Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ИРÇЕ «ШĂПЧĂКĔСЕМ» ЮРЛАÇÇĔ

М. Е. Евсевьевăн ĕмĕр тăршшĕпех пухнă тата çырса хатĕрленĕ ĕçĕсене Мордва кĕнеке издательстви 1961-66 çулсенче пилĕк томпа пичетлесе кăларнă. Вĕсене вулакансем патне çитерес ĕçре Мордва Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхепе литературăн, историпе экономикăн наука-тĕпчев институчĕ, асăннă республикăри патшалăхăн Тĕп архивĕ уйрăмах нумай тимленĕ. Томсем кун çути куриччен Саранскри паллă тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем, ăслăлăх çыннисемпе çыравçăсем Евсевьев çуралнă яла пĕрре кăна мар килсе кайнă, кунти ял çыннисенчен ĕлĕкрен упранса юлнă юрăсене магнитофонпа çыра-çыра илнĕ. Пĕрремĕш томра пĕтĕмпех ирçесем хушшинче авалтан сарăлнă халăх юррисем. Вĕсенчен паллăраххисен шутне çаксене кĕртмелле: истори темисене тĕпе хунисем, легендăсем, çемье, йăла, салтак юррисем. Юрăсене ирçелле кăна мар, вырăсла та куçарса пичетлени кĕнекепе усă куракансен йышне палăрмаллах ÿстерет.

Ирçе Çармăс ялĕнчи «Горнипов» (чечек ячĕ) халăх ансамбльне пирĕн районта лайăх пĕлеççĕ. Евсевьевăн ентешĕсем хăйсен пултарулăхĕпе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче йышлă пурăнакан ирçесене паллаштарсах тăраççĕ. Çапла вара вĕсем хăйсен мухтавлă ывăлĕ тăван халăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса пилленĕ юрă-кĕвĕсене каяллах тавăрса параççĕ. Макар Евсевьев çуралнăранпа 140 çул çитнĕ ятпа иртекен наука-практика конференцине хутшăнакансене те уяв концерчĕпе савăнтарасшăн «шăпчăксем».


31 января 2004
00:00
Поделиться