Халăх шанни - тĕп хаклав
Çак кунсенче пирĕн корреспондент шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕпе В. А. МИХАЙЛОВ подполковникпа тĕл пулнă, шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ.
- Раççейре милици отрячĕсем шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн “О рабочей милиции” постановленийĕпе ки-лĕшÿллĕн йĕркеленнĕ. Çав постановлени 1917-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ. Шăпах çавăнпа çак куна професси уявĕ тесейышăнатпăр. Анчах та Раççей аталанăвĕнче милици, шалти ĕçсен тытăмĕн историйĕ тата маларахран пуçланнă. Пĕлтĕр эпир Раççей ШĔМĕн 200 çулхи юбилейне чаплă лару-тăрура паллă турăмăр.
Районта вара шалти ĕçсен подразделенийĕ (ăна “районный отдел милиции” тенĕ) 1940 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçе кÿлĕннĕ. Штатра 17 сотрудник пулнă. Тĕп тĕллевĕ - обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетесси паян та улшăнман. Паллах, штат ÿснĕ тата ятарлă пайсем йĕркеленнĕ.
- Коллектив ĕçĕ-хĕлне хаçат тăтăшах çутатса пырать, çавăнпа паян йĕрке хуралĕнче мĕнле çынсем тăрăшни çинчен пĕлес килет.
- Ертсе пыракан йыш пĕтĕмпех аслă пĕлÿллисенчен тăрать, чылайăшĕ малалла вĕренет. Тĕрĕсрех калас-тăк коллективăн 62 проценчĕ юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Ку вăл аслă пĕлÿ илнисем. Юридици вăтам пĕлĕвне илнисен йышĕ 37,8 процентпа танлашать. Хальхи вăхăтра 11 сотрудник юридици пĕлĕвĕ паракан тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илет. Кăçал та эпир икĕ сотрудника вĕренме ятăмăр. Милицире ĕçлеме кăмăллакансене хамăр рете йышăнасси пĕр вĕçĕмсĕр пулса пырать. Тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухса, хăйсене ырă енчен кăтарт-са панисене ытти районсенче, хуласенче ĕçлеме те сĕнетпĕр эпир.
- Тем пек çирĕп тĕрĕслесен те милици ятне яракансем ăнсăртран тĕл пулкалаççĕ пулĕ-ха;
- Алăри пÿрнесем те тан мар, теççĕ халăхра. Пирĕн ĕçре те унашкаллисĕр мар ĕнтĕ. Маларах, кадрсем çителĕксĕртерех пулнă вăхăтра, ку тĕлĕшпе чăрмав ытларах пулнă. Паян хамăр йыш тасалăхĕ пирки ыйту çивĕч тăрать. Çавăнпа тÿнтерле тĕслĕх кăтартакансемпе шелсĕр сывпуллашатпăр. Анчах та кунашкалли уйрăм, сайра пулакан тĕслĕх çеç. Коллективăн пысăк пайĕ хăйĕн профессине парăнса, юратса ĕçлет.
- Ветерансен канашĕ çамрăксене воспитани парас тĕллеве халĕ те пурнăçлать-и;
- Йĕркелĕх хуралне панă пурнăçăн пĕр пысăк пайĕ йĕрсĕр çухалмасть. Пирĕн ветерансем çавăнпах пулĕ хăйсене яланах стройра туяççĕ. Вĕсем çамрăксен канашçисем те, вĕрентекенĕсем те, пулăшуçисем те пулса тăраççĕ. Çавăнпа вĕсем пирки шанчăклă юлташ теме те пулать. Тĕслĕх вырăнне шалти ĕçсен районти пайне пĕр теçеткене яхăн ертсе пынă В. В. Николаева илсе кăтартасшăн. Вăл яланах ĕçпе те, сăмахпа та пулăшса пырать, çамрăксене хавхалантарма пĕлет. Çак йышра шалти ĕçсен ветеранĕсем В. М. Алексеев, В. Н. Архипов, Г. О. Осипов, Т. С. Иванова, П. А. Иванов, В. А. Мандрюков пирĕнпе юнашар çирĕп утăмлаççĕ. Паян пĕр вăрттăнлăха уçса пама та кăмăллă. Çÿлерех асăннисене уяв ячĕпе йĕркелесе ирттерекен пухура “200 лет МВД” медальпе наградăлатпăр.
- Уяв ячĕпе ветерансене саламлани, вĕсен ĕçне пысăка хурса хаклани аван. Паян вăй хуракан ĕçченсене хисеп тăвассине пăхнă-и;
- Тивĕçлĕ ĕçшĕн - тивĕçлĕ хисеп. Ку принципа эпир пĕрре те пăсмастпăр. Эсир хистенипе тата тепĕр вăрттăнлăха уçса пама тивет. Уяв парнине пай пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А. Л. Захаров майор тивĕçет. Вăл черетлĕ звани илĕ, милици подполковникĕ пулса тăрĕ. Çавăн пекех В. Г. Иванов дознаватель те милицин аслă лейтенанчĕн пого-нĕсене тивĕçет. Çавăн пекех ытти сотрудниксене те чыслатпăр.
Юлашкинчен, уяв ячĕпе ветерансене, кунне-çĕрне пĕлмесĕр йĕрке хуралĕнче тăрăшакансене, юратса кĕтекен вĕсен чăтăмлă мăшăрĕсене пурне те чĕререн саламлатăп, малашне те тĕллевлĕ ĕçлесе пыма çирĕп сывлăх сунатăп.