Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ЗАГС ĔÇЧЕНĔСЕНЕ ЫРЛАНĂ

Чăваш Республикин Юстици, Культура тата национальноçсен ĕçĕсен министерствисем йĕркеленипе ЗАГС органĕсемпе учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конкурсĕ иртнĕ. Ăна Çемье çулталăкне халалланă. Унта хутшăннисем савăнăçлă лару-тăрура ача ятне хурас енĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Пирĕн районта кăçал çемьепе çыхăннă мероприятисем йышлă пулчĕç: юбилейлă туйсем паллă тăвакан мăшăрсен, ача çуралнă çемье-сен чыславĕ т. ыт. те. Çу уйăхĕн вĕçĕнче район администрацийĕн ЗАГС ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем Т. А. Мородинапа Р. Д. Иванова çак вăхăталла кун çути курнă пепкесен ашшĕ-амăшĕсене ача çурални çинчен савăнăçлă лару-тăрура свидетельство панă. Мероприяти тĕлне районти Культура çурчĕн йăла залне теттесемпе, тĕслĕ хитре хăмпăсемпе капăрлатнă, Йĕпреçри “Солнышко” ача садĕнчи ачасен ал ĕçĕсен, поселокри пĕрремĕш вăтам шкулта 2 класра вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Залра А. В. Краснов фотохудожникăн пепкесене тата кĕçĕн çулхи ачасене сăнланă илемлĕ хайлавĕсен стенчĕсене вырнаçтарнă. Район администрацийĕн ЗАГС ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем çак çемье уявне мĕнле ирттернине хаклама республикăран ятарлă жюри килнĕ. Нумаях пулмасть çав конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса республикăри 28 ЗАГС пайĕ хутшăннă. Улатăрсем пĕрремĕш, канашсем иккĕмĕш, шăмăршăсем виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Виçĕ вырăн панисĕр пуçне уйрăмах палăрнисене конкурсра тăватă номинаци тăрăх хакланă. “Регистраци залне хăйнеевĕр капăрлатни” номинацире йĕпреçсем çĕнтерÿçĕне тухнă, ЧР Юстици министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ.


04 ноября 2003
00:00
Поделиться
;