Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

16 АЧА ПУЧИНКЕРЕ ÇУРАЛНĂ

Ку çулăн ултă уйăхĕнче районта 63 мăшăр çемье çавăрнине, 151 ача çуралнине, çав вăхăтрах 268 çын вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса кайнине регитстрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтартусем çапларах: 62 мăшăр пĕрлешнĕ, 145 ача çуралнă, 212 çын вилнĕ. Пĕр енчен пăхсан, демографи лару-тăрăвĕ ла-йăхланнă пек: çут тĕнчене килнĕ пепкесен йышĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ÿснĕ. Анчах, шел пулин те, çав вăхăтрах пурнăçран уйрăлнисен шучĕ самай нумайланнă. Кварталсем тăрăх уйрăммăн пăхса тухсан, иккĕмĕш виçĕ уйăхлăхра - пĕрремĕшĕнчен - 9 ача ытларах кун çути курнă, çын вилнĕ тĕслĕх те сахалтарах пулнă. Çапла, кăтартусем лайăх енне улшăннине палăртаççĕ. Туйсем вара иккĕмĕш кварталта 36-ран 27 юлнă. Кăçалхи ултă уйăхра ача çуралассине ял админис-трацийĕсем тăрăх тишкерес-тĕк Пучинкере чи ла-йăх ÿкерчĕк пулни курăнать. Çур çулта çак тăрăхра 16 çемье “çĕнĕ кайăкпа” йышланнă. Хурамал, Ирçеçармăс, Пысăк Упакасси ял администрацисен территорийĕсенче 12-шер ача çут тĕнчене килнĕ. 2003 çулта ытларах ывăл ача çуралнă: 77-шĕ - арçын ача, 74-шĕ - хĕрача. Ашшĕ-амăшĕ мĕнле ятсене кăмăллани те кăсăклă. Çĕртме уйăхне илсен, ывăлсене Данил ят хуракансем ытларах пулнă, хĕрачасене Татьяна тата Екатерина ят панă. Ĕлĕкхи ятсем çĕнĕрен анлă сарăлма пуçларĕç.


09 июля 2003
00:00
Поделиться