Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

УÇĂ КАЛАÇУСЕНЕ ХАЛĂХ КИЛĔШТЕРЕТ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров 2004 çула Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Ку çул пирĕн республикăн социаллă пурнăçне, унăн экономика аталанăвне ырă палăрăмсемпе кĕрсе юласси пирки  иккĕленÿ çук. Президент шăпах пысăк тĕллевсем ĕçпе çирĕпленсе пырассине ĕççыннисем кулленхи пурнăçра хăйсене йĕркеллĕ тытнинчен килнине лайăх курса тăрать. «Чăваш Енĕн ыранхи кунĕ - паянхи яш-кĕрĕмре!» Тĕллевлĕ программăн тĕп чĕнĕвĕ çапла.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе ирттерекен ку уйăхри пĕрлехи информаци кунĕн кун йĕркине çак ыйтăва ăнсăртран кĕртмен. Район  администрацийĕн информаципе пропаганда ушкăнĕсем Шупашкартан килнĕ официаллă çынсемпе пĕрле районти ĕç коллективĕсенче пулса, халăха Президент йышăнăвĕпе паллаштарассине тĕп вырăна хучĕç.

Çав кун Йĕпреçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкула районти вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсемпе физкультура вĕрентекенсем тата спорт тренерĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсемпе район админис-трацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Л. Михалик ертсе пыракан ушкăн  тĕл пулчĕ.

Паллă ĕнтĕ,  сывă пурнăç йĕркисене тытса пырас, вĕсене çул парас ĕçре шкулсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕренекенсене ачаранах физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарни кирлĕ. Юлашки çулсенче ку енĕпе пирĕн районта сахал мар ĕç тунă. Шкулсен никĕсĕ пуянлансах пырать. Ку хутĕнче те вĕсене Президентăн ятарлă программипе килĕшÿллĕн, 15 пин тенкĕлĕх спорт хатĕрĕ пачĕç. Йĕпреçри пĕрремĕш номерлĕ, Эйпеçпе Липовкăри вăтам шкулсене, вĕсем районти, республикăри ăмăртусенче район чысне уйрăмах ăнăçлă хÿтĕленине шута илсе, кунсăр пуçне тата 10-шар пин тенкĕлĕх хушма спортинвентарь парса хавхалантарчĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче педагогсем физкультурăна аталантарса пынипе пĕрлех спортăн техника енĕсем çине ытларах витĕм памаллине палăртрĕç.

Ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А. Н. Кузьмин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Г. Пименов, экономика управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ А. И. Родина тата шалти  ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В. А. Михайлов ертсе пыракан ушкăнсем Йĕпреçри патока заводĕнче, çул-йĕр управленийĕнче, «Мария» Йăла çуртĕнче, Буинскри вăтам шкулпа «Нарат» ОООра  пулса кун йĕркине кĕртнĕ ыйту тăрăх калаçусем ирттерчĕç. Районти халăхпа тĕл пулма Шупашкартан ЧР çутçанталăк ресурсĕсен комитечĕн ертÿçин çумĕ Г. Н. Урмаков, социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Г. Л. Рогачева, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармацевтика надзорĕн центрĕ» патшалăх учрежденийĕн тĕп врачĕ Ю. Н. Алексеева тата ЧР Президент Администрацийĕн патшалăх влаçĕпе вырăнти хăйтĕллĕнлĕх органĕсемпе ĕçлекен управленин организациллĕ пайĕн консультанчĕ Н. Ю. Каргин килнĕ.


28 января 2004
00:00
Поделиться
;