ÇЫН ВИЛТĂПРИЙĔ - ТĂВАНĔСЕН СĂН-ПИЧĔ, МАСАР
Мĕн тăвăн, пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Эпир чи çывăх, чи хаклă çынсене, тăвансене те çухататпăр. Çапах пурăнаканнин малаллах пурăнмалла. Вилнисене асра тытни, асăнни, вĕсен вилтăпри-йĕсене тирпейлесе тăни эпир вĕсене хисеплени çинчен калать. Çак сăваплă йăла-йĕрке мĕн авалтанах пырать.
Эпир пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнисене асăнма çимĕк умĕнхи шăматкун масар çине каятпăр. Çавна май вилтăприсене маларах тирпейлесси те йăлана кĕнĕ. Аякран килнисем вара çимĕк кун тирпейлеççĕ, чечексем лартаççĕ, сăрлаççĕ, илемлетеççĕ. Ырă пулăм ку. Йăх-несĕлĕсене еплерех хисепленине шăп та лăп çав кунсенче аван куратпăр. Ăнланмалла калас-тăк, çын вилтăприйĕ - тăвансен сăн-сăпачĕ.
Масарсене тирпейлесе тăрассине вара авалтан ял пуçлăхĕсем йĕркелесе пынă, вĕсене çак ĕçре ватăсем пулăшнă. Çутçанталăк чĕрĕлнине палăртакан уяв умĕн (çак праçнике чиркÿ те çирĕп тытса пырать) мĕнпур халăх масар çине утрĕ. Çумăр çуни те чăрмав кÿреймерĕ. Кашниех хăйсен тивĕçне пурнăçлама, пиртен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайнисене хисеп туса асăнма васкарĕç. Машинлисем çав кун тĕрлĕ масарсенче пулма ĕлкĕрчĕç. Вĕсем ăçта мĕнле йĕрке пулнине аван хаклама пултарчĕç. Ку енĕпе пирĕн вĕренмелли пур-ха. Халлĕхе ял администрацийĕсем çак ĕçе юхăнтарса янă тени те пысăк йăнăш пулмĕ.
Мана мăшăрăмăн несĕлĕсем патĕнче пĕрремĕш хут пуç тайма кайни асра юлнăччĕ. Масар çинче, вăл Канаш районĕнчи Высоковка ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă, çирĕп йĕрке хуçаланать. Кунта пирус туртма, эрех-сăрапа ашкăнма ватăсем чарнă. Пирус тивертсе янисене çийĕнчех масар тулашне çул кăтартнă. Асăну йăли-йĕркине пурнăçланă хыççăн çемьесем çывăхри вăрман уçланкисенче ĕçсе çинĕ. Тахçан курман тăвансемпе калаçнă, вилнисене тепĕр хут аса илнĕ. Çав тăрăхри халăха çакăншăн чунтан хисеплеттĕм. Анчах самана улшăнчĕ те, кăмăл-сипет те ылмашăнчĕ. “Çĕнĕ чăвашсем” курăнма пуçларĕç ку тăрăхра. Масар çине ГАИ (ĕлĕкхиллех калар) машинисем те, пуянлăхпа мухтанас шухăшлисен транспорчĕсем те çереме чакаласах кĕре пуçларĕç. Ÿсĕр-пÿсĕр çÿрекенсем йышланчĕç... Халĕ леш тĕнчери ватăсене тăратсан, пĕççисене шарт! çапаççĕ пулĕ.
Çапах Йĕпреç тăрăхĕнче пурăнакансен те ырă тĕслĕх илме аякка çÿреме кирлĕ мар. Кĕлĕмкасси чиркĕвĕн священникĕ, Пантелеймон иерей тăрăшнипе ял масарĕ районта чи тирпейли пулса тăчĕ. Кунта вырăнти администраци тÿпи кирлĕ шайра пулнине, унăн ертÿçи ку енĕпе хастар ĕçленине калама та кирлех мар пулĕ. Мĕншĕн тесен ял масарĕ вырăнти администрацин сăн-сăпачĕ пулса тăрать вĕт. Ăçта тăрăшаççĕ, унта йĕрке хуçаланать.
Йĕпреç поселокĕнчи масар пирки вара çакна калаймăн. Кунти йĕркесĕрлĕх пăшăрхантарать те, шухăшлаттарать те. Сăмахран, çĕнĕ масар тăрăх кĕтÿ иртет. Выльăх вилтăприсене таптать. Камăн йĕрке тумалла, камăн канăçсăрланмалла; Çакăн сăлтавне вырăнти администраци укçа-тенкĕ çуккипе ăнлантарать. Иртнĕ çулсенче халăхран укçа пуçтарчĕç. Мĕн чухлĕ нухрат кĕнĕ çак тĕллевпе; Шарламарĕç. Пĕрисем 6 пин, теприсем 20 пин тесе сăмах сараççĕ. Пĕтĕмлетĕвĕ вара çапла пулчĕ: çĕнĕ масар çине 13 кĕске юпа вырнаçтарнă, кивĕ масар картине тĕкĕлесе тухнă. Укçа харама кайнишĕн кăмăлсăрланчĕ халăх.
Поселок администрацийĕн çĕнĕ ертÿçи унчченхи йăнăшсене тÿрлетесшĕн. Халĕ çак тÿлеве çынсенчен ятарлă счет çине куçарма ыйтаççĕ. Кашни çемьерен 50 тенкĕ хырçă пухаççĕ. Паян, ултав кашни утăмра хуçаланнă вăхăтра, кунта та пуяс ĕмĕтлисем пулма пултарнине асра тытма тивет. Сăваплă ĕç тесе эпир килекене укçа тыттарма яланах хатĕр. Иртнĕ хутĕнче те пиртен квитанцисĕр, укçа хывнине паллă тумасăр илсе кайрĕç. Паян ирĕксĕрех çав укçа тĕрĕс адреспа çитни пирки иккĕленсе шухăшлатăн. Аферистсен çулне пÿлме поселок администрацийĕн пуçаруллăрах ĕçлемелле. Халăха ăнлантарса парар: кивĕ масар тавра картасене çĕнетме, çĕннинче çĕнĕрен тума мĕн чухлĕ расхут пуласса смета туса шута илмелле. Çакăн пирки халăха пĕлтересчĕ. Укçа пухмассерен вунвиçшер юпа лартсан ку ĕç мĕн вăхăта тăсăласси паллă ĕнтĕ. Çавăнпа пухăннă укçапа мĕнле ĕçсем туни çинчен радиопа е хаçат урлă пĕлтерсе тăмалла.
Халăхăн та çак ĕçе харсăртарах хутшăнасчĕ. Сăваплă вырăнта пирĕн тăвансем те ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вĕт. Çакна та асăнса хăварас килет. Çимĕк кунĕнче аякран темлере пĕрре килекенĕсем те пур. Вĕсем те масар çинчи тирпейлĕхшĕн, илемшĕн укçа хĕрхенмеççех ĕнтĕ. Апла пулсан, укçа пуçтарассине çав кун ятарласа йĕркеленишĕн никам та ятлаçмĕ. Масар алăкĕ умне ещĕк лартар та кам мĕн чул панине йышăнар. Ку ĕçе чиркĕве шанни тата витĕмлĕрех пулĕ. Шухăшламалли пур ку ĕçре. Çавăнпа кÿренÿ туйăмне сирсе ярар та, сăваплă нимене хутшăнар.