Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

Геннадий ПЕТРОВ: «ЯЛСЕНЕ ГАЗ ÇИТЕССИ ПИРКИ ИККĔЛЕНŸ ПУЛМĔ»

Çармăс тăрăхĕ район центрĕнчен нумай çухрăм аякра, вăрман варринче вырнаçнă. Вунă çул каялла кунта пурăнакансем хăйсем патне çутçанталăк газĕ çитессе тĕлленмен те. Çав вăхăтра газ çулне хĕрсех Эйпеç, Пучинке, Чăваш Тимеш ял администрацийĕсен территори-йĕнче хывнă. Унтанпа районта газификаци енĕпе нумай улшăну пулса иртрĕ. Ялсене «кăвак çулăм» илсе пырасси куллен вăй илсе пырать. Акă, Ирçе Çармăс ял администрацийĕнче паянхи кун тĕлне «Волгогазстрой» акционерсен хупă общест-вин ĕçченĕсем нумай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Çак сумлă организацин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе унăн директорĕпе Г. М. Петровпа ирхине ирех ĕç пÿлĕмĕнче тĕл пулма тиврĕ. Кайран ăна тытма йывăр. Пирĕн калаçуччен Геннадий Михайлович хăйĕн яваплă çыннисемпе паян пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ, унтан газификаци ыйтăвĕпе килнĕ вырăнти ертÿçĕсене тата уйрăм граждансене йышăнчĕ. - Каçарăр, - терĕ Г. Петров директор килнĕ çынсенчен пушансан, - пирĕн Президент республикăра газ кĕртес ĕçе 2 çулта вĕçлеме палăртнă хыççăн вăхăт çанă тавăрса ĕçлеме хистет. «Пирĕншĕн паян кашни кун хаклă. «Волгогаз-строй» коллективĕ кăçал палăртнă ĕç калăпăшне туллин пурнăçласси пирки иккĕленÿ çук манăн. Çак кунсем тĕлне эпир 26 çухрăм газ пăрăхĕ хывнă, çутçанталăк ырлăхне кĕртме 240 çуртра монтаж ĕçĕсем тунă, вĕсенчен чылайă-шĕнче «кăвак çулăмпа» усă кураççĕ, 70 çуртра ăшă системине вырнаçтарса панă, виçĕ ГРП туса пĕтернĕ т. ыт. те. Пирĕн тĕп тĕллев - Çармăс, Шепекеч, Çĕнĕ Выçли çыннисене кăçал газлă тăвасси. Пирĕн калаçу нумая пымарĕ, Геннадий Михайлович васкавлăн ĕçпе Мари Эл Республикине тухса кайрĕ. Эпир А. Ф. Никитин прорабпа газификаци объекчĕсене çул тытрăмăр. Андрей Федорович тытса пыракан УАЗ автомашина Чăваш Çармăса илсе çитерчĕ. - Çак яла çутçанталăк газĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратран килет. Унтан ял хĕррине çити 8,6 çухрăм газ пăрăхĕсем хывнă. Халĕ «Волгогаз-строй» ĕçченĕсем кунти урамсенче вăй хураççĕ. Андрей Никитин прораб çакăн пек цифрăсемпе паллаштарчĕ: Чăваш Çармăса газ валеçекен пункт ĕçе кайма хатĕр, Сад урамĕнче çак кунсем тĕлне 800 метр газ пăрăхĕ хывнă, 19 çурта газ кĕртме хатĕрленĕ, 9 çуртра монтаж ĕçĕсем тунă. Çак урамра пурăнакансем Сергей Паскарь экскаваторщик тата Николай Воробьев слесарь ĕçне тимлĕн сăнаççĕ. Эпир пынă кун та газ пăрăхĕсене хывма чавнă траншея умĕнче 4-5 хĕрарăм сăмах ваклатчĕç. - Хăвăр киле газ килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕр пулĕ; - ыйтрăмăр вĕсенчен. - Питĕ кĕтетпĕр. Пуçлăхсем кăçалах пулать тесе шантараççĕ-ха. Çавăнпа кăмака хутма вутă-шанкă та хатĕрлеме тăхтатпăр, ав, - терĕ çамрăкраххи. Кинемейсем вара прораба курсан, хăйсен ыйтăвĕсемпе сырса илчĕç. Пĕрне, сăмахран, пÿрте пыракан полиэтилен пăрăха çĕр ăшне хума траншейăна мĕн тарăнăш тата ăçта çити чавмаллине ыйтрĕ. Тепри вара те шÿтлесе, те иккĕленсе çапла каласа хучĕ: «Газĕ Мăрата та çитмен, теççĕ». - Пирĕн килсене газ çитесси пирки иккĕленÿ çук, - татăклă сăмах хушрĕ А. С. Лепешкин ветеран, тăван хуçалăхра нумай çул тракторист пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер. «Волгогазстрой» АХО туса лартнă иккĕмĕш ГРП Ирçе Çармăсри кил-çуртсене çутçанталăк газĕпе тивĕçтерсе тăрĕ. Подрядчиксен тепĕр ушкăнĕ çак ялăн Шкул урамĕнчи юлашки çурта газ кĕртме монтаж ĕçне пурнăçлатчĕ. Владимир Петров водитель (вăлах оператор та) тата Андрей Тихонов слесарь полиэтилен пăрăха ятарлă аппаратпа сыпăнтарнине кăсăклансах пăхса тăтăмăр. Çак аппарат компьютер евĕр ĕçлет иккен. Францире туса кăларнăскер. Ун пек оборудовани республикăра иккĕ е виççĕ анчах-мĕн. Владимир Николаевич çак урамра пурĕ 10 çурта газ кĕртме монтаж ĕçĕсем туни çинчен пĕлтерчĕ. Çак организацире вăл ăна йĕркеленĕренпех вăй хурать, квалификациллĕ специалист, наставник. Ун пек ĕçченсемпе ĕç кал-кал пырать çав. Буинска çутçанталăк ырлăхĕ çитнĕренпе чылай вăхăт ĕнтĕ. Поселокри урамсене газ пăрăхĕсем хывассипе «Волгогазстрой» АХО пысăк тÿпе хывнă. Паянхи кун пурĕ тăватă çухрăм ытла тăршшĕ тăсăлать газ трасси. Тĕслĕхрен, Калинин урамĕнче 1600, Лесная тата Ленин урамĕсенче 2500 метр чухлĕ хывнă. Кăçал поселокра 500 метр пăрăхсем хунă, шкул котельнăйне ĕçлеме, 25 çурта газ кĕртме хатĕрлесе çитернĕ. «Волгогазстрой» ĕçченĕсем уйрăм çынсене ăшă системине тума пулăшаççĕ, урамра хывнă пăрăхсене сăрлаççĕ. Акă, Юрий Волков газоэлектросварщикпа Николай Кузнецов слесарь çак кунсенче Лесная урамри 25-мĕш çуртра монтаж ĕçĕсем пурнăçларĕç. Килхуçи Н. Солдатов ветеран вĕсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Ăшă системине вырнаçтарнăшăн организаци хаклă ыйтмасть иккен. Александр Ергаевпа Владимир Семенов слесарьсен те, Николай Лаврентьев водителĕн те поселокра пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк. Питех те шел, поселокра уйрăм çуртсене газ кĕртме кăмăл тунă çынсен хисепĕ пĕчĕк. Çакă вырăнти влаç çителĕксĕр ĕçлени çинчен калать. Поселок администрацин ÿрĕк-сÿрĕклĕхне пула пĕр-пĕр объект проектне е ытти документсене хатĕрлесси вăраха тăсăлнă тĕслĕхсем тăтăшах пулкалаççĕ. Шепекечре те газ çулне хывма полиэтилен пăрăхĕсемпе усă кураççĕ. Паянхи куна кунта çак ĕçе 3100 метр чухлĕ пурнăçланă. Çĕнĕ Выçли патне хывнă 4100 метр трассăна патшалăх комиссийĕ йышăннă ĕнтĕ. ГРП туса лартнă, урамсенче 2 çухрăм чухлĕ газ пăрăхĕсем хывма пултарнă. Пĕтĕмлетсе каласан, «Волгогазстрой» коллективăн паян пĕр канăç çук. Кăçал организацин ĕç калăпăшĕ ытти çулхисенчен темиçе хут та ÿсĕ. Кунти ĕçченсен хастарлăхĕ пысăк, кашниех хушнă ĕçре хăйне яваплă тытни сисĕнет. Г. Петров директор кашнинех ырăпа асăнчĕ. Сăмахран, Евлампий Филиппов, Анатолий Кузнецов, Василий Михайлов газосварщиксем уйрăм çуртсене газ кĕртес тĕлĕшпе вăй хураççĕ, Василий Иванов, Валентин Ядрицов электросварщиксем вара килсенче ăшă системи вырнаçтарса парассипе «специализациленнĕ». «Коллективри 40 ытла çынран 14-шĕ организацие никĕсленĕренпех тăрăшса та тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ», - терĕ Геннадий Михайлович. Вăл сывпуллашас умĕн çак хыпара пĕлтерчĕ: çак кунсенче «Волгогаз-строй» Огонекпа Тымара газ хывас ыйтупа ĕçлеме пуçăннă: процентпа смета докуменчĕсем те, стройматериалсем те, оборудовани те хатĕр. Асăннă поселоксене газ пăрăхĕсем хывас ĕçе малтан урăх подрядчика сĕннĕ пулнă, анчах вăл темиçе уйăх иртсе кайсан та ĕçе пуçăнайман. Тепĕр хут ирттернĕ конкурсра çак объектсене Г. М. Петров ертсе пыракан организацие шанса панă.


20 августа 2003
00:00
Поделиться