Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ХĂНАСЕНЕ УЯВА

ЙЫХРАВЛАРĂМĂРУявсене тулăх кĕр мăнтăрĕпе паллă тăвассси тахçанах йăлара ĕнтĕ. Уй-хирте çитĕнтернĕ тырпул, пахчасенче ÿснĕ пĕтĕм çимĕç, улма-çырла йăлтах кĕрекере паян. Çак вăхăтра пĕр-пĕр юбилее е паллă куна уявлама уйрăмах меллĕ. Акă мĕншĕн Çăкалăхри вăтам шкул дирекцийĕ те çак ялта чи малтанхи хут пĕлÿ çурчĕ уçăлнăранпа 75 çул çитнине паллă тумалли куна шăпах хура кĕркунне тапхăрĕн-че палăртнă. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара ял-йыш чапĕпе сумне çÿле çĕкленĕ шкул хăйĕн хаклă хăнисене савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илчĕ. Пĕр çыннăн вăтам ĕмĕрĕпе танлашакан çул кăна “утса” тухнă пулсассăн та, çак шкул историне кунта тĕрлĕ вăхăтсенче вĕренсе пурнăç çулĕ çине тăнисем мухтавлă страница сахал мар çырса хăварнă. Уяв кĕрекинче сумлă вырăн тупнисем кун пирки ăшă кăмăл-туйăмпа та, тулли мăнаçлăхпа аса илчĕç, хыçа “юлнă” вăхăта куç умне те-пĕр хут кăларчĕç. Вăтам шкула ÿсĕм-çитĕнÿ çулĕпе шанчăклăн ертсе пыракан Ф. К. Скворцов вĕрентÿ учрежденийĕн иртнĕ, хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, вăл упракан тата хушса пыракан ырă, мухтавлă традицисем çинче чарăнса тăчĕ. Çăкалăхсем Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров йышăнса çирĕплетнĕ тĕл-левлĕ программăна пурнăçа кĕртес ĕçре тăрăшуллă та, пуçаруллă та. Кунта ÿсекен çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ панипе пĕрлех ăна сывă пурнăç йĕркисене тытса пыма хăнăхтарас енĕпе чăннипех пысăк та кирлĕ ĕç тăваççĕ. Юбилей тĕлне ятарласа йĕркеленĕ стендсемпе экспозицисем те çакна яр-уççăн çирĕплетеççĕ. Шкулти таврапĕлÿ музейĕнчи экспонатсем те - тăван Çăкалăхпа таврари ялсен, шкул кун-çулĕпе тачă çыхăннă. Юбилейлă ларура сăмах тухса калакансем йышлă пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Л. Михалик, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ А. А. Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Красный партизан” колхоз ертÿçи А. И. Петров район Пухăвĕн депутачĕ, Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕн директорĕ М. И. Ларионов, хăй вăхăтĕнче çак шкулта директорта, педагогра ĕçленĕ ветерансен сăмахне ял-йыш та, хăнасем те пысăк тимлĕх-пе итлерĕç. Уява нихăшĕ те пушă алăпа килмен. В. Л. Михалик, тĕслĕхрен, район администраци ячĕпе тĕслĕ телевизор парнелерĕ. Ирçе Çармăс ял администраци-йĕнчен, “Липовкăри вăрман пункчĕ” ОООран, вырăнти “Заря” кооперативран тата ытти çĕртен те сумлă парнесем пачĕç. Çăкалăхри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, тĕнчери сумлă ăмăртусенче пулнă, Сиднейри олимпиадăна хутшăннă Ирина Тимофеева, тивĕçлĕ сăлтавсене пула, хăй килеймен юбилее. Вăл уявччен кăшт маларах тăван шкулта пулнă, ачасемпе вĕренекенсене хăй ятĕнчен компьютер парнелесе хăварнă. Епле мухтанас мар-ха çакăн пек вĕренекенсемпе! Акă, юлашки çулсенче кăна ку шкулта 3 спорт мастерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕсем вуннăн хатĕрленĕ. Икĕ çын тĕнче класлă спорт мас-терĕсен çемйине тăнă. Андрей Василевские “Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ” хисеплĕ ят панă. Шкула пынисене çав кун савăнăçлă мероприяти чылай кĕтрĕ. Алĕç япалисен, çамрăк ăстаçăсен куравĕсене йĕркелерĕç, кашни класс, хăй тунă ĕçсене пĕтĕмлетсе, стена хаçачĕ кăларчĕ. Çăкалăхри тата Ирçе Çармăсри вăтам шкулсенчи çамрăк талантсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. - Эпир хывнă çула эсир такăрлатсах пынине курса, ватă чĕре çамрăкланнине туйрăм, - çапла пĕлтерчĕ юлашкинчен Çăкалăхри шкултан вĕренсе тухнă, кайран çакăнтах ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ Евдокия Макаровна Василев-ская... Раççей Геройĕ Л. Константинов ячĕллĕ вăтам шкул кĕр мăнтăрĕпе хăйĕн сакăрвуннăмĕш çулхи юбилейне “çăмхалама” тытăнчĕ.


04 ноября 2003
00:00
Поделиться