Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ЦЕНТРĂН УЙРĂМĔ УÇĂЛЧĔ

Пирĕн республикăра Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕ ĕçлет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ВолгаРОСНефтетрансăн» тĕп директорĕ Павел Семенов пуçарнипе çак центрăн- фондăн филиалĕсем республикăн пур ра-йонĕсемпе хулисенче те ĕçлемелле. Вĕсен тĕп тĕллевĕ: халăхăн тупăш сахал илекен сийĕсене хÿтлĕх парасси, сывă пурнăç йĕркисене, физкультурăпа спорта çул парасси, амăшĕсемпе ачасене тата ĕççыннисене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатасси. Кунпа пĕрлех центр тата унăн вырăнти уйрăмĕ ялсемпе поселоксенче тирпей-илем кÿрес ĕçе те хастар хутшăнма пулаççĕ. Йĕпреçсем савăнма пултараççĕ: иртнĕ тунтикун пирĕн район центрĕнче те çак центрăн уйрăмĕ уçăлчĕ. Унăн вырăнĕ Йĕпреçри искусствăсен шкулĕн-че пулать. Виçĕмкун çак уйрăма савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Искусствăсен шкулĕн çурчĕ умĕнчи хĕрлĕ хă-йăва касма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Л. Михалик, «Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕн» фончĕн тĕп директорĕн çумĕ Л. А. Борисова тата Курск патĕнчи çапăçусене хутшăннăранпа 60 çул çитнине чысласа ирттернĕ ларăва хутшăннă ветерансен пĕр ушкăнĕ тивĕçлĕ пулчĕç. Пирĕн районта та питех те кирлĕ уйрăм хăйĕн ĕçне пуçларĕ. Унта пыракансене З. Н. Фадеева специалист йышăнать.


20 июня 2003
00:00
Поделиться
;