ШУРУТРИ МĂНАСТИР КУÇСА КИЛЕСШĔН
Çак кунсенче Ирçе Çармăс вăтам шкулĕн музейĕнче хăнара Каçал тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕ П. П. Таллеров тата хĕрарăмсен Ивер общинин Шурутри мăнастирĕн настоятельници Магдалина пул-чĕç. Вĕсем Павар Кĕтнене юхса тухакан тăрăхри Хăмăшла картунĕ çывă-хĕнче ĕлĕк-авал вырнаçнă Никольски-Иверски общинин хĕрарăмсен мăнастирĕн (ăна çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хуп-нă) шăпипе кăсăкланчĕç. Магдалина настоятельница пĕлтернĕ тăрăх, Шурутри мăнастир Хăмăшла картунĕ тăрăхне куçса килесшĕн-мĕн. П. П. Таллеров музея хăйсен ялĕ çинчен çырнă кĕнеке парнелерĕ. Петр Пантелеймонович Ирçе Çармăс тăрăхĕнче пулнă мăнастир пирки кĕнеке çырма хатĕр-ленет. Çавăнпа та Николь-ски-Иверски общинин хĕрарăмсен мăнастирĕ пирки пĕлекенсене ялти вăтам шкулти музейпа çыхăнма ыйтатпăр.