Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ВĔСЕМ САРАНСКРА ВĔРЕННĔ

Мордва Республикин тĕп хулинчи - Саранскри патшалăх педагогика институчĕ М. Е. Евсевьев ячĕпе хисепленет. Çак вĕренÿ заведенийĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе диплом илсе тухнисен хушшинче паллă  ăсчахăн ентешĕсем те пур. Вăрçăччен ку институтра ирçе сăвăçи Алексей Рогожин вĕреннĕ. Александра Михеева та Ирçе Çармăс хĕрĕсенчен чи малтан кунта диплом илнĕ.

Паянхи куна Евсевьев ячĕллĕ пединститутра пĕлÿ илнĕ çынсем Ирçе Çармăсра çиччĕн.  Лидия Григорьевна Лукьяновапа Валентина Николаевна Карсакова тăван шкулта ирçе чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Зинаида Дмитриевна Яковлева - математик.

Татьяна Валентиновна Копеева шкулта аслă вожатăйра ĕçленĕ хушăрах Саранскри институтра куçăмсăр майпа пĕлÿ илме вăхăт тупать. Пиллĕкмĕш курса çитрĕ.

Ирçе Çармăсра çуралса ÿснĕ Константин Федорович Турбинпа Татьяна Александровна Иванова тата Вера Валентиновна Копеева хăй вăхăтĕнче çак пединститутранах вĕренсе тухнă. Халĕ виççĕшĕ те çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ.

Паян Евсевьев ячĕллĕ вăтам шкулта пĕлÿ илекенсен хушшинче те педагог пулас ĕмĕтлисем сахал мар. Вĕсем хăйсен аслă пиччĕшĕсемпе аппăшĕсенчен тĕслĕх илсе, хăйсен ăслăлăх çулне Саранскра такăрлатма пуçласси пирки иккĕленÿ çук.



31 января 2004
00:00
Поделиться
;