Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

АТĂЛÇИ ФЕСТИВАЛĔ ЯЛАНЛĂХА АСРА ЮЛĔ

Чăваш Енри ачасен обществăлла организацийĕсемпе пĕрлешĕвĕсен Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ зонăри конкурсĕнче Буинскри шкул лесничестви иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Конкурсра палăрнă поселок ачисем çапла майпа Атăлçи регионĕнчи ачасен обществăлла организацийĕсен фестивальне хутшăнма тивĕç çĕнсе илчĕç. Ку хутĕнче фес-тиваль ЧР çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ йĕркеленипе Çĕнĕ Шупашкарта иртрĕ. Чаплă уяв икĕ куна пычĕ. Буинскри шкул лесничествин командинчи 8 ача фестивальте пулса курчĕç. Вĕсем унта кайма малтан тĕплĕн хатĕрленчĕç: стендсемпе плакатсем çырчĕç, юрăсемпе такмаксем вĕренчĕç. Фестивальте ачасем пĕр самант та ахаль ирттермерĕç. Творчество мастерскойĕсене çÿре-рĕç, аэробикăпа тата хĕвелтухăç кĕрешĕвĕпе ăсталăх туптарĕç, бассейн-ра шыва кĕчĕç. Вĕсем çавăн пекех ăмăртусенче вăй виçрĕç. “Айзберг” данс-клубра “Ташăсем - наркотиксене хирĕç” дискотека пулчĕ. Каçсерен вара пурте туслăх кăвайчĕ йĕри-тавра пухăнчĕç. Фестивальте “Утиль моди” шоу-кăтарту иртрĕ. Ачасем çавăн пекех ЧР çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Комитет председателĕ Е. Г. Петров хăйĕн салам сăмахĕнче фестивале чи хастар та пултаруллă çамрăксем пухăннине палăртрĕ. Ачасем спорт вăййисенче тупăшнă вăхăтра организаци ертÿçисем валли конференци йĕркелерĕç. Ачалăх, çамрăклăх тапхăрĕ, çыннăн малашнехи пурнăçне мĕнлерех йĕркелесе ярассинче пысăк витĕм кÿрет. Шăпах яшлăхра вĕсене тĕрĕс çул çине тухма пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасен обществăлла организацисен регионсем хушшинчи фестивалĕ шăпах çак тĕллеве пурнăçлакан пĕрлешÿсене пухрĕ те. Буинскри шкул лесничествин ачисен асĕнче çак фестиваль мĕнпе асра юлчĕ-ха; Елена УДАЛОВА, 11 класс: - Ку çулçÿрев манăн кăмăл-туйăм çине пысăк витĕм кÿчĕ. Икĕ кун хушшинче мĕн чухлĕ пулăмсем, тĕлпулусем, туссем! Пурнăç çавăн пек тулли те кăсăклă пулма пултарни çинчен эпĕ шутламан та. Çĕнĕ Шупашкара çитсе курнишĕн, фестивальте пулнишĕн (кăвайт умĕнчи юрăсемшĕн, “Химик” культура çуртĕнчи концертшăн) питĕ савăнатăп. Çак çулçÿревре çĕннине нумай пĕлтĕм. Алена ГУЛЯНОВА, 10 класс: - Фестивальте интереслĕ çынсемпе паллашрăмăр. Йĕпреçре иртнĕ зона конкурсĕнче паллашнă туссемпе - улатăрсемпе, канашсемпе, елчĕк-семпе - тĕл пултăмăр. Пĕр-пĕрне асăнмалăх сувенирсем парнелерĕмĕр. Хăмăр отрядри туслăх та çирĕпленчĕ. Анастасия ГОРЕЛЬ-НИКОВА, 5 класс: - Атăлçи фестивалĕнче пулма тÿр килнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Пурин те куçĕсем савăнăçпа тулнă. Данс-клубри дискотекăра хăйнеевĕр çутă, кĕвĕ кăмăла кайрĕ. Эпир ташă конкурсĕсене хутшăнтăмăр. Унта ачасем питĕ хитре ташлаççĕ. Эпĕ вокал енĕпе мастер-класа çÿрерĕм, юрлассипе пĕлÿ пухрăм. Çак фестиваль ман асра ĕмĕрлĕх юлĕ. Виталий МИЛКИН, 5 класс: - Мана хĕвел тухăç кĕрешĕвĕсемпе йĕркеленĕ вĕрентÿ питĕ ки-лĕшрĕ. “Дельфин” бассейнри тренировкăсем тыткăнларĕç. Эпир шывра ишрĕмĕр, вылярăмăр. Эпĕ çĕнĕ туссем нумай тупрăм, уйрăмах Лешăпа тата Эхимпа туслашса кайрăм. ŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: хаваслă фестиваль саманчĕсем.


31 мая 2003
00:00
Поделиться