паттăрлăх урокĕсем
Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче, эрнекун, пирĕн республикăна Чăваш Ен тăрăхĕнче çуралса ÿссе çитĕннĕ, хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнакан çар çыннисен, Офицерсен пухăвне пĕрлешсе тăракан ентешĕмĕрсен пысăк ушкăнĕ килсе çитнĕ. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н. Партасова, правительствăн ытти членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕ А. Аксаков тата ыттисем йышăннă, тĕлпулу йĕркелесе ирттернĕ. Ун хыççăн ентешĕмĕрсем Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă, Шупашкарти В. Чапаев, Шуршăлти космонавтика музейĕсенче пулнă. Ĕçлĕ çулçÿревĕн пĕрремĕш кунĕ савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ тĕлпулу каçĕпе вĕçленнĕ, унта республикăн районĕсенчен килнĕ делегацисем, районсенчи çар комиссариачĕсен, шалти ĕçсен пайĕсен представителĕсем хутшăннă.
Тепĕр кунне, шăматкун, Офицерсен пухăвĕн членĕсем, хăй вăхăтĕнче Йĕп-реçри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Мускав çар округĕн прокурорĕнче тăрăшакан юстицин генерал-лейтенанчĕ А. Н. Вертухин тата Дубравный поселокĕнчен тухнă М. Н. Алимов пĕр-ремĕш рангри капитан пирĕн района килсе курчĕç, шкулсене çитсе вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç, паттăрлăх урокĕсем ирттерчĕç.
Чи малтанах хаклă хăнасем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Г. Р. Яковлевпа, районти çар комиссарĕпе С. А. Марковпа, шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕпе В. А. Михайловпа тата районти вĕрентÿ управленийĕн ертÿçипе А. А. Николаевпа пĕрле Пучинкери вăтам шкула çитрĕç, аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Нумай награда çакнă çар тумĕллĕ çынсем пырса кĕрсен зал чаплăн çуталса кайнăн туйăнчĕ. Ытла та илемлĕ сăн параççĕ-çке çынна çар тумĕсем. Хăнасене ачасем ура çине тăрса кĕтсе илчĕç.
Тĕлпулăва шкул директорĕ З. Ю. Кузьмина уçрĕ, пухăннисене аякран тата районтан килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Унтан А. Н. Вертухин сăмах илчĕ. Вăл Йĕпреçре иртнĕ ачалăхĕ çинчен, пурнăç картлашки тăрăх улăхнă вăхăтсене аса илсе каласа пачĕ. «Ĕмĕтленнинчен нихăçан та пăрăнман эпĕ, сире те çавнах сĕнетĕп, - терĕ Александр Николаевич итлесе ларакан çамрăксем çине пăхса. - Нимĕнле йывăрлăхран та хăрама кирлĕ мар, çирĕп кăмăллăн та çĕнтерÿллĕн пăхмалла малашлăха».
Чăн та, çавăн пек малĕмĕтлĕ çынсем кăна хăйсем умне лартнă тĕллевсене çитме пултараççĕ. Пучинке тăрăхĕнче ÿсекен каччăсемпе хĕрсем хушшинче те сахал мар, паллах, ун пеккисем, çар çынни пулма ĕмĕтленекенсем те пурах ĕнтĕ. Шăпах вĕсене интереслентерекен ыйтусем çине хуравларĕç хăнасем.
Пĕрремĕш рангри капитан М. Н. Алимов та хăйĕн кун-çулне тепĕр хут йĕрлесе тухрĕ, нумай кăткăс самантсене аса илчĕ. «Хĕсметре пулни - пурнăç шкулĕ витĕр тухнипе пĕр танах, - терĕ хăйĕн сăма-хĕнче Михаил Нурулович, - çар службинче тăнă çамрăксем пурнăçа тĕрĕс хаклама пĕлеççĕ, çартан каччăсем лайăх специальноç илсе таврăнаççĕ».
Хăвăрт вĕçсе иртрĕ тĕлпулу вăхăчĕ, хăнасем ытти шкулсене çитме васкарĕç, пучинкесем вĕсене усăллă та кирлĕ тĕлпулушăн тав туса ăшшăн ăсатса ячĕç.
Йĕпреçри иккĕмĕш вăтам шкулăн аслă класĕсенче вĕренекенсем кăнтăрла çитеспе ларусен залне пухăнчĕç. Кунта шкула хаклă хăнасем - Офицерсен пухăвĕн членĕсем килнĕ ятпа тĕлпулу иртрĕ. Ăна тивĕçлипех çарпа патриотла воспитани темипе ирттернĕ урок тесе хаклама пулать. Шкул директорĕ Д. С. Елизаров хамăрăн мухтавлă ентешсемпе: Мускав çар округĕн прокурорĕпе А. Н. Вертухинпа тата пĕрремĕш рангри капитанпа М. Н. Алимовпа паллаштарчĕ. Вĕсемпе пĕрлех шкула район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев, çар комиссарĕ С. А. Марков, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В. А. Михайлов, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ А. А. Николаев килчĕç.
Мускав çар округĕн прокурорĕ, юстицин генерал-лейтенанчĕ А. Н. Вертухин хăйĕн сăмахĕнче Раççей çарĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Мускав çар округĕнче хĕсмет ирттерекен çамрăксем хăйсен итлеслĕхĕпе, тÿрĕ кăмăллăхĕпе ырă ята тивĕçеççĕ. Аслисен традицийĕсене çÿлте тытаççĕ. «Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем шкул сакки çинче çитĕнеççĕ, - терĕ хаклă хăна. - Эсир тăрăшса вĕренни, аçăр-аннĕрсен сăмахĕсене итлени сире малашлăхра пысăк пулăшу парĕç. Сывлăхлă ÿсĕр. Сывлăх пулмасан хăвăрăн тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме йывăр пулĕ. Халĕ сире вĕренме, канма, физкультурăпа спорта хутшăнма тивĕçлĕ условисем туса панă. Программăсене алла илес ĕçре çĕнĕ меслетсемпе усă куратăр. Республикăри шкулсене компьютеризацилесси анлă сарăлнă».
Çарпа патриотла воспитани парасси те юлашки вăхăтра начар мар пулса пыни куçкĕретех. Пирĕн республикăран салтак ретне тăракансем хушшинче хĕсметрен пăрăнакансем çукпа пĕрех. Вĕсем командирсен хушăвĕсене пурнăçлама тÿрĕ кăмăлпа хутшăнаççĕ.
Александр Николаевичăн икĕ ачи те ашшĕ çул-йĕрнех суйласа илнĕ-мĕн. Асли хальхи вăхăтра Иркутскри çар гарнизонĕнче ĕçлет, кĕçĕнни Раççейри право пĕлĕвĕсен академийĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренет. «Сирĕн хушăра та хăйсен пурнăçĕсене Раççей çарĕпе çыхăнтарас шутлисем пур ĕнтĕ. Çитĕнсе çитнине пĕлтерекен аттестат илнĕ хыççăн аслă çар вĕрентÿ заведенийĕсене ним шикленмесĕрех кайса кĕме пултаратăр. Пирĕн ентешсем хушшинче генералсем те, адмиралсем те, паллă çар начальникĕсем те сахал мар. Сирĕн вара вĕсен эстафетине малалла илсе пымалла пулать».
Пĕрремĕш рангри капитанăн М. Н. Алимовăн сăмахне те тимлĕн итлерĕç вĕренекенсем. Михаил Нурулловичăн ачалăхĕ Йĕпреçре, Черноречка микрорайонĕнче иртнĕ-мĕн. Вăл пĕрремĕш класа иккĕмĕш вăтам шкула çÿренĕ. «Маншăн пĕрре-мĕш тинĕс» Хурашыв пĕви пулнă, - терĕ вăл. - Эпĕ кунта шыва кĕнĕ, ÿт-пĕве пиçĕхтернĕ. Тинĕс-Çар флотне суйласа илесси ăнсăртран çыхăнман. Шкулта чухнех совет морякĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ çинчен çырнă кĕнеке нумай вулаттăм. Тинĕс-çар училищине пĕрремĕш çулах кĕреймерĕм пулин те, пуçăма усмарăм. Тăрăшсах, çине тăрсах хатĕрлентĕм курсантсен çемйине лекме. Ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртрĕм-кĕртрĕмех. Тĕрлĕ карапсем çинче пултăм, походсемпе рейдсене тухрăм. Чикĕ леш енчи çĕршывсене те çитсе куртăм. Анчах та манăн асăмран тăван тăрăх, Хурашыв нихăçан та тухман».
Михаил Нуруллович халĕ Мускавра, Тинĕс-Çар Флочĕн тĕп управленийĕнче уйрăм пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлать. Çак управлени пуçлăхĕн çумĕнче пирĕн ентешех ĕçлет иккен. Комсомольски районĕнчи Шурут-Нурăс ялĕнче çуралса ÿснĕ В. А. Ильин вице-адмирал, шел пулин те, Шупашкара килеймен, ăна нумай пулмасть путнă шывай киммин ĕçне-хĕлне тĕпчеме янă-мĕн.
Вĕрентекенсем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев та тухса калаçрĕ, районта Чăваш Ен Президенчĕ йышăннă «Çĕнĕ шкул» программа мĕнле пурнăçланнине тĕслĕхсемпе çи-рĕплетсе пачĕ.
Вăтам шкул директорĕ Д. С. Елизаров хăнасене коллективăн паянхи ĕçĕ-сем çинчен каласа пачĕ. «Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче алла аттестат илнисенчен 16-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене, 22-шĕ учи-лищĕсемпе техникумсене кайса кĕнĕ, - пĕлтерчĕ вăл.
Хăнасем ачасемпе педагогсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунса сывпуллашрĕç шкулпа. Вĕсем район центрĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çул тытрĕç. Асăннă шкул директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Е. П. Павловпа педагогсен ушкăнĕ Офицерсен пухăвĕн членĕсене тата вĕсемпе пĕрле çÿрекенсене тÿрех ларусен залне чĕнчĕç. Кунта ачасемпе вĕрентекенсем кăна мар, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Японие хирĕç пынă çапăçусенче пулнă ветерансем те пур иккен. Вĕсем ачасемпе Паттăрлăх урокĕ ирттернĕ.
А. Н. Вертухин 1972 çулта çак шкултан вĕренсе тухнă. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе вăл халĕ те час-часах тĕл пулса тăрать иккен. Вĕренÿри манăçми çулсене, çирĕп пĕлÿ парассишĕн ырми-канми ĕçленĕ педагогсене аса илчĕ Александр Николаевич, вĕсене чун-чĕререн тав турĕ.
А. Н. Вертухинпа М. Н. Алимов Раççей çарĕн, Тинĕс-Çар Флочĕн паянхи пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç, вĕренекенсемпе фронтовиксен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Шкул директорĕ Е. П. Павлов хаклă хăнасене чун-чĕререн тав турĕ, вĕсем ÿлĕмрен те шкула килсе çÿрессе, ачасемпе çар тата патриотла темăсем тăрăх калаçусем ирттерессе шанса тăнине палăртрĕ.
М. Н. Алимов район администрацийĕн пуçлăхне Г. Р. Яковлева моряк тельняшкипе пилотка парнелерĕ. Геннадий Романович мухтавлă ентешсене Чăваш Ен çинчен кăларнă фотоальбомсем пачĕ. «Тăван тăрăха тăтăшах килсе çÿрĕр», - сĕнчĕ вăл юлашкинчен.
Йĕпреç çĕрĕ çинче иртнĕ тĕлпулу хăнасем Чăваш наци музейĕн Йĕпреçри уйрăмне çитсе курнипе вĕçленчĕ.