ЧУКУН ÇУЛ «ÇАМРĂКЛАНАТЬ»
Вăхăт иртсе пынă май, чукун çул та «ватăлать» иккен. Çавна май ăна та «косметика» енчен çĕнĕ сăн пани кирлĕ. Горький чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕн Канаш хулинчи 205-мĕш номерлĕ çул-йĕрпе машина станцийĕ, тĕпрен илсен, çак тĕллеве пурнăçа кĕртессипе ĕçлет те. Акă, авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче çак станцире ĕçлекенсен йышлă ушкăнĕ - пĕтĕмпе 80 çынна яхăн - Йĕпреçри чукун çул станцине килсе çитрĕç.
Çийĕнчех ĕçе кÿлĕн-чĕç вĕсем. Ĕç калăпăшне малтанах палăртса хунă, малтанхи кун Йĕпреçри вокзал тĕлĕнчи кивĕ çула сÿтсе илмелле (вăл 1 çухрăм та 100 метр тăршшĕ), иккĕмĕш кун пушаннă вырăна çĕнĕ рельссем сарса тухмалла. Рабочисене çак ĕçе пурнăçлама пĕрремĕш ху-тĕнче 6 сехет, иккĕмĕшĕнче 8 сехет вăхăт панă.
Вĕсем хăйсен тĕллевне ĕçпе çирĕплетрĕç. Акă мĕн каласа панă пирĕн корреспондента 205-мĕш номерлĕ çул-йĕрпе машина станцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Виталий Николаевич Алексеев: «Рабочисен хастарлăхĕ пысăк пулчĕ. Вĕсем вăхăта пĕрминут та сая ямарĕç. Кашниех хăй ăçта ĕçлемеллине пĕлни, пурне те кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни, ĕçсен пысăкрах пайне механизмсем пулăшнипе туни усса кайрĕ. Чукун çул çинчи рельссене улăштарнă вăхăтра та тепловозсем çÿрессине чармарăмăр. Пĕр хушă кăна, темиçе сехетлĕхе, вĕсен чарăнса тăмалла пулса тухрĕ».
Халĕ Йĕпреç - Канаш чукун çул тăршшĕпе тенĕ пекех çĕнĕрен улăштарнă рельссем. Шпалĕсем те пĕтĕмпех тимĕр-бетонран. Вĕсен ĕмĕрĕ вăрăм пуласси иккĕлентермест. Çĕнĕ çул тăрăх унчченхинчен чылай ытларах груз тиенĕ составсем ним шиксĕрех иртсе çÿреме пултараççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем çул çинче ытти чухнехинчен сахалтарах вăхăт ирттереççĕ. Апла-тăк, çул шанчăклăхĕ темиçе хут ÿсрĕ.
Экономика реформисем çул-йĕр çинче ĕçлекенсене те чăрмав хыççăн чăрмав кÿреççĕ. Апла пулин те, вĕсем палăртнă тĕллевсене ĕçпе çирĕплетсе пыни куçкĕретех. Финансăн шанчăклă çăлкуçĕсене те тупаççĕ.