Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ХАЛĂХ ÇЫРАВНЕ АКТИВЛĂ ХУТШĂННĂШĂН - НАГРАДĂСЕМ

Виçĕмкун район администрацийĕн ларусен за-лĕнче 2002 çулхи юпа уйăхĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне (перепиçне) хастар хутшăннă çынсене савăнăçлă лару-тăрура Раççей Патшалăх статистика комитечĕн наградисене парса чысларĕç. Пухăннисем умĕнче малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев сăмах каларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пирĕн районта халăх çыравĕ ăнăçлă иртнĕ, халăх йышĕпе Йĕпреç Ен республикăра саккăрмĕш вырăн йышăнать. - Перепиç вăхăтĕнче çырав участокĕсенче ĕçлекенсен кăткăс условисенче вăй хума тиврĕ, - терĕ ЧР Патшалăх статистика комитечĕн председателĕ Ю. К. Марков. - Пĕлтерĕшлĕ ĕçе нумай яваплă çынсемпе çыравçăсем хăйсен сумлă тÿпине хыврĕç. Çакăншăн пысăк тав вĕсене. Юрий Климентьевич «2002 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале малтан район пуçлăхĕн Г. Р. Яковлевăн тата унăн çумĕсен В. Л. Михаликпа А. Н. Кузьминăн кăкăрĕсем çине çакса ячĕ. Çак наградăна ЧР Патшалăх статистика комитечĕн пирĕн районти уйрăмĕн аслă специалисчĕ Т. Г. Кондратьева, ытти çырав-çăсем - Т. В. Александрова, В. Н. Васильева, Т. П. Долгова, У. В. Краснова, Е. В. Максимова, Л. Ф. Петрова, Т. И. Сорокина, Л. И. Степанова, С. Н. Федоров, Н. В. Фельдман, А. Н. Шибаева, З. С. Янюшкина тивĕçнĕ. Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура халăх çыравĕн-че тивĕçлĕ тÿпе хывнă 55 çынна Раççей Патшалăх статистика комитечĕн кăкăр çине çакмалли «2002 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх


13 сентября 2003
00:00
Поделиться
;