Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

П. В. СЕМЕНОВ:«ТĔЛЛЕВ ĔМ - ХАЛĂХШĂН, ЧĂВАШ ЕНШĔН ĔÇЛЕССИ»

Павел Владимирович Семенов Канаш хулинче 1976 çулта çуралнă. Экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, “Волга Роснефтетранс” ОООн тĕп директорĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, президиум членĕ, парламентăн çамрăксен палатин ертÿçи, республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ. Авланнă, икĕ ывăл ÿстерет. - Павел Владимирович, Сирĕн пирки эпир иртнĕ çулта кăна пĕлтĕмĕр. Ун чухне Эсир Патшалăх Канашĕн депутатне ытларах сасă пухса суйлантăр. Хальхи вăхăтра Эсир - республикăра лайăх пĕлекен тата çынсем хисеплекен политик. Ахаль çынсем Сире шанаççĕ, ĕç тăвакан влаç Сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илет. Кĕске вăхăт хушшинче çакăн пек ÿсĕм тума мĕн пулăшрĕ-ха; - “Ÿсĕм” тенине кашни çынах хăйне май ăнланать. Маншăн вăл - юратнă ĕç, çемье татулăхĕ. Чи кирли вара - çынсене пулăшса пыни. Атте-анне çапла воспитани парса ÿстернĕ мана. Атте ман - чăваш çемйинчен тухнă çын. Нихăçан та ĕçрен хăраса тăман. Вăл пурне те тума пĕлет, темиçе профессие алла илнĕ. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ, шанчăклă тăвать. Çавăншăн ăна пурте хисеплеççĕ. Вăл мана час-часах çакăн пек канаш паратчĕ: “Ывăл, эсĕ кирек ăçта çит, кирек кам пул, анчах та чи малтан çын пулма тăрăш. Пулăшу кирлĕ çынсем умĕнчен иртсе ан кай”. Атте сăмахĕсем маншăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăчĕç. Эсĕ пĕр-пĕр ăнăçу турăн пулсан, ыттисене ырлăх кÿресси çинчен те шутла. Эпир пурте пĕр йыш, пурте обществăра пĕр-пĕринпе çыхăнуллă пулнине туйса ил. Акă мĕншĕн эпĕ тунă ÿсĕм, предприяти тунă ÿсĕм манпа юнашар пурăнакан çынсем сывă, пĕлÿллĕ, кăмăл-сипет енчен пуян пулсассăн кăна чун-чĕрене çырлахтарма пултарать. Паян вăйсăр та хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă çынсене мĕнле тата кам шутĕнчен пулăшу памаллине лайăх пĕлетĕп эпĕ. Вĕсене депутат тата предприяти директорĕн тивĕçĕсене пурнăçа кĕртсе пынă май пулăшу паратăп. Çынсене улталама çук. Эпĕ çав пулăшăва таса чун-чĕререн панине вĕсем лайăх ăнланаççĕ, хăйсен туйăмĕсене уçса параççĕ. Ентешĕмсен хÿтлĕхне пула хамăн вăй-халăм хушăннине туйса тăратăп. Çак килĕшÿллĕ çыхăну пурри пулăшать те мана тухăçлă ĕçлесе пыма. - Хăш-хăш депутатсем хăйсен суйлавçисем умне çулталăкра пĕр-иккĕрен ытла тухмаççĕ. Классик каланипе килĕшмеллех. Чăнах та, “вĕсем халăхран питĕ инçетре”. Эсир вара республикăри районсене тăтăшах тухса çÿретĕр. Сирĕн предприятие массăллă информаци хатĕрĕсем социаллă программăсен лидерĕ тесе калаççĕ. Кун пирки вулакансене тĕплĕнрех каласа параймăр-ши; - Эпир республикăри районсенче ĕçе кĕртме темиçе программа туса хатĕрленĕ. Тĕпрен илсен, вĕсем ачасене, çул çитмен çамрăксене тата ватăсене пулăшу-хÿтлĕх парассипе çыхăннă. Кашни çулах ача сачĕсене пысăк пулăшу паратпăр. Канаш хулинчи 2-мĕш номерлĕ ача сачĕн никĕсĕ çинче сывлăха çирĕплетмелли комплекс йĕркелерĕмĕр. Спортзала çĕнетрĕмĕр, гимнастика тумалли хатĕрсем, кĕрешекенсем валли матăсем вырнаçтарса патăмăр. Юнашарах - кану пÿлĕмĕ. Унта ача-пăча теттисем кăна мар, вăл - çутçанталăкăн чĕрĕ кĕтесĕ, сывлăша тасатса тăракан ятарлă лампăсемпех. Фитобарта ачасем тĕрлĕ сиплĕхлĕ курăксенчен хатĕрленĕ чей ĕçме пултараççĕ. Шкулсемпе пуçаруллă ĕçлесе пыратпăр. Пĕрремĕш класа каякансене портфельсемпе, шкулта кирлĕ ытти хатĕрсемпе тÿлевсĕр тивĕçтеретпĕр, вĕреннĕ вăхăтра вĕсене ытти енĕпе те пулăшатпăр. Вĕренекенсене çуллахи лагерьсене явăçтаратпăр, спорт инвентарĕ туянса паратпăр. Ачасене выляма ятарлă площадкăсем тăватпăр. 9-мĕш номерлĕ вăтам шкулти спорт залра кĕрешекенсен секцине уçрăмăр. Сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшса, кашни эрнерех тĕрлĕ ăмăртусем ирттеретпĕр. Культурăна аталантарас, сывлăха сыхлас ĕçсене те тивĕçлĕ тÿпе хыватпăр. Пирĕн предприяти Канаш хулин больницине реанимаци автомобилĕ парнелерĕ, вăл республикăн ытти районĕсене тухса çÿренине курма пулать. Халĕ наци культурине аталантармалли пысăк программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тимлетпĕр. Юлашки вăхăтра артистсем ялсене тухса çÿреймеççĕ. Малтан пулнă ырă йăласене манăçа хăвармалла мар. Акă, эстрада “çăлтăрĕсем” ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе тепĕр хут туллин паллаштарма пуçларĕç. Ку енĕпе те эпир хамăр пултарнă таран ĕçлетпĕр-ха. Ара, концерт-спектакль курма пурте Шупашкара кайса çÿреймеççĕ-çке. Халĕ артистсем хăйсем ял çыннисем патне кайма тытăнчĕç. Çывăх вăхăтрах вĕсем Чăваш Енĕн мĕнпур кĕтесĕсене çитĕç. - Политика деятелĕсенчен чылайăшĕ “яла ура çине тăратма”, “çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртме” шантараççĕ, ĕçĕ халлĕхе вырăнтан та тапранман-ха. Аграрлă тытăма малалла яма мĕн чăрмантарать тата яла йывăрлăхран кăларма пулать-ши; - Пирĕн республикăри ялхуçалăхне уйрăм пулăшу кирлĕ. Паян вăл пĕтĕм Раççейре туса илекен ялхуçалăх продукцийĕн 1 процентне парать. Ку вăл - япăх мар кăтарту. Анчах та татса памалли çивĕч ыйту çав-çавах нумай: техника парк-не çĕнетмелле, çĕрĕç культурине ÿстерсе пырас ĕçе укçа-тенкĕ сахал мар хывмалла, продукци тирпейлекен предприятисене реконструкци тумалла, туса илекен продукцие вырнаçтарма майсем тупмалла т. ыт. те. Пĕтĕмлетерех каласан, ялăн социаллă тата экономика аталанăвĕ пирки йышăннă Программăна ĕçпе çирĕплетмелле. Ял çыннисене ĕç укçи ытларах илме майсем туса пани, вĕсен пурнăçне çăмăллатса пыни кирлĕ. Вĕсем хăтлă çуртсенче пурăнччăр, вĕри шывпа, çутçанталăк газĕпе усă курччăр, тесе тăрăшмалла. Шăпах çак ыйтусене ăнăçлă татса парасси - манăн кулленхи ĕçĕмре чи кирли. Эпĕ предприяти ертÿçи тата Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тимлессине малти вырăна хуратăп. - Сирĕн малашнехи тĕллевĕрсем мĕнлерех; - Чăваш Ене питĕ юрататăп. Ĕçчен те ырă кăмăллă, тараватлă халăх пурăнать кунта. Пирĕн çĕр айĕнчи пуянлăх çук, апла пулин те республика малаллах аталанать. Районсене газ кĕртесси, çулсем хывасси, çуртсем тăвасси, шкулсене компьютерсемпе тивĕçтересси кал-кал пулса пырать. Манăн хамăн тăван çĕршывăм татах та хитререх пулнине, çынсем пуян та сывă, телейлĕ пурăннине курас килет. Çак вăхăт çывхартăр тесе, хам мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвасшăн. Анчах та пысăк тĕллевсене республика шайĕнче кăна пурнăçа кĕртме çук. Раççей Федерацийĕн шайĕнче çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Патшалăх Думине суйланакан депутатсем пирĕн халăхăн, тăван республикăн интересĕсене шанчăклăн хÿтĕлеме пултараççĕ. Шăпах Думăра яллă районсемпе пĕчĕк хуласене пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусене çĕклемелле. Яла укçа-тенкĕ ытларах уйăрса партарнипе кăна çырлахмалла мар, ăна мĕнлерех тăкакланине те тимлĕн тĕрĕслесе тăмалла. Республикăра пурăнакансенчен чылайăшĕ манăн шухăшсемпе килĕшнине эпĕ туйса тăратăп. Çакă мана ик хут ытларах вăй, хавхалану кÿрет. Манăн пĕтĕм тĕллевсем тăван республика ырлăхне çĕклессипе, ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатса пырассипе çыхăннă.


16 августа 2003
00:00
Поделиться