Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ЕНТЕШСЕМ БРЕСТ-КРЕПОÇА ХŸТĔЛЕНĔ

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1418 талăка тăсăлнă Аслă Отечественнăй вăрçăра Йĕпреç Ен халăхĕ те паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнине çирĕплетекен документсем сахал мар. Вĕсен ытларах пайĕ Чăваш наци музейĕн Йĕпреçри филиалĕн краеведени уйрăмĕнче упранать. Юнлă та тан мар çапăçусенче пирĕн районтан ăсатнă 4071 çынран 3131-шĕ пуç хунă, Аслă Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен, вĕсенчен 1823-шĕ вара хыпарсăр çулахнисен йышне кĕнĕ. Пăкăян тăрăхĕнчи Бурсак поселокĕнчен фронта кайнă С. И. Илларионова Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Вăрçă хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă ентешĕмĕрсем хушшинче Тăван çĕршывăн пысăк наградисене тивĕçнисем чылайăн. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, ирхине ирех, фашистла Германи авиацийĕ Совет Союзĕн çĕрĕ çине асар-писер бомба пăрахма пуçланă. 500 ытла артиллерипе миномет вара çав сехетсенче Брест-крепоç тăрăх питĕ вăйлă вут-çулăм тăкнă. Буг юханшывĕ хĕрринчи хулана нимĕç фашисчĕсен 3 пехота дивизийĕ, артиллери корпусĕ, танксен пысăк çарĕ çавăрса илнĕ. Тăшмана хирĕç 4-мĕш армин 6-мĕш тата стрелковăй дивизисен, НКВД, инженери полкĕн тата пограничниксен отрячĕн подразделенийĕсем - пурĕ 7 пине яхăн çын (гарнизонăн тĕп пайĕ çуллахи лагерьсенче тата отпускра пулнă) çапăçнă. Пурĕ 300 яхăн хÿтĕлевçĕ çеç чĕрĕ юлнă. Вăрçă пуçланнă малтанхи сехетсенчех хупăрлава лекнĕ совет салтакĕсем Брестшăн çапăçса виçесĕр тата тĕлĕнмелле паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнине шкул ачинчен пуçласа аслă ăру таранах пĕлеççĕ. Хула-крепоç шăп пĕр уйăх тытăнса тăнă. Çав тапхăрта фашистсем Латвипе Литвана, Беларуссие, Украинăн, Эстонин, Молдавин тата Раççейĕн пĕр пайне оккупациленĕ, хĕвелтухăç енне 500-600 çухрăм тапăнса кĕрсе Минск, Вильнюс, Рига, Псков, Житомир, Смоленск, Кишинев хулисене туртса илнĕ. Брест-крепоç çаплах парăнман, тăшман атакисене сире-сире янă. Крепоçа хÿтĕленĕ паттăрсем хушшинче Чăваш çĕршывĕнче çуралса ÿснĕ салтаксем те нумайăн пулнă. 333-мĕш стрелковăй полкра кăна 60 ытла ентеш шутланнă. Йĕпреç районĕнчен Федор Авдеев, Иван Васильков, Борис Григорьев, Лазарь Данилов, Алексей Евграфов, Илья Матвеев пулни паллă. Паллах, çак список асăннă паттăрсемпе кăна вĕçленмест. Вĕсем пурте тенĕ пекех вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă. Тĕслĕхрен, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Павел Яковлев, рота старшини, тăшманăн черетлĕ атакине сирсе янă чухне паттăрла вилĕмпе пуç хунă. Çакăн пек тĕслĕхсем Брест крепоçăн летопиçне питĕ нумай çырăннă. Вĕсем нихăçан та манăçа тухмĕç.


21 июня 2003
00:00
Поделиться