П. В. Семенов депутат - йĕпреçсен кĕтнĕ хăни
Иртнĕ районти Акатуйра савăннă кашни çынах асăрхарĕ ĕнтĕ: шап-шурă тĕслĕ футболка тăхăннă хĕрсемпе каччăсен ушкăнĕ вăйă-конкурссем йĕркелерĕ, спорт ăмăртăвĕсемпе ытти тупăшусенче çĕнтернĕ çамрăксене, çав шутра шкул ачисене те, парнесем парса хавхалантарчĕ. Çак уявра пачах кĕтмен çĕртен 50 ытла çын парнеллĕ пулса тăчĕ. Çук, пĕлĕтрен татăлса анман çак шурă футболкăллă яш-кĕрĕм. Ыркăмăллăх ушкăнне Канашра пурăнакан ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Павел Семенов янă иккен. Вăл юлашки Йĕпреç Енре пулса пĕр хутчен мар ыркăмăллăх акцине ирттернĕ, парнесем парса кăмăл-туйăма çĕкленĕ.
Кам-ха вăл, çак ырă çын. Йĕпреçсенчен чылайăшĕ Павел Владимирович “Волга-РоснефтеТранс” акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ, депутат тата парламент Президиумĕн членĕ пулнине çеç пĕлеççĕ. Вăл ЧР Патшалăх Канашĕн йышне пиçĕхнĕ, опытлă та ĕçлĕ çынсемпе пĕрле ăнсăртран лекмен.
“Ача ÿссен мĕнле çын пуласси ашшĕ-амăшĕнчен килет”. Çакăн пек каланине чылай çынран илтме тивет. Паллах, çак сăмахсен чăнлăхĕ те пур. Анчах ача хăйĕн малашлăхĕн алăкне мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе уçса кĕнине те шута илмеллех. Тÿрех калар, ку тĕлĕшпе Павел Семеновăн пăшăрханмалли пулман тесен те юрать. Унăн ашшĕ-амăшĕ пурнăçа лайăхлатас тесе ырми-канми тăрăшнă. Семеновсен йăх-несĕлĕ Елчĕк тата Канаш тăрăхĕсемпе çыхăннă. Вĕсем вăхăтлăха Чăваш çĕрĕ-шывĕпе сывпуллашса, Нефтеюганск хулинче тымар янă. Унта çемье пуçĕ автослесарь, моторист, водитель пулса вăй хунă. Ĕçленĕ кăна мар, пĕлĕвне те ÿстерсе пынă. Ывăлне вара яланах çапла ăс панă: “Кирек ăçта лексен те, темле пысăк çын пулсан та ху камне ан ман, çынлăха упра, май килнĕ таран çынсене пулăшма тăрăш”. Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕ пуçлансан вара предприниматель ĕçне кÿлĕннĕ. Ĕçлĕ çын пулнине кура пысăк та яваплă ĕç шанса панă Семенов-аслине. Паян, акă, вăл ертсе пыракан “Роснефтетранс” предприятире 4 пин çын ĕçлет. Чăвашсем те чылай. Вĕсен ĕçченлĕхне питĕ аван пĕлнĕрен кăмăлласах ĕçе йышăнать ентешĕсене.
... Павел Нефтеюганскри шкул хыççăн Тюменьри нефтьпе газ университетне вĕренме кĕнĕ. Пĕр вăхăтрах экономикăпа право институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Каярахпа - Питерти нефтьпе газ университечĕн аспирантури, ăнăçлă хÿтĕлев. Халĕ вăл - экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Çăмăл та ирĕклĕ пурнăçпа мар, ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ, ачаран йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă Павел Семеновăн ĕçлĕ юлташĕсем йышлă. Ăçта каять - пур çĕрте те, çав шутра Çурçĕрте те, Мускавра та (“Юкос” нефть компанийĕнче 3 çул аслă специалист пулса тăрăшнă), Чăваш Енре те ăна шанчăклă тусĕсем ăнланнă тата пулăшнă. Пысăк малашлăх кĕтнĕ Павел Владимировича, анчах вăл тăван тăрăха таврăннă, “Роснефтетранс” предприятин Чăваш Енри филиалне ертсе пыма тытăннă.
Çамрăк ертÿçĕне (вăл 27 çула çывхарса пырать) хăй çуралнă Канаш хулин проблемисем канăç паман. Республикăшăн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ хулара шывпа тивĕçтересси, газ кĕртесси, çулсене йĕркене кĕртесси йывăррăн пынă. Шăпах çак тапхăрта Павел Семеновăн Патшалăх Канашне суйланас шухăш çуралнă. Ăнланнă, шаннă ăна ентешĕсем. Павел Владимирович, чăваш парламенчĕн çамрăк депутачĕсенчен пĕри, канашсемшĕн тунă чылай ĕçĕ куç умĕнче халĕ. Тĕслĕхрен, ентеш-ветеранĕсене кашни паллă уяв ячĕпе саламлать. 2002 çулта хула больницине реанимаци оборудованийĕ вырнаçтарнă “Газель” автомобиль парнеленĕ.
Ертÿçĕ тата политик спортпа çывăх туслашнă иккен. Боксра тата шывра ишес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă вăл. Паян вăл - Канаш хулипе районĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ. Çавăнпа Павел Владимирович спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшпе ятарлă социаллă программа хатĕрленĕ. Вăл хальхи вăхăтра ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Тĕслĕхрен, Канашри 9-мĕш вăтам шкулта кив спортзала çĕнетнĕ, 2-мĕш ача садĕнче сывлăх комплексĕ (спортзал, кану пÿлĕмĕ, чĕрчунсен кĕтесĕ, фитобар) йĕркеленĕ. “Çамрăк ăру ырă-сывă, вăй-халлă ÿстĕр, пĕчĕкренех хăйсене хаклама вĕренччĕр”, - тет Павел Владимирович. Çак тĕллевпех вăл пирĕн районти шкулсенче, ача-пăча учрежденийĕсенче пулчĕ, спортинвентарĕсем парса хавхалантарчĕ. Ырă кăмăллă депутат - Йĕпреç Енре кĕтнĕ хăна. Чĕререн тав тăваççĕ ăна парнесемшĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Л. Михалик пĕлтернĕ тăрăх, П. В. Семенов ыркăмăллăх акцийĕпе пирĕн тăрăхри чылай шкулпа садике çитме палăртать. Сăмах май çакна уйрăмах асăнса хăвармалла, çу - çĕртме уйăхĕсенче республика шайĕпе иртекен “Аслисем - ачасене” ыркăмăллăх марафонне те пысăк тĕллевпе йĕркеленĕ депутат.
Паллах, илсе кăтартнă тĕслĕхсем - уйрăм çын пулăшăвĕ. Вăл пĕлтерĕшлĕ тата питĕ кирлĕ. Анчах “... халăх сурсан кÿлĕ пулать” тенине те манмалла мар. “Темле пулсан та, вăйсене пĕрлештермеллех”, - çапла шухăшлать, ĕçĕсемпе те çакна çирĕплетет паян Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Павел Семенов парламент Президиумĕн членĕ пулнă май, хăйĕн округĕшĕн кăна мар, республикăра пулса иртекен ĕçсемшĕн те яваплă туять хăйне. РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Анатолий Аксаковпа пĕр хутчен мар ĕçлĕ калаçусем ирттерни те,республика ертÿçисемпе тăтăшах курнăçни те нумай ыйтусене татса пама пулăшать. Апла пулин те, проблемăсем пайтах-ха. Уйрăмах ялхуçалăхне ура çине тăма майсем туса парас, нушапа туса илнĕ продукцие вырнаçтарас т. ыт. ыйтусене федераци шайне çитермесен, пурнăçа кĕртесси пирки калаçни усăсăр пулнине лайăх ăнланать тата канăçсăрланать вăл.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. В. Семенов юлашки вăхăтра мал шухăшлă, ĕçлеме пултаракан, сăмахпа кăна мар, конкретлă пулăшу паракан, çемьешĕн, чыслăхпа тăванлăхшăн çунакан, кăмăл-сипет тасалăхĕшĕн тăракан ĕçлĕ çын пулнине кăтартса панине вуншар тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Малашне те çаплах пулĕ.