Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

КАЙРАН ХЫПĂНМАЛЛА АН ПУЛТĂР ТЕСЕН...

Çĕр çынни умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - кăçалхи çуракине пур енĕпе те тĕплĕн хатĕрленсе çитнипе кĕтсе илесси. Хальхи вăхăтра районти колхозсемпе ялхуçалăх кооперативĕсенче пуринче те  уй-хире илсе тухмалли техникăна юсаççĕ. Çав  хушăрах чылай çĕрте çураки валли  хывнă çуртри вăрлăхĕсене кондицие лартас тĕлĕшпе  тимлеççĕ.

Калинин ячĕллĕ ЯХПК ĕçченĕсем  вăрлăх хуçалăхне пĕлтĕрхи кĕр кунĕсенчех йĕркене кĕртнĕ. Вĕсене акма 400 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан, ытлашшипех хатĕрленĕ. Çав вăрлăха (662 тонна) пĕтĕмпех районти вăрлăх инспекцийĕн лабораторийĕнче тĕрĕслеттернĕ. Эйпеçсемпе вăтаелсен паян пахалăх пирки шутласа пуçа ватма кирлĕ те мар, мĕншĕн тесен ялхуçалăх культурисен вăрлăхĕсем пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçтереççĕ. Кооператив элитăллă вăрлăх çитĕнтернĕ май, ăна ытти хуçалăхсене сутмалăх та хатĕрлет.

Вăрлăх пахалăхĕшĕн тăрăшассине Ильич ячĕллĕ, «Искра» колхозсенче те кун йĕркинчех тытаççĕ. Иккĕшĕнче те ака кондицине лартнă.

Анчах та, пĕтĕмĕшле илсен, ку ĕç районта кирлĕ пек пулса пымасть. «Знамя», «Дружба», «Патман», «Заря», «Кубня», «Рассвет» хуçалăхсенчи тĕрĕслеттернĕ вăрлăхăн пысăкрах пайĕ çумкурăк вăррипе хутăшса кайнăран кондициллĕ мар. Халĕ вĕсен вăраха  ямасăрах вăрлăхсене аласа тасатмалла, çакăн хыççăн лаборатори тĕрĕслевне илсе килмелле. Çанталăк лайăх тăнă вăхăтра çак ĕçе пурнăçа кĕртме меллĕ.

«Мĕн акатăн - çавă шăтать», - тенĕ ваттисем. Япăх вăрлăха темĕнле паха çĕре варăнтарсан та, унран пысăк тухăç илме май çук. Агротехника хушнине вăхăтра тата тĕрĕс пурнăçласа пыни кирлĕ. Кунпа  пĕрлех чи малтан акма хатĕрлесе хуракан вăрлăх мĕнле пахалăхлă пулнине шута илмелле. Халлĕхе районта малашлăхлă сортсене, элитăллă вăрлăхсене çул парасси кирлĕ  шайра мар. Паллă ĕнтĕ, çакăн пек вăрлăхсемпе республикăри хуçалăхсене Чăваш ялхуçалăх наука-тĕпчев институчĕ (вăл Çĕрпÿре вырнаçнă) тата  çав районти «Колос» сăнавлă-кăтартуллă хуçалăх (иккĕшне те ялхуçалăх наукисен кандидачĕ  А. П. Фадеев ертсе пырать) тивĕçтереççĕ. Вĕсем çурхи тулăн «прохоров-ка», «приокская», «московская-35», «пирамида», урпан «эльф», «биос» сорчĕсене (1 килограмĕ - 8-12 тенкĕ), «аргамак», «адама», «козырь» сĕлĕ (хакĕ - 6-10 тенкĕ), «казанец», «труженик» пăрçа (хакĕ - 15 тенкĕ) кирек мĕн чухлĕ те  сутма пултараççĕ.

Пысăк тухăç паракан çĕрулми вăрлăхĕсене те кунтах туянма пулать. Ял ĕçченĕсем «иккĕмĕш çăкăрăн» «романа», «невский», «удача», «чародей» сорчĕсене (хакĕ – 7-10 тенкĕ) уйрăмах килĕштереççĕ.

Çĕрпÿсен нумай çул ÿсекен курăксен вăррисем те  сутлăх пур.

Хуçалăхсен ертÿçисемпе специалистсем çакна асра  тытса ĕçлеме тивĕç: суперэлитăллă тата элитăллă вăрлăхсене туянакансене патшалăх кашни килограмм пуçне 3 тенкĕ те 30 пус, пăрçа йышши культурăсемшĕн 4 тенкĕ те 30 пус, çĕрулмишĕн 6 тенкĕ, нумай çул ÿсекен курăксен вăррисемшĕн 30 тенкĕ, сахăр кăшманĕпе пахчаçимĕçсен вăррисене туянакансене вĕсен хакĕсен 10 тата 30 процентне каялла тавăрса парать.

Ку енĕпе кирлĕ хутсене хатĕрлес текенсен çывăх кунсенчех район администрацийĕн ялхуçалăх управленине килмелле.

Вăхăт кĕтмест. «Çуракине тухиччен пурне те тума ĕлкĕрĕпĕр» текен шухăшпа лăпланса лармалла мар. Хĕрÿ тапхăрччен мĕнпур вак-тĕвек ыйтусене шута илмелле. Кайран хыпăнса ÿкмелле ан пултăр.


24 января 2004
00:00
Поделиться