ÇЕМЬЕ ÇУЛТАЛĂКĔ МĔНЛЕ ИРТРĔ;..
2003 çул Чăваш Республикинче Çемье çулталăкĕ пек иртрĕ. Çавна май иртнĕ çул çемьене халалланă мероприятисем йышлă пулчĕç. Йĕпреç енри ял-поселок администрацийĕсен специалисчĕсем тата культура ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса вĕсене çÿллĕ шайра йĕркелеме тăрăшрĕç. Вĕрентекенсем, çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем, спорт тренерĕсем ку ĕçе хăйсен сумлă тÿпине хыврĕç.
Çемье çулталăкĕнче Пысăк Упакасси ял администрацийĕ пуçаруллă пулнипе палăрчĕ. Кунта çемье уявĕсене, юбилейлă туйсене, çут тĕнчене килнĕ ачасене ят хурассине чылайлăха асра юлмалла йĕркелерĕç. Пĕчĕк Упакасси тата Ирçе Çармăс каччисемпе хĕрĕсем хушшинче икĕ хутчен «Пĕрре курсах саврăм-ши;» паллашу-конкурс иртрĕ. Ял администрацийĕнче çамрăк çемьесен «Телей кайăкĕ» клубĕ уçăлчĕ. Çемье уявĕсене ирттерессипе çавăн пекех Чăваш Тимеш, Шăрттан, Пăкăян ял администраци-йĕсенче ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Чăваш Тимешре, тĕслĕхрен, юбилейлă туйсемсĕр пуçне ялти библиотекăра «Атте, анне, эпĕ - юрă-ташă ăсти», «Атте, анне, эпĕ - библиотека тусĕсем», «ХХI ĕмĕрти асанне» конкурссем иртрĕç. Кунти хĕрарăмсен канашĕ те аван ĕçленине палăртса хăвармалла.
Районти ХХХIV пултарулăх фестивальне çемье çулталăкне халалланă. Йĕпреç енре икĕ хутчен, хĕлле тата çулла, спорт спартакиади йĕркеленĕ, кашнинчех çемье командисем те вăй виçрĕç.
Районти культура çурчĕ те, яланхиллех, лайăх мероприятисемпе савăнтарчĕ. Кунта асанне-кукамайсен «Сцена çинче ĕлĕкхи чĕрĕлет», çемьесен «Пурин пуçламăшĕ - атте килĕ», йĕкĕреш ачасен «Тĕкĕр тĕнчинче» конкурссем йышлă çынна пуçтарчĕç.
Пĕлтĕр Чăваш Республикин Юстици, Культура тата национальноçсен ĕçĕсен министерствисем пуçарнипе ЗАГС органĕсемпе учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конкурсĕ иртрĕ. Унта савăнăçлă лару-тăрура ачасене ят хурас енĕпе тупăшрĕç. Конкурса хутшăннă республикăри 28 ЗАГС пайĕ хушшинче «Регистраци залне хăйнеевĕр капăрлатни» номинацире йĕпреçсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
2003 çулта районта 279 ача çуралнă, 147 мăшăр пĕрлешнĕ, 67 çемье арканнă. Çемье çулталăкĕ пуçламăшĕнчех Çĕрпÿелĕнчи Татьяна Николаевнăпа Владимир Васильевич Ивановсен çемйи виçĕрешпе - виçĕ арçын ачапа - пуянланчĕ. Кунсăр пуçне ра-йонта тата виçĕ йĕкĕреш çуралчĕ. (2002 çулта икĕ йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕччĕ). Хурамал тăрăхĕнче пĕлтĕр 26 ача çуралнă, ял администрацийĕсенчен чи нумаййи. Пучинкере виçĕмçул 13 ача çут тĕнчене килнĕ пулсан, пĕлтĕр - 23. Чăваш Тимешре ÿкерчĕк пуринчен ытларах япăхланнă - пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 9 ача сахалрах çуралнă... Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр те, виçĕмçул та районта 279 ача кун çути курнă, çав шутра 149 арçын ачапа 130 хĕрача.
Çакна палăртмасăр иртме çук: йĕпреçсен çуралнă ачасен йышĕ статистика кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах пулмалла. Анчах та... хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ, хăй Йĕпреç енрен пулсан та, Шупашкара кайса çуратакан ачисене унтах çыртарса килеççĕ. Пепкисене Йĕпреçре çыртарма та пулать-çке. Ку вăл патриот туйăмĕ вăйлă «аталаннин» палли. Çын Йĕпреçри йăх-тымартан пулнине ĕмĕрлĕхех çирĕплетме тăрăшмалла пек, хăш тăрăхра çут тĕнчене килни ача аслăлансан паспорчĕ çине те çырăнать.