ВАТĂ ÇЫНСЕН ХУЙХИ-СУЙХИ НУМАЙ
Республикăри министерствăсен яваплă çыннисем районсемпе хуласенче ĕçлĕ тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Вĕсен пĕлтерĕшне вăл е ку ыйту çине хурав илме шутлакан кашни çынах лайăх туйса-курса тăрать. Ара, çавăншăн тĕп хулана кайса çÿрес çук-çке. Хальхи вăхăтра инçе çула тухасси пысăк тăкаксемпе çыхăнни кашнин-шĕнех паллă. Ватлăх енне сулăннисене вара сывлăх хавшани те çав тĕллеве пурнăçа кĕртме чарса тăрать. Тĕрлĕпĕр ыйтусем канăçсăрлантаракансем хушшинче ытларах пенсионерсем. Çавна шута илсе, ЧР Социаллă политика министерстви иртнĕ ытларикун пирĕн районта хăйĕн кунне ирттерчĕ. Ĕççыннисемпе тĕл пулма Йĕпреçе министр çумĕ Г. В. Степанов ертсе пыракан “десант” килчĕ. Унта министерствăн пенсисемпе пособисем паракан центр пуçлăхĕ А. В. Данилова №вăл пирĕн районтанах, Вырăс Тимеш ялĕнчен№, Е. В. Зайцевапа З. Н. Коновалова специалистсем пулчĕç.
Асăннă министерство кунĕ иртесси çинчен малтанах пĕлнĕ граждансем çав кун ирех район администрацийĕн çуртне васкарĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче ĕçлекенсем вĕ-сем мĕнле ыйтусемпе килнине шута илчĕç.
Акă, министерствăн яваплă çыннисене Йĕп-реçре пурăнакан Г. С. Разномазов хăйне мĕнле нуша кунта илсе çитерни çинчен каласа пама тытăнчĕ. Районта лайăх пĕлеççĕ Герольд Семеновича. Парти, совет орга-нĕсенче ĕçленĕ вăл, ти-вĕçлĕ канăва тухиччен çутçанталăка сыхлакан комитета ертсе пынă. Апла пулин те, патшалăх служащийĕн шайĕпе илеймест иккен вăл пенси. «Нивушлĕ ăна ÿстерме çук-ши; - Хăйĕн докуменчĕсене сĕтел çине кăларса хунă май ыйтрĕ пенсионер-инвалид. - Муниципаллă служащисем илсе тăракан вăтам пенси те манăннинчен чылай пысăкрах...»
Унăн докуменчĕсемпе паллашнă хыççăн специалистсем çакăн пек пĕтĕм-летÿ турĕç: Г. С. Разномазов муниципаллă пĕрле-шÿсем çинчен саккун йышăниччен пĕр уйăх маларах ĕçрен тухма ыйтса хут çырнă-мĕн, çавăнпа та çав саккунпа килĕшÿллĕн вăл муниципалитет служащийĕ пулаймасть иккен.
“Сирĕн кун пирки Мускаври Çутçанталăк ресурсĕсен министерствине çырса пăхмалла», - сĕнчĕ ăна министр çумĕ Г. В. Степанов.
- «Ока» машина илме тата санаторие кайма путевка уйăрса пама май çук-ши; - интересленчĕ пенсионер.
Хăйĕн ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хурав илнипе кăмăллă юлнă ветеран минис-терствăн яваплă çыннисене тав турĕ...
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрре-мĕш çумĕн ĕç пÿлĕмне (йышăну унта иртрĕ) тепĕр çын кĕрсе тăчĕ. Хумпуç Патăръелĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Н. В. Федоров чылайранпа ĕнтĕ килне телефон кĕрттерес тĕл-левпе ăшталанса çÿрени, кун пирки Социаллă политика министерствине те пĕр хутчен кăна мар çырса яни, анчах паянхи куна çитсе те çак ĕç вырăнтан хусканманни çинчен пĕл-терчĕ. Çыхăну çыннисен пĕр хурав: “Эпир телефон тÿлевсĕр кĕртсе параймаст-пăр”. Ветеранăн килне çитиччен лини карма кăна сахалтан та 23 пин тенкĕ укçа кирлĕ.
В. Л. Михалик каланă тăрăх, пирĕн районта халĕ сывă пурăнакан фронтовиксенчен улттăшĕ кăна телефонпа усă кураймаççĕ-мĕн. Пурин ыйтăвне те çывăх вăхăтрах татса пама пăхнă: “Сирĕн тĕллевĕр те пурнăçланмаллах, - шантарчĕç ĕçпе вăрçă ветеранне.
Çав кун йышăнура Шуркассинчи П. Н. Кузнецов, Йĕпреçри В. М. Быковпа А. К. Капитонов, А. П. Прохоровпа Т. Д. Егорова тата Л. П. Владимиров, Шăрттанти Р. С. Трофимова пулчĕç. Çичĕ çын - çичĕ ыйту. Кашниех хурав илес ĕмĕт-тĕллевпе килнĕ. Хăшĕсем çак самантрах татса пама ыйтаççĕ. Ÿп-кевлĕ, кÿренÿллĕ туйăмпа, сассисене хăпартса калаçакансем те пулчĕç вĕсен хушшинче. Тимлĕн итле-рĕç граждансен ыйтăвĕсене министерство специалисчĕсем. Пĕри тÿлевсĕр хваттер илесшĕн, тепри “Ока” машина валли мĕн-ле документсем тăратмаллине пĕлесшĕн, виççĕмĕшне пурлăх тĕлĕшĕпе ятран пулăшу пани кирлĕ-мĕн.
Пĕр пенсионер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш ушкăнри инваличĕ, пĕр пÿлĕмлĕ хваттерлĕ пулса тăнă, апла пулин те унăн кăмăлĕ тулман, мĕншĕн тесен хваттерĕ çуртăн 5-мĕш хутĕнче иккен. “Мана, сакăрвуннăри çынна анса-хăпарса çÿреме йывăр”, - çапларах сăлтавларĕ вăл хăйĕн шухăшне. Унăн сĕнĕвне те шута илеççех пулĕ яваплă çынсем.
“Граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăн-нă хыççăн “десант” районти Ваттисен çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Йĕп-реçри тата Хурамалти Ваттисен çурчĕсене, психоневрологи интернатне çитсе курчĕ.
- Йĕпреç тăрăхĕнче ватă çынсене социаллă хÿтлĕх парасси тивĕçлĕ шайра, - пĕтĕмлетрĕ юлаш-кинчен министр çумĕ Г. В. Степанов. - Икĕ çуртĕнче те ватăсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса панă, май çитнĕ таран вĕсене тĕрлĕ ĕç тума явăçтараççĕ. Социаллă работниксен ĕçĕ-хĕлĕ те ырă сăмаха тивĕçет. Психоневрологи интерначĕ вара - республикăра та кăтартуллисенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир кунта час-часах семинар-канашлу йĕркелетпĕр.
Георгий Васильевич тепĕр “вăрттăнлăха” та уçса пачĕ. “Эпир вырăна тухса çакăн пек тĕлпулусем йĕркеленин опытне Раççей министерствинче те ырланă, çавна май кăçалхи çĕртме уйăхĕнче пирĕн Республикăра вăл хăйĕн коллегине ирттерет. Ларура пăхса тухма тăратакан тĕп ыйтусенчен пĕри çĕршывра ватă çынсене социаллă хÿтлĕх парассине лайăхлатасси, Ветерансен çурчĕсемпе пансионатсен ĕçне паянхи вăхăт иртнĕ пек туса пырасси. Эпир ку енĕпе ытти регионсенчен лайăхрах ĕçлесе пыратпăр. Кăтартмалли те, каласа памалли те пур пирĕн. Коллеги ларăвне хутшăнакансене мĕншĕн Йĕпреç тăрăхне илсе килес мар;..»
ЧР Социаллă политика министерстви халĕ ытти çĕрте те хăйĕн кунĕсене ирттерет. Министерствăра тунă тăватă ушкăн, графикпа килĕшÿллĕн, вырăнсене тухса çÿреççĕ.
Район администраци-йĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Л. Михалик, социаллă тивĕçтерÿ центрĕн директорĕ М. С. Федоров, Йĕпреçри психоневрологи интерначĕн директорĕ И. Е. Кузнецов, Йĕпреçри тата Хурамалти Ваттисен çур-чĕсен пуçлăхĕсем В. А. Ивановапа В. И. Тимуков министерство ĕçченĕсене пирĕн пата килме вăхăт тупнăшăн, хăйсен ĕçне-хĕлне лайăх хак панăшăн тав сăмахĕ каларĕç.