Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

СТАДИОН ПАЛĂРМАЛЛАХ «ÇАМРĂКЛАНАТЬ»

Йĕпреçри тĕп стадион 1936 çулта ĕçе кĕнĕ. Пĕтĕм çĕршывĕпех ун чухне халăхăн анлă ушкăнĕсене физкультурăпа спорта явăçтарас юхăм сарăлса кайнă пулнă. Пирĕн районта та вăл хăйĕн çулне тупнă. Пĕрремĕш пилĕкçуллăх тапхăрĕн-че аталанма пуçланă предприятисенче ĕçлекенсем кану кунĕсенче çак стадионта тĕрлĕ ăмăртусем ирттернĕ. Олимпиадăсемпе спартакиадăсем йĕркелесси çавăн чухне вăй илнĕ. Тĕп стадионта чылай яш-кĕрĕм хăйĕн кĕрешес-тупăшас кăмăлне çирĕплетнĕ, ăсталăхне туптанă. Хыркассинче çуралса ÿснĕ, “Кооплеспром” пĕрлешÿре спорт инструкторĕнче ĕçленĕ Тимофей Петров, çĕршывăн пулас чемпионĕ, çакăнта хăйĕн малтанхи çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. Шăрттан хĕрĕ Клавдия Пашкова (вăл каярахпа ялти спортсменсем хушшинче спортăн нумай енлĕ ăмăртăвĕсенче тупăшса çĕршывра мала тухнă) пуçласа старта тăнă. 67 çул хушшинче ку стадион спортра шанчăк паракан чылай ентешĕмĕре пурнăç çулĕ çине кăларнă. Анчах та, вăхăт иртсе пынă май, вăл та “ватăлать” иккен. Ăна та хушăран хушă çĕнетсе тăни кирлĕ... Хальхи вăхăтра стадионта строительство ĕçĕсем анлăн сарăлнă. Ун йĕри-тавра тимĕр-бетон конструкциллĕ хÿме çĕкленет. Шалта ăмăртусем пынине курма килнĕ çынсене лармалли çĕнĕ саксен речĕсем пулĕç. Спортсменсене кĕрсе тухмалли пÿлĕм хăйĕн сăнне тĕпренех улăштарĕ. Паллах, çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Район администрацийĕ, спорта юратакансен ыйтă-вĕсене тивĕçтерсе, 600 пин тенкĕ укçа тупса пама пултарчĕ. Çапла вара, Йĕпреç поселокĕн юбилейĕ тĕлне стадион палăрмаллах “çамрăкланĕ”.


09 августа 2003
00:00
Поделиться