Ибресинский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔНТЕРŸПЕ САВĂНТАРЧĔÇ

Майăн 25-мĕшĕнче Шупашкарти Лакрей паркĕнче Чăваш Енри вĕрентÿ ĕçченĕсен тата шкул çулĕнчи çамрăксен республикăри 3-мĕш смотр-конкурсĕ иртнĕ. Унăн программине зонăсенчи пултарулăх смотрĕсенче (вĕсене пĕтĕмпе 220 коллектив хутшăннă) çĕнтерсе финала тухнă 65 номере кĕртнĕ. Çак смотр-конкурсра пирĕн район чысне хÿтĕленĕ участниксем призлă икĕ вырăна çĕнсе илнĕ. Йĕпреçри шкул-интернатра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. В. Ковальчик “Мольба” юррипе 1-мĕш вырăна тухнă, Йĕпреçри искусство шкулĕн воспитанникĕсен ушкăнĕ “Валенки” ташăпа (художество руководителĕ С. Д. Романова) 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.


31 мая 2003
00:00
Поделиться
;