ЙĔПРЕÇСЕН ЧЫСНЕ ÇŸЛТЕ ТЫТАТЬ
Çак кунсенче Йĕпреç поселокĕнчи Дзержинский урамĕнче пурăнакан Вера Семеновапа Александр Никитич Семеновсем ывăлĕ тăракан çар чаçĕн командирĕнчен çыру илнĕ. Мускав çар округне кĕрекен 62812 çар чаçĕн командирĕ С. Рыжков Денисăн ашшĕпе амăшне лайăх ывăл çитентернĕшĕн тав тунă. Пĕлтĕр çара кайнă Д. Семенов çур çул иртнĕ хыççăнах гварди сержант ятне тивĕçнĕ. Вăл кăçалхи çу уйăхĕнче пĕрлехи хăрушсăрлăх килĕшĕвне кĕнĕ çĕршывсен вăйĕпе ирттернĕ çар вĕренĕвне хутшăннă. Унта хăюлăхпа хастарлăх, пуçарулăхпа пĕлÿ кăтартнăшăн А. Меркурьев гварди генерал-лейтенанчĕ ăна тав тунă. Денис Семенова çавăн пекех “Хĕç-Пăшаллă Вăйсен отличникĕ” паллă панă.
Денис Семенов пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче 18 çул тултарнă. Вăл ун чухне Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ. Çул çитсен, салтака хăй ирĕкĕпе кайнă. Йĕпреç каччи ятарлă батальон разведкинче, гранатометчик. Çарта хăйне лайăх енчен кăтартать. Шкулта спортпа туслă пулни ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшать. Хăй вăхăтĕнче вăл Йĕпреçри искусствăсен шкулĕнче ÿкерес ăсталăха туптанă. Каччă хăйне лайăх енчен кăтартнăран тăван тăрăхра икĕ хутчен отпускра пулма та ĕлкĕрчĕ.