Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ПРЕЗИДЕНТ ПРОГРАММИ МĔНЛЕ ПУРНĂÇЛАНАТЬ

Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Н. Партасова тата Строительство, архитектурăпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В. Филатов Пăрачкав тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пулса газ кĕртекен объектсемпе паллашнă. Лару-тăрупа тĕплĕн кăсăкланнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен” ятарлă программине пурнăçа кĕртес ĕç хăшпĕр ра-йонта тĕллевлĕн пымасть. Сăмахран, Тăвай ра-йонĕнче газ кĕртекен подрядчиксемпе пĕр чĕлхе тупаймаççĕ-мĕн, Улатăрпа Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче пачах газ кĕртме пуçламан ялсем чылай, ытти хăшпĕр ра-йонта халăха çутçанталăк ырлăхĕпе тивĕçтересси вăрах пырать. Халлĕхе Канаш тата Шупашкар районĕсем кăна ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Йĕпреç тăрăхĕнче те тăрăшни куç умĕнче. - Пирĕн район газ кĕртес енĕпе малтисен шутĕнче пырать, - терĕ райадминистрацин строительство, коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр пайĕн газификаци енĕпе ĕçлекен инженерĕ И. Леонтьев. - Кăçал район территорийĕнче пурĕ 58,3 çухрăм газ пăрăхĕ хывма, 800 кил-хваттере “сенкер çу-лăм” кĕртме, 5 котельнăя (иккĕшĕ - Йĕпреç поселокĕнче) çутçанталăк газĕ çине куçарма палăртнă. Çичĕ уйăхра вара 30,898 çухрăм газ пăрăхĕ хывма ĕлкĕрнĕ, 180 çурта газ ил-се çитернĕ, пĕр котельнăя газификациленĕ. Çак тапхăрта асăннă ĕçсене пурнăçлама пурĕ 12633 пин тенкĕ хывнă. Курăнать ĕнтĕ, кун пек хăвăртлăхпа ĕçлесен çи-тес çул вĕçне районти ял-поселоксене газпа тивĕçтересси пирки иккĕленÿ пулмĕ. Президент программи вĕçлениччен пĕр çулталăк та пилĕк уйăха яхăн çеç юлчĕ. Çавна май вырăнти администраци пуçлăхĕсен подрядчиксемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, пулăшу парса тăмалла, пĕр-пĕр ыйтăва татса панă чухне сăлтавсăр тавлашусем пулмалла мар. Н. Партасова премьер-министр каланă тăрăх, программăна вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласси подрядчиксенчен те нумай килет. Пирĕн районта ку енĕпе, ытти тăрăхрипе танлаштарсан, газ кĕртекен организацисен пуçарăвĕ ĕçпе çирĕпленсе пырать. Çав вăхăтрах ĕçе самай йывăрлатмалли сăлтавĕ те пур. Уйрăмах кил-хваттерсене çутçанталăк ырлăхне илсе çитерессипе çанă тавăрса ĕçлемелле, ку енĕпе палăртнине иртнĕ 7 уйăхра 22 процент çеç пурнăçланă. Котельнăйсене газификацилессипе те хастарлăха чакармалла мар. Газификаци программине пурнăçа кĕртесси питĕ кăткăс та яваплă ĕç. Газ кĕртес енĕпе халăхăн та пуçаруллăрах пулмалла. Сăмах газ кĕртме паракан çăмăллатнă кредит илес ыйту пирки пырать. Халлĕхе ку енĕпе районта çителĕксĕртерех ĕçлет-пĕр. Çак ĕçри чăрмав паллă: халăхăн укçи-тенки сахал, çавăн пекех ялсенче кредит мĕн иккенне ăнланса илейменнисем те пайтах. Çавăнпа та вырăнти пуçлăхсен ăнлантару ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Вăхăчĕ çапла хистет.


13 августа 2003
00:00
Поделиться