ЫРĂ ЙĂЛА ИКĔ ЕНШĔН ТЕ УСĂЛЛĂ
Çакна Елчĕк кооператорĕсем йĕпреçсен опычĕпе паллашни те кăтартса пачĕ.
Ушкăнпа пĕр-пĕрин патне çÿресе ĕç опычĕпе паллашасси çĕнĕлĕх мар. Унăн усси паянхи рынок условийĕсенче пысăк пулнине Чăвашпотребсоюз совечĕ ăнланса, республикăри райпосен коллективĕсем ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе пал-лашас йăлана “симĕс çутă” панă. Акă, иртнĕ эрнекун Йĕпреç тăрăхĕнче Елчĕк райповĕн ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ (пурĕ 24 çын) хăнара пулчĕ.
ЕЛЧĔКСЕНЕ район чик-кинче кĕтсе илнĕ хыççăн, Йĕпреç Ен кооператорĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата опы-чĕпе паллашасси Пучинкери суту-илÿ центрĕнче пуçланчĕ. Хăнасене чи малтан, паллах, республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ “Красный партизан” колхозăн тĕп усадьбин сăн-сăпачĕ тыткăнларĕ. Хуçалăх ертÿçисем вырăнти кооператорсене яланах пулăшма хатĕр пулнине, ку ялта пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тĕлĕшпе хула шайĕнчи условисем туса пама тăрăшнине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç. Сăмахран, хăнасем кивĕ магазин çуртне тĕпрен реконструкцилесе уçнă “Вечернее” кафене тата парикмахер салонне кĕрсе киленчĕç. Тулашĕнчен чаплах курăнса ларман çурт ăшчиккине хальхи вăхăтри стильпе капăрлатни уйрăмах кăмăла кайрĕ елчĕксене.
- Кун пек çуртра чăннипех ĕçлес килет, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ хăнасенчен пĕри.
Делегаци райпон ытти объекчĕсене те çитсе кур-чĕ. Елчĕксем хатĕрлев участокĕнче чĕртавара потребительсем патне ăсатма мĕнле хатĕрленипе, автогараж участокĕнче çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панипе кăсăкланчĕç. Вĕсем “Стройхозтовары”, “Детский мир”, “Березка” магазинсемпе, кăлпасси тата пулă, çĕвĕ цехĕсемпе, “Дорожное”, “Пельменное” кафесемпе паллашрĕç.
КООПЕРАТОРСЕМ çак мероприятие “наукăпа практика конференцийĕ” тесе ят панă. Суту-илÿ предприятийĕсемпе, производство участокĕсемпе паллашнă хыççăн пĕрле пухăнса канашлаççĕ. Чăннипех те, интереслĕ те кăмăллă экскурси хыççăн калаçмалли, сÿтсе явмалли сахал мар. Йĕпреç райповĕн хĕрлĕ кĕтесне пухăннă икĕ район потребкооперацийĕн ĕçченĕсен канашлу-конференцийĕ те кăтартса пачĕ çакна.
Малтан Йĕпреç Ен кооператорĕсен ĕçĕ-хĕлĕ тата тĕллевĕсем çинчен кунти райпон финанс анализĕпе прогноз тăвакан пай пуçлăхĕ А. Матвеева каласа пачĕ. Йĕпреçсен мухтанмалли çук мар. Иртнĕ çулхи виçĕ квартал кăтартăвĕсемпе хуçалăха йĕркелесе пырас тĕлĕшпе Центрсоюз йĕркеленĕ Раççейри экономика ăмăртăвĕнче иккĕмĕш тата икĕ хутчен виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Унсăр пуçне Чăвашпотребсоюз шайĕнчи ăмăрту-конкурссенче те малти вырăнсене тивĕçнĕ. Алевтина Леонидовна хăйĕн докладĕнче лайăххипе пĕрлех умри проблемăсене те уçса пачĕ.
Елчĕк райповĕн делегацине ертсе килнĕ Е. Савельева (вăл райпо правленийĕн ертÿçи) сăмахне тимлесе итлерĕç пухăннисем. Вăл Йĕпреç тăрăхĕнче хăйĕн ĕçтешĕсен куçĕпе мĕн курнине, лайăххипе начаррине хак пачĕ.
- Йĕпреç кооператорĕсем паянхи кунпа пурăнаççĕ, хальхи рынок таппипе утăмлаççĕ. Çĕвĕ, пулă цехĕсенчи, хатĕрлев участокĕнчи ĕç вырăнĕсем, обществăлла апатлану предприятийĕсем уйрăмах кăмăла кайрĕç. Магазинсен ăшчиккисене çĕнĕ сăн пама, çĕнĕ предприятисем уçма вăй çитерни те пирĕншĕн ырă тĕслĕх. Елчĕкрен килсе курнă делегаци - ахаль сутуçăпа хатĕрлевçĕрен пуçласа товаровед таранах - пушă алăпа каймĕ кунтан, çĕнĕ-лĕхсене, лайăх тĕслĕхсене хамăр патра пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр, - кăмăллăн калаçрĕ Елена Николаевна. Сăмах май, вăл Йĕпреçре пĕрремĕш хут иккен. Поселокăн симĕс урамĕсем уйрăмах тыткăнланă ăна. “Кунти уçă, таса сывлăша сывласа килентĕм”, - савăнăçне пытараймарĕ делегаци ертÿçи.
Конференци “шăнăрĕ” Чăвашпотребсоюз совечĕн пуçлăхĕн суту-илÿпе хатĕрлев енĕпе ĕçлекен çумĕ Н. И. Наумован ĕçлĕ те витĕмлĕ пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Вăл хăйĕн хаклавне икĕ райпо ĕç-хĕлне тĕпе хурса палăртрĕ, танлаштарусем илсе кăтартрĕ. Сăмахран, кашни районтах, ялтах потребкоопераци ĕçченĕсем те, тавар туянакансем те пĕрешкел çынсемех. Мĕншĕн-ха пĕр пек магазинсемех ĕçĕ-хĕлĕпе, тивĕçтерÿ культурипе уйрăлса тăраççĕ; Çакă вырăнта ертÿçĕсем хуçалăх ĕçне мĕнле йĕркелесе пынинчен килет. Ку енĕпе йĕп-реçсенчен вĕренмелли çителĕклех.
Тепĕр проблема вăл хальхи рынок тапхăрĕнче конкуренцие çĕнтерсе пырассипе çыхăннă. Паянхи магазин ХХI ĕмĕр ыйтăвĕсене тивĕçтерекен суту-илÿ предприятийĕ пулса тăмалла. Сăн-сăпачĕпе те, суту-илÿ пахалăхĕпе те, тивĕçтерÿ культурипе те, квалификаци шайĕпе те. Тавар лайăх сутăнтăр, тавар туянакан лавккаран кăмăлпа тухса кайтăр тесен, халăха мĕнле таварсем кирлине, çĕннине кăтартас тата сĕнес ăсталăха тĕпе хурса ĕçлемелле.
“Йĕпреçри “Пельменное” кафе пек предпрпиятисем ялсенче те пулччăр”, - терĕ Надежда Ивановна. Вăл кооператорсен тупăшлă ытти “çăлкуçĕсем” пирки те чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра райпо ĕçченĕсен халăхран сĕт пухасси, эмел курăкĕсем хатĕрлес ĕç çине уйрăмах пысăк пусăм памалла. Вара таварçаврăнăш калăпăшĕ те ÿсет, тупăш та пулать.
Ĕçлĕ лару-тăрура иртнĕ конференци ĕçне Йĕпреç райпо совечĕн ертÿçи В. Пахомова пĕтĕм-летÿ сăмахĕпе вĕçлерĕ, Елчĕкрен килнĕ делегацие тав турĕ. Çакнашкал тĕлпулусем икĕ еншĕн те питĕ усăллă. Кăмăл пулсан, тăрăшсан тата ăсталăха парсан мĕн палăртни пурнăçа кĕретех”, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ Валентина Павловна. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çак уйăх вĕçнелле Чăвашпотребсоюз сĕннипе пирĕн райпора Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ ирттерме йышăннă.
Çывăх вăхăтра Йĕпреç кооператорĕсен пысăк ушкăнĕ Елчĕк тăрăхне ĕç опычĕпе паллашма тухса каять.