Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

РАÇÇЕЙ ЧЕМПИОНАТНЕ ХУТШĂННĂ

Пучинкери вăтам шкулăн 10-мĕш класĕн-че вĕренекен Алина Иванова кăçал 60 килограмлă виçере тупăшакансем хушшинче 24 килограмлă кире пуканне йăтассипе пысăк çитĕнÿ турĕ. Дон çинчи Ростов хулинче Раççей кубокне тивĕçессишĕн йĕркеленĕ турнирта чăваш хĕрĕ бронза медаль çĕнсе илчĕ. Çак кунсенче Ростов облаçĕнчи Зерноград хулинче Раççейри кире пуканĕ йăтакансен чемпионачĕ иртрĕ. Унта Пучинке хĕрĕ те хутшăнчĕ. Ку хутĕнче призлă вырăна тивĕçеймерĕ пулин те, вăл хăйĕн рекорд-не çĕнетрĕ, пĕтĕмпе 173 очко пухса, тăваттăмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Çакна палăртмалла, Алина виççĕмĕш вырăна тухнă çĕнтерÿçĕне 2 очко кăна выляса янă.


13 сентября 2003
00:00
Поделиться
;