Амăшĕсем
“ХĔРАРĂМСЕМ” - çĕр кăвапине тытса тăракансем” тенĕ сăнарлăн пĕр сăвăç. Çак йĕркесем чăнлăхпа килĕшсе тăраç-çĕ вĕт: кил-тĕрĕшре те, ĕçре те, ачи-пăчисене çитĕнтерессипе те маттур вĕсем. Пире çунат панă хĕрарăмсем ырă сăмаха кăна тивĕçлĕ. Ĕмĕрсем хушши вĕсене мухтаса хывакан сăвва-юрра хамăртан кăштах хушсан ытлашши пулмĕ, тетпĕр. Вĕсенче - тĕнче тĕрекĕ, Тăнăçлăх тата Килĕшÿ. Тин çеç çутта килнĕ пепкене кăкăр ĕмĕртет-и, кăшт ÿсерехпе сад-яслие е шкула ăшпиллĕн ăсатать-и, качча каякана е авланакана пехил парать-и, аякра пурăнакан ывăлĕ-хĕрне чÿречерен пăхса е хапха умне тухса тăрса чăтăмсăррăн кĕтсе илет-и - вăл юнашар пирĕнпе яланах. Анне юратăвĕ... Унран хаклăраххи пур-ши пирĕн пурнăçра; Вĕсен черченкĕ çепĕç-лĕхĕпе ĕçченлĕхне, хастарлăхне, иксĕлми пултарулăхне кирек ăçта та курса тăратăн. Чăвашсен Раççей шайĕнче чап-хисеп çĕнсе илнĕ Г. Волков академик каларăшле, “хĕрарăмсем вĕçсĕр улăхра та маххă памаç-çĕ”... Малалла вара çакна çирĕплетсе хăшпĕр тĕс-лĕхсем илсе кăтартăпăр.
Тĕп сăмах нумаях пулмасть кун çути курнă “Чăваш çĕрĕн хĕрарăмĕсемпе амăшĕсем” (“Женщины-матери земли чувашской”) кĕнекери хăш-пĕр статьясем пирки пырать. Кĕнеки, калас пулать, калăпăшĕпе те, иллюстраци тĕлĕшĕпе те пĕчĕкех мар - 213 страница, икĕ пин тиражпа пичетленсе тухнă. Д. Е. Егоров ăсчах хатĕрленĕ материалсен содержанийĕ пуян, тематики анлă. Чăнах та, Чăваш çĕрĕн историне кĕрсе юлнă тата хальхи вăхăтра тăрăшакан маттур хĕрарăмсен кунçулĕсене çу-татса парас тĕлĕшпе нумай тимленĕ автор. Çа-вăнпа та, çак кĕнекене алла илсессĕн, чун-чĕререн савăнатăн. Тавах, ырă ĕçшĕн ăна. Çак кĕнеке, çирĕплетсех каласшăн, вĕрентÿ хатĕрĕ те, краеведенин паха пособийĕ те, Чăваш халăхĕн пурнăçĕ çинчен ĕнентерекен хайлав та пулса тăрать. Çак статьяра Йĕпреç Енĕн мухтавлă хĕрарăмĕсем çинче çеç чарăнса тăрасшăн. Кĕнекере вĕсене те пысăк вырăн панă.
ŸССЕ çитсен, пирĕнтен кашниех кирек кам пулсан та ( механизатор-и, агроном-и, тухтăр-и, çар çынни-и, ăсчах-и е дипломат...), пурпĕрех вăл вĕрентÿçĕ-педагогсене ырăпа асăнать, хăйне пурнăç çулĕ çине кăларнă çынсене сума суса пурăнать. Çакнашкал ырă та ăшă сăмахсене мĕн чухлĕ илтмен-ши Елена Александровна Мартынова. Пучинкери, Кĕлĕмкассинчи, Йĕпреçри шкулсенче ĕçлесе çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе нумай вăй хунă вăл. Ĕçне кура хисепĕ: унăн ятне республикăри Вĕрентÿ министерствин Хисеп хăми çине кĕртнĕ, “РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” знакпа, “1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Ĕçри хастарлăхшăн”, “Ĕç ветеранĕ” тата ытти медальсемпе хакланă.
Елена Александровна мăшăрĕпе, Петр Яковлевичпа (вăл та вĕрентÿçĕ пулнă), икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Владимирпа Татьяна хальхи вăхăтра Мускавра пурăнаççĕ. Пĕри - техника наукисен докторĕ, тепри - экономика наукисен кандидачĕ. Галинăпа Геннадий вара Шупашкарта тĕпленнĕ. Кĕлĕмкассинче çуралнă Галина Петровна паянхи кун йывăр тиевлĕ лава - республика вĕрентÿ министерствине туртса пырать. Çак хушăра вăл Раççей шайĕпе ырă ят-сум илме ĕлкĕрнĕ, хисеплисен йышне кĕнĕ.
КĔНЕКЕРЕ тепĕр ĕçченпе те паллаштарнă. Васса Михайловна Михайлова (вăл та Кĕлĕмкассинче çуралса ÿснĕскер) педагогикăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Чăваш тата РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕсен паллисене, “Хисеп палли” орденпа “Ĕçри хастарлăхшăн” тата ытти медальсене илме тивĕç пулнă. Иртнĕ вăрçăра упăшки хаяр çапăçура паттăрла пуç хурсан, В. Михайлова 6 ачине ура çине тăратма пултарнă. Çак йышра вĕрентÿçĕсемпе, хăй вăхăтĕнче партипе совет органĕсенче, культура вучахĕнче вăй хунă çынсене куратпăр. Вĕсенчен чылайăшĕ паян тивĕçлĕ канура. Халĕ общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ вĕсем, халăхпа тачă çыхăну тытаççĕ.
КĔЛĔМКАССИН тата тепĕр паттăрĕпе - Варвара Васильевна Кротовапа паллаштаракан хайлава вулама та кăмăллă. Вăл - вăрçă участникĕ. Унăн кунçулĕпе паллашсан çакă курăнать: хĕрарăм-салтак Европа çĕрĕ-шывĕ тăрăх утса тухнă, Аслă Çĕнтерĕве Кенигсберкра кĕтсе илнĕ. Кайран пĕтĕм пултарулăха тăван хуçалăха аталантарас ĕçе панă. Мăшă-рĕпе 9 ача çитĕнтернĕ, вĕсене пурне те ура çине тăратнă.
Фашистла вăрă-хурахсене çапса аркатассишĕн пынă вăрçăра Ирçе Çармăсра çуралса ÿснĕ Валентина Георгиевна Волкова çав тери пысăк паттăрлăх кăтартнă. Полк командирĕ пулнă Титенко летчица пĕлтернĕ тăрăх, “хаяр тытăçусенче чăннипех ас пулнă вăл”... Унăн кăкăрне Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав орденсем тата чылай медальсем илем кÿнĕ. Шел, пурнăçĕ кĕске пулнă, йывăр сурансене пула 26-рах çĕре кĕнĕ.
ЙĔПРЕÇ тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та Палькинсене кам пĕлмест пулĕ; Вĕсен ĕçченлĕхĕпе, хастарлă-хĕпе, иксĕлми пултарулăхĕпе чăннипех ăмсанма та мухтанма тивĕç эпир. Илĕртÿллĕ, çав вăхăтрах сăпайлă хĕрарăм тата юратнă амăшĕ Варвара Николаевна Палькина мăшăрĕпе Михаил Алексеевичпа 6 ача кун çути парса, Тăван çĕршывшăн юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ. Вĕсем çĕнĕ саманара Чăваш Ен, Раççей пуянлăхне куллен-кун ÿстерсе пыма пултаракансем пулса тăнă.
хĔрарăмсен тата амăшĕсен пархатарлă сăнарĕсем нихçан та ăсран тухмĕç. Вĕсем ыттисемшĕн умра çутă çăлтăр пек ялкăшса тă-раççĕ. Вĕсен йышĕ хушăнсах пырасси пирки иккĕленÿ пулмĕ. Д. Егоров ăсчах Чăваш çĕрĕн хĕрарăмĕсемпе амăшĕсем çинчен нумай томлă кĕнеке хатĕрлесе кун çути парасси пирки пĕл-тернĕ.