулăх ăстисен юрри-такмакĕсемпе, ташшисемпе кăмăллă юлчĕç. Сцена çинчен ирçе,  мăкшă, вырăс, чăваш, тутар çаврăмĕсем юхса шăранчĕç. «Халăхсен туслăхне мухтакан попурри», - çапла хакларĕç уявра пулнисем темиçе сехете тăсăлнă концерт программипе паллашнă хыççăн.


10 февраля 2004
00:00
Поделиться