Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ЕВСЕВЬЕВĂН ÇЫВĂХ ТĂВАНĔ - ПĔРРЕМĔШ РЕДАКТОР

Макар Евсевьевич Евсевьев Николай Васильевич Никольскипе Хусанта иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче паллашнă. Никольский 1906 çулта чăвашсем валли пĕрремĕш хаçат - «Хыпар» кăларса тăма пуçласан, Евсевьев та ирçесемпе мăкшăсене хăйсен чĕлхисемпе тухса тăракан пичет изданине çул парас ĕмĕтпе хавхаланнă. Анчах та çăлтăр пек çуталакан ĕмĕте пурнăçа кĕртиччен самаях вăхăт иртнĕ. Çакăн хăйĕн сăлтавĕсем пулнă. Мордва халăхĕ икĕ чĕлхепе калаçакан, анчах пĕр-пĕрне ăнланман ирçесемпе мăкшăсенчен тăнăран наци изданийĕсене кăларса тăрас ĕç пысăк йывăрлăхсемпе çыхăннă. Ирçе чĕлхипе тухма тытăннă пĕрремĕш хаçат иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсем хыççăн тин вулакансем патне çитнĕ. Вăл Мускавра «Якстере теште» («Хĕрлĕ çăлтăр») ятпа тухса тăнă. Мордва Республикинче пурăнакансене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарнисĕр пуçне унăн страницисенче экономика,  политика ыйтăвĕсемпе çырнă статьясем те вырăн тупнă. Литература хайлавĕсем те  тăтăшах кун çути курнă унта. Çакă вăл чи малтан наци хаçачĕн тĕп редакторĕ Павел Семенович Глухов хăй литература ĕçне чун-чĕререн юратнипе çыхăннă. Çак хаçатра 1928 çулта унăн  «Кедровый пешть» («Кедр мăйăрĕсем») калавĕ пичетленнĕ. Калав мордва литературин ылтăн  çÿпçине  кĕме тивĕçнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенчен пуçласа мĕн çак тапхăрчченех Петр Глуховăн калавне хрестоматире пичетлеççĕ. 1954 çулта ăна вырăсла куçарса кăларнă. Тăлмачи - А. Кременский çыравçă.

Павел Семенович Глухов Ирçе Çармăсра 1897 çулта çуралнă. Макар Евсевьевăн ентешĕ кăна мар, çывăх тăванĕ те.

Кÿршĕ халăх  литературинче çутă йĕр хăварнă вăл. Унăн тепĕр калавĕ те (вăл «Варма мельча» («Çул хыççăн») ятлă. Петр Глуховăн М. Е. Евсевьевпа, С. Д. Эрьзяпа тĕл пулни çинчен çырнă  очеркĕсем те çăмăллăн вуланаççĕ.

Пирĕн ентеш 1979 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Магнитогорск хулин масарĕнче пытарнă.


31 января 2004
00:00
Поделиться
;