КАÇАЛĂКА МАТТУРРИСЕМ КАТАÇÇĔ
Йывăррăн пырать кăçалхи вырма. «Хир карапĕсене» уя илсе тухнăранпа виçĕ эрне патнех иртсе кайрĕ пулсассăн та, халлĕхе районăн тырпул каçалăкĕ çурри те катăлман. Вăхăт кĕркунне енне сулăнчĕ. Çакă вара ял çыннине пушшех те васкамалли çинчен астутарать.
Ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнчен пуçласа специалистсем таранах колхозсенче пулма тăрăшаççĕ хальхи вăхăтра. Хăш-хăш кун икĕ-виçĕ хутчен те тухма тивет. Хирте мĕн çитĕнтернине ăнăçлă пухса кĕртмесĕр вĕсем те ял çыннисемпе пĕрлех канăçа тупаймĕç.
Ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе А. Н. Кузьминпа тĕл пулсан, пирĕн калаçу вырмапа çыхăннă ыйтусем тавра йĕркеленсе пычĕ. Ытти чухнехи пек савăк кăмăллă мар паян Алексей Никитич. Пресс-центр пĕтĕм-летнĕ кăтартусемпе паллаштаракан сводкăна мана сĕннĕ май, вăл çапла каларĕ: «Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне тĕштырăсемпе пăр-çа йышши культурăсем йышăннă лаптăкăн çуррине ытла çапса тĕшĕ-ленĕччĕ. Йĕтемсем ылтăн пуянлăхпа тулнăччĕ. Пÿлмене паха тырă татти-сыпписĕрех кĕртнĕ. Кăçал - урăхла тĕслĕх...»
Çапла, лару-тăру çи-вĕч те кăткăс пулни цифрăсемпе паллашмасăрах лайăх курăнать. Каçалăксем вăрах катăлса пынăшăн вырмаçăсене айăплама сăлтав çук. Хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тăваççĕ вĕсем. 90 процента яхăн кивелсе çитнĕ техникăпа ĕçлекенсене тÿ-сĕмлĕ те чăтăмлă пулнăшăн мухтамалла та. Акă, Калинин ячĕллĕ ЯХПКри комбайнерсем, çанталăк тата реформăсем кăларса тăратнă пăтăрмахсене парăнмасăр, уй-хирте çаврăм хыççăн çаврăм тă-ваççĕ. Александр Лазаревпа Анатолий Никитин тата Андрей Потаповпа Вениамин Петров вырмаçăсем - районта малтисем. Вĕсем паянхи куна çитсе 2-шер пин тонна ытла тырă çапса илнĕ. Тупăшура çавăн пекех «Красный партизан», «Красный фронтовик», Ленин ячĕллĕ, Ильич ячĕллĕ хуçалăхсенчи комбайнерсем хăйсен хастарлăхĕпе палăраççĕ. Кашни хуçалăхрах пур вĕсем, çакăн пек хастар çынсем. Правленисен çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ майпа хавхалантарса пырсан тем пекех аван пулмалла та... Каллех манăçа тухнă ырă йĕркесене аса илес килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче тырпул пухса кĕртме хутшăнакансене еплерех чыслатчĕç! Виçĕ кунра пĕрре пĕтĕм-летсе тăратчĕç кăтартусене, мала тухакансене куçса çÿрекен вымпелсем, укçан преми паратчĕç. 1000 центнер тырă çапса илсен, комбайн бункерĕ çине çăлтăр ÿкерсе хуратчĕç. Техника паркĕ е правлени умĕнче вăл е ку ĕç паттăрĕ ячĕпе Ĕç Мухтавĕ ялавне çĕклетчĕç, кун пирки вырăнти радиоузелпа пĕлтеретчĕç, стена хаçатĕнче çыратчĕç т. ыт. те. Хирте тар тăкса ĕçлекене паян темшĕн-çке асăрхамастпăр эпир. Вăл пур, çакна пĕлсе-курса тăнă çĕртех, каçалăк умне тăрать. Район администрацийĕ ĕçре пысăк çитĕнÿ тăвакансене юлашкинчен хавхалантарма хушма мерăсем палăртнă-ха, ку - лайăх, анчах вырман уйрăм тапхăрĕсенче мала тухса пыракансене те чысласси тĕпре пултăрччĕ ÿлĕмрен. Кун валли укçи-тенки те ытлашшиех кирлех те мар та. Тырпул ăстисене асăрхама пĕлни унăн кăмăл-туйăмне çĕклеме кăна пулăшĕччĕ.
Районти уй-хирсем тăрăх çаврăнсан, çакна курма пулать: ĕнер çеç сап-сарă хумсене чуптарнă уйсем пĕчĕккĕн пулин те, пушанса пыраççĕ. Вырма агрегачĕсем кайнă хыççăн хире сухаçăсем пырса кĕреççĕ. Хуратнă лаптăксен калăпăшĕ те ÿсĕнет. Ку енĕпе «Красный партизан» колхоза палăртмасăр иртме çук. Валерий Николаев ертсе пыракан звено питĕ тăрăшуллă. Сухаçăсен районти ăмăртăвĕнче малтанхи кунсенченех пучинкесем малти вырăна тытса пыни ăнсăртран мар. Нумай пулмасть Валерий Николаевпа хăйĕнпе курса калаçма тÿр килчĕ.
- Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси малтан пăхнă пекех пулса пырать, - пĕлтерчĕ Валерий Юрьевич. - Пушаннă анасене вăхăтра сÿрелетпĕр. Пахалăх та тивĕçлĕ шайра. Кунсăр пуçне «Дружба» хуçалăха та пулăшатпăр.
Пучинкесем кĕракинче те пуçаруллă. Кăçалхи тырпул шăпине татса парассишĕн тăрăшнипе пĕрлех çитес çулхи тухăç çинчен те паянах шутлаççĕ.
Кăçал пилеш ăнса пулчĕ. Апла-тăк, çитес çул кĕр тыррисем тухăçлă çи-тĕнес шанчăк пур. Пирĕн тăрăхра вĕсем кирек хăш çул та начар ÿсмен. Кăçал, районти агрономи службин ертÿçи О. А. Новиков каланă тăрăх, районăн кĕрхи тырăсен уйĕ 2600 гектартан кая мар пулмалла. Тĕллеве ĕçпе çирĕплетесчĕ, кĕракине вăхăтра, лайăх пахалăхпа вĕçлесчĕ. Хамăрпа кÿршĕллĕ Пăрачкав районĕнче те, ав, кĕрхи тулăпа кĕрхи ыраш йышăнакан лаптăка çултан çулах ÿстереççĕ. Эпир вĕсенчен кая-им;..
Хĕрÿ тапхăрта хуçалăхсен ертÿçисене те ĕç пÿлĕмĕнче тытма çук. Вĕсем тырпулшăн сарăлнă кĕрешĕвĕн тĕп штабĕнче - хирте тата механизациленĕ йĕтемсем çинче пулма тăрăшаççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ çĕре тухса çÿреççĕ. Вырăнта ларнипе нимĕн те тăваймăн паян: çунтармалли-сĕр-мелли япаласем çитменни «ура хурасшăн». Пус çумне пус хушса тенĕ пек, вĕсене унтан-кунтан туянма тивет.
Йывăр, питех те кăткăс лару-тăрура иртет кăçалхи ĕççи. Унта хутшăнакан кашни çынах - вырмаçă-и, сухаçă-и вăл - чун-чĕререн тухакан тав сăмахне тивĕçет.