ЙĂНĂШ УТĂМ
Ку вăл иртнĕ çулхи утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче пулнă. Каç пуласпа çичĕ арçын ача Çĕрпÿелĕнчи клуб умĕнче тăнă. Вĕсем инçех мар шурă тĕслĕ “Жигули” çăмăл машина асăрханă. Унăн хуçи каччăсенчен пĕрне, 16 çулти П-на, çав машинăпа ярăнма шантарнă иккен. Анчах та вăл сăмахне тытман, çакăн хăйĕн сăлтавĕсем пулнă. “Машинăна йăкăртмалла”, - çапла калаçса татăлнă вĕсем. Тăватă арçын ача (1986-1989 çулсенче çуралнăскерсем) çурçĕр иртни пĕр сехет тĕлнелле машина хуçи пурăнакан çурт патне пынă. П. хапха урлă каçса килкартине кĕнĕ, çăмăл машина рулĕ умне ларнă. Вĕсем, сас-чĕв тумасăр, машинăна урама тĕртсе кăларнă. “Çĕр-лехи паттăрсене” пулăшма тата виççĕн тупăннă. П., уççи çукран, проводисене çыхăнтарса двигателе ĕçлеттерсе янă, хай руль умне ларнă, ыттисем, машинăна картишĕнчен тĕртсе кăларма пулăшнисем, салонра вырнаçнă. Машинăна йăкăртас шухăша параканни И. пулнă. Вăрă ĕçĕнче пуçарулăхпа палăрнă икĕ каччă ниçта та ĕçлемеççĕ те, вĕренмеççĕ те, шкул-интернатра 8 класс çеç пĕтернĕ. (Каярахпа, ĕç суда çитсен, медицинăпа психологи экспертизи вĕсен иккĕшĕн те ăс-тăн аталанăвĕ кирлинчен сахалтарах пулнине, анчах хăйсен хăтланăвĕсене хак пама пултарнине палăртнă). Тантăшĕсем вара çак çăмăлттайсем хыççăн кайнă. Тăватă пуçтах Канаш - Йĕпреç çулпа ярăнма шутланă. Савкка ялĕ патне çитсен, машина чарăнса ларнă. Ăна тек хускатайман. Ир кÿлĕм, 6 сехет тĕлнелле, “туристсем” рейс автобусĕпе Çĕрпÿелне таврăннă. Тепĕр машина тупса, çа-вăнтах малтан пулнă çĕре вĕçтернĕ. Çĕмрĕк машинăна сĕтĕрсе кăларнă та, Канаш - Йĕпреç çул çине тухса, Çĕрпÿелĕнчи автобус чарăнăвне лартса хăварнă. Кайран машинăна çул-йĕр инспекторĕ асăрханă, кун пирки хуçине пĕлтернĕ...
Утăн 20-мĕшĕнче, 17ри Н. каччă кĕçĕн çулхи С. арçын ачапа, велосипедсем çине ларса, “Рассвет” комплекс хыçĕнчи пăрçа уйне кайнă. Унта вĕсем велосипедлă, хăйсем пекех пăрçа пуçтаракан виçĕ хĕрачана курнă. Иккĕшĕ те хĕрсен велосипечĕсене куç хывнă. Лешсем аяккарах кайсан, С. “Десна” велосипед çинчен тăватă светоотражатель (çутă йăлтăртатăвĕ) тата шăнкăравне, “Алтаир” велосипед çинчен ал насосне йăкăртнă. Аслăраххин хапсăнăвĕ тата пысăкрах пулнă: Н. “Деснан” хыçалти кустăрмине, бардачокпа ларкăчне хывса илнĕ. Çакăн хыççăн арçын ачасем килĕсене тапса сикнĕ. Тепĕр кунне те икĕ шăпăрлан пăрçа уйне çул тытнă. Хальхинче вĕсемпе пĕрле П. та пынă. Вăл мĕнле “чапа” тухнине вулакан пĕлет ĕнтĕ. Уйра вĕсем икĕ хĕрачана тĕл пулнă. Пăрçа татас тĕллевпе аяккарах пăрăнсанах “кукăр алăллисем” хĕрачасен велосипечĕсене Канаш - Йĕпреç автоçул хĕрринчи йывăçсем айне пытарнă. Çĕрле çав вырăна пынă, велосипедсем çине ларса ялалла вĕçтернĕ...