Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ХЫРКАССИНЧЕ ПĔВЕ ПУЛĔ-ШИ

Тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăхра вырнаçнă Хыркасси ялĕ. Сип-симĕс тумтирлĕ йывăçсем хупласа илнĕ ăна. Ялта йывăç-курăка юратакан çынсем сахал мар. Кил сиктерсе тенĕ пек сад пахчисем. Анчах та эпĕ кун пирки çырас шутпа алла калем илмерĕм-ха. Урăххи ка-нăç памасть мана. Мана кăна мар, пĕтĕм ял-йыша. Ялта пĕр пĕве те çукки çу кунĕсенче уйрăмах вăйлă сисĕнет. Пушар тухас пулсан, ăçтан шыв илмелле-ши; “Пицунда” те-се ят панă вырăна çитсе шыв илсе киличчен çурт-йĕр çунса кĕлленĕ. Ку ыйтăва “Знамя” хуçалăх членĕсен тата граждансен пухăвĕсенче пĕрре кăна мар çĕкленĕ ĕнтĕ, анчах та шавлă калаçуран тĕллевлĕ ĕçе куçни çеç курăнмасть. Темиçе пĕвеллĕ ялсенче пурăнакансене ăмсанас килет. Пирĕн районта та ун пеккисем сахал мар. Шăрттан ял администрацийĕ тир-пей-илем кÿрес енĕпе начар мар тимлет пулин те (пĕлтĕр вăл районти смотр-конкурсра виç-çĕмĕш вырăна тухнă) ялсенче пĕвесем тăвасси çине кирлĕ пек çаврăнса пăхмасть. Тимлеменни, пуçаруллă пулманни хамăрах пырса тивме пултарать.


31 мая 2003
00:00
Поделиться